1 Corinthians 10
Кӗлеткесене пуҫҫапасран асӑрхаттарни
1Эй, тӑвансем! Ман сире ҫакна пӗлтерес килет: пирӗн мӑн асаттесем пурте пӗлӗт витӗмӗпе пынӑ, сирӗлнӗ тинӗс тӗпӗпе каҫнӑ. 2Пӗлӗтпе тата тинӗс шывӗпе тӗне кӗрсе вӗсем пурте Моисейпа пӗрлӗхлӗ пулса тӑнӑ. 3Вӗсем пурте чун-чӗмӗн пӗр апатне ҫинӗ. 4Вӗсем пурте чун-чӗмӗн пӗр ӗҫмине ӗҫнӗ: ту чулӗнчен ҫӑлкуҫ тапса тӑнӑ, чун-чӗм чулӗ вӗсемпе пӗрлех пынӑ. Ҫав чул вӑл Христос пулнӑ. 5Анчах та вӗсен хушшинче Турра юрӑхлӑ пурӑнакансем сахал пулнӑ, ҫавӑнпа та ытларахӑшӗ пуш хиртех выртса юлнӑ. 6Эпир те мӑн асаттесем пекех усаллине сӑхланасран Турӑ пире ҫакнашкал тӗслӗхсемпе асӑрхаттарнӑ. 7Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри пек кӗлеткесене ан пуҫҫапӑр. Ҫырнинче вӗсем пирки ҫапла каланӑ: «Халӑх ӗҫме-ҫиме ларнӑ, унтан вӑййа тухнӑ». 8Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри пек аскӑн та пӑсӑк пулар мар. Пӑсӑк пурӑннӑран вӗсенчен ҫирӗм виҫӗ пинӗшӗ пӗр кунтах пӗтнӗ. 9Христоса тӗрӗслер мар. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ҫапла хӑтланнӑ та – ҫӗленсем сӑхнипе вилсе пӗтнӗ. 10Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри пек ан ӳпкелешӗр. Вӗсем ӳпкелешнӗ те – вӗсене чунилли пӗтернӗ. 11Ҫаксем пурте малашлӑх сӑнарӗсем пулнӑ. Пире, тӗнче пӗтес вӑхӑтра пурӑнакансене, ӑса кӗртмешкӗн ҫав тӗслӗхсем ҫинчен ҫырса хӑварнӑ та ӗнтӗ. 12Ҫавӑнпа хӑйне ҫирӗп тӑратӑп тесе шухӑшлакан ӳкесрен асӑрхантӑр. 13Эсир куракан тӗрӗслев этем тӳсмелӗх кӑна. Турра шанӑр. Вӑл сирӗн пуҫӑр ҫине чӑтма пултарнинчен ытла тӗрӗслев яма хушмӗ. Тӗрӗсленӗ чухне чӑтса ирттермелӗх сире ҫӑмӑллӑх та парӗ. 14Ҫапла вара, савнӑ тӑвансем, кӗлеткесене пуҫҫапассинчен пӑрӑнса ҫӳрӗр. 15Сирӗнпе эпӗ ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсемпе калаҫнӑ пек калаҫатӑп. Мӗн калани пирки вара хӑвӑр шухӑшлӑр. 16Эпир пиллӗх куркинчен пиллесе ӗҫни Христос Юнӗпе хутшӑнни пулмасть-и вара? Хамӑр хуҫса ҫиекен ҫӑкӑра ҫини Христос Ӳчӗпе пӗрлешни пулмасть-и вара? 17Ҫӑкӑрӗ пӗрре, ҫав ҫӑкӑра валеҫсе ҫинӗрен эпир те нумаййӑн пӗр ӳт пулса тӑратпӑр. 18Израиль йӑхӗнчисене пӑхӑр-ха. Парне вырӑнӗ ҫинчи ҫимӗҫе ҫисе вӗсем парне кӳрес ӗҫе хутшӑнмаҫҫӗ-и? 19Мӗн каласшӑн-ха эпӗ? Пуҫҫапмалли кӗлетке е чӳк ҫимӗҫӗ мӗне те пулин пӗлтерет тесшӗн-и? 20Паллах, апла мар. Урӑх халӑхсем парнине Турра мар, усал сывлӑшсене кӳреҫҫӗ тесшӗн. Манӑн вара сире усал сывлӑшсемпе хутшӑнтарас килмест. 21Хуҫа Турӑ куркинчен ӗҫнӗ хушӑрах эсир усал сывлӑш куркинчен те ӗҫеймӗр. Хуҫа Турӑ сӗтелӗ хушшинче ларнӑ вӑхӑтрах усал сывлӑш сӗтелӗ хушшинче хӑналанаймӑр. 22Хуҫа Туррӑмӑра пирӗн кӗвӗҫтерсе тарӑхтарас килет-ши? Эпир Унран вӑйлӑрах-им вара?Пӗтӗмпех Турӑ мухтавӗшӗн тӑвар
23Манӑн тем тума та ирӗк пур, анчах пурте усӑллӑ мар. Манӑн тем тума та ирӗк пур, анчах пурте ырӑлӑхлӑ мар. 24Никам та хӑйшӗн кӑна ан тӑрӑштӑр, ҫынна усӑ тӑвасчӗ тесе тимлетӗр. 25Таса чунлӑ юлас тесен, сутуҫӑран илнӗ аша пӗр тиркемесӗр ҫийӗр. 26Мӗншӗн тесен ҫак ҫӗр те, ҫӗр ҫинчи те пӗтӗмпех Хуҫа Туррӑн. 27Калӑпӑр, ӗненмен ҫынсенчен кам та пулин сире хӑнана чӗнет. Эсир кайма килӗшетӗр. Таса чунлӑ юлас тесен мӗн сӗннине пӗр тиркемесӗр ҫийӗр. 28Анчах кам та пулин сире: «Ку чӳк ҫимӗҫӗ», – тесе каласан, ан ҫийӗр. Ҫапла туни сӗнекен ҫыншӑн та, чуна таса хӑвармашкӑн та кирлӗ. Мӗншӗн тесен ҫак ҫӗр те, ҫӗр ҫинчи те пӗтӗмпех Хуҫа Туррӑн ▼▼Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче юлашки пуплев ҫук.
. 29Чуна таса хӑвармашкӑн тесе эпӗ сирӗн пирки мар, ҫав ҫын пирки калатӑп. Манӑн ирӗклӗхӗм ҫын чунӗ умӗнче яваплӑ мар. 30Эпӗ Турра тав туса ҫиетӗп пулсан, тав туса ҫинӗ ҫимӗҫшӗн мана мӗншӗн хурламалла? 31Ҫапла вара, ӗҫетӗр-и, ҫиетӗр-и е мӗн те пулин урӑххине тӑватӑр-и – пӗтӗмпех Турӑ мухтавӗшӗн тӑвӑр. 32Иудейсемшӗн те, грексемшӗн те, Турӑ чиркӗвӗшӗн те ҫылӑха кӗмелли сӑлтав пулас марччӗ тесе пурӑнӑр. 33Манашкал пулӑр. Эпӗ пур тӗлӗшӗнчен те пурне те юрама тӑрӑшатӑп. Нумайӑшӗ ҫӑлӑнччӑр тесе, хамшӑн мар, ытти ҫынсен ырӑлӑхӗшӗн тӑрӑшатӑп.
Copyright information for
ChvIBTNT