1 Corinthians 1
Саламлани тата тав туни
1Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христос апостолӗ пулма чӗнсе илнӗ Павелран тата Сосфен тӑванӑмран – 2Коринфри Турӑ Чиркӗвне, Христос Иисус урлӑ тасалнӑ ӗненекенсене, сӑваплӑ пулма чӗнсе илнисене, Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ятне – пире те, вӗсене те Ҫӑлаканӑн ятне – пур ҫӗрте те асӑнакансене пурне те. 3Сире Атте Туррӑмӑртан тата Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр. 4Эпӗ сирӗншӗн, Иисус Христос урлӑ Турӑ сире ырӑлӑхне панӑшӑн Туррӑма тӑтӑшах тав тӑватӑп. 5Унпа пӗрлӗхлӗ пулса эсир мӗн пур пултарулӑх тӗлӗшӗнчен пуйрӑр: тем тӗрлӗ сӑмах, тем тӗрлӗ пӗлӳ ытлӑн-ҫитлӗн илтӗр. 6Ӗнтӗ эпир Христос ҫинчен пӗлтерни сирӗн ӑшӑрта ҫирӗпленчӗ. 7Ҫапла вара, сирӗн, Иисус Христос Хуҫамӑр килессе кӗтекенсен, пултарулӑх тӗлӗшӗнчен ҫитменни нимӗн те ҫук. 8Иисус Христос Хуҫамӑрӑн кунӗнче сирӗн Ун умне пӗр айӑпсӑр тӑмалла пултӑрччӗ тесе, Вӑл сире юлашки вӑхӑтченех ҫирӗплетсе тӑрӗ. 9Турра шанӑр: Вӑл сире Хӑйӗн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа, пирӗн Хуҫамӑрпа, пӗрле пулмашкӑн чӗнсе илнӗ.Ӗненекен ушкӑнри харкашусем
10Эй, тӑвансем! Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тархаслатӑп сире: пурте шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса, харкашмасӑр-тумасӑр пурӑнӑр; пӗр кӑмӑллӑн, пӗр шухӑшлӑн ҫӳрӗр. 11Мӗншӗн тесен, тӑванӑмсем, Хлоя кил-йышӗнчисем мана сирӗн хушшӑрта харкашусем пурри ҫинчен пӗлтерчӗҫ. 12Эпӗ акӑ мӗн пирки каласшӑн. Сирӗнтен кашниех: «эпӗ Павел майлӑ», «эпӗ Аполлос майлӑ», «эпӗ Кифа майлӑ», «эпӗ вара Христос майлӑ» тесе ҫӳрет. 13Христос пайланса кайнӑ пулать-и вара? Мӗн, сирӗншӗн Павела пӑталанӑ-и? Сире Павел ячӗпе тӗне кӗртнӗ-и? 14Криспсӑр тата Гаийсӗр пуҫне эпӗ сирӗнтен нихӑшне те тӗне кӗртменнишӗн Турра тав тӑватӑп. 15Эппин, сирӗнтен пӗри те ман ятӑмпа тӗне кӗнӗ тесе калама пултараймасть. 16Тата эпӗ Стефан кил-йышӗнчисене шыва кӗртнӗччӗ, урӑх кама та пулин тӗне кӗртнине астумастӑп. 17Христос мана тӗне кӗртме мар, Ырӑ Хыпар пӗлтерме янӑ. Христос хӗресӗн хӑватне ҫухатас марччӗ тесе манӑн ҫав ӗҫе хама ӑсла хумасӑр тумалла.Христос – Туррӑн хӑвачӗпе ӑслӑлӑхӗ
18Хӗрес ҫинчен вӗрентни вӑл пӗтмеллисемшӗн – ӑссӑрлӑх, пирӗншӗн, ҫӑлӑнмаллисемшӗн – Турӑ хӑвачӗ. 19Мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Эпӗ ӑслисен ӑслӑлӑхне аркатӑп, тӑнлисен тӑнлӑхне сирсе ярӑп». 20Ӑҫта ӑсли? Ӑҫта саккуна вӗрентекен? Ӑҫта ҫак тӗнчери тавлашу ӑсти? Турӑ ҫак тӗнчери ӑслӑлӑхран ӑссӑрлӑх туман-и? 21Мӗншӗн тесен Турӑ ӑслӑлӑхне пӗлмешкӗн ҫак тӗнче ӑслӑлӑхӗ ҫителӗксӗр. Ҫавӑнпа та Турӑ ӗненекенсене ӑссӑр пек туйӑнакан ӳкӗтпе ҫӑлма кӑмӑл тунӑ. 22Иудейсем хӑват кӑтартмашкӑн ыйтаҫҫӗ, грексем ӑслӑлӑх шыраҫҫӗ. 23Эпир вара пӑталанӑ Христос ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентетпӗр. Иудейсемшӗн Вӑл такӑнса ӳкмелли чул, грексемшӗн – пуҫа вырнаҫми япала. 24Анчах та чӗнсе илнисемшӗн – иудей-и вӑл, грек-и – Христос – Туррӑн хӑвачӗпе ӑслӑлӑхӗ. 25Мӗншӗн тесен Туррӑн ӑссӑрлӑхӗ текенни этем ӑслӑлӑхӗнчен ҫӳллӗрех, Туррӑн вӑйсӑрлӑхӗ текенни этем вӑйӗнчен хӑватлӑрах. 26Эй, Турӑ чӗнсе илнӗ тӑвансем! Хӑвӑр ҫине пӑхӑр-ха. Сирӗн хушшӑрта этемле виҫепе ӑслисем, вӑйлисем, чаплӑ йӑхран текеннисем нумай мар. 27Анчах та Турӑ ӑслисене намӑса хӑвармашкӑн ҫак тӗнчере ӑссӑр текеннисене, вӑйлисене намӑса хӑвармашкӑн ҫак тӗнчере вӑйсӑр текеннисене суйласа илнӗ. 28Чаплисене пӑрахӑҫ тумашкӑн Турӑ тӗнчере чапсӑррисене, мӗскӗннисене, ним тӗшне тӑманнисене суйласа илнӗ. 29Ҫакна Турӑ Хӑйӗн умӗнче никам та мӑнкӑмӑлланса ан мухтантӑр тесе тунӑ. 30Турӑ ырӑлӑхне пула эсир Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ. Турӑ Ӑна пирӗн ӑслӑлӑх та, тӳрӗлӗх те, сӑваплӑх та, тӳлевлӗх те тунӑ. 31Эппин, Ҫырнинче каланӑ пек: «мухтанас текен Турӑпа мухтантӑр».
Copyright information for
ChvIBTNT