1 Corinthians 12
Турӑ Сывлӑшӗн парнисем
1Эй, тӑвансем! Манӑн сире Турӑ Сывлӑшӗн парнисем пирки пӗлтермесӗр хӑварас килмест. 2Чӑн Турра пӗлмен чухне пуҫҫапмалли чӗлхесӗр кӗлеткесем патне сире вӑйпах темскер ертсе кайнине хӑвӑрах пӗлетӗр. 3Ҫавӑнпа та сире ҫакна калатӑп: Турӑ Сывлӑшӗ хавхалантарнипе калаҫакансенчен пӗри те Иисуса ылханмӗ. Святой Сывлӑш хавхалантарнипе калаҫакансемсӗр пуҫне Иисуса Хуҫам тесе никам та калаймӗ. 4Ҫынсене тӗрлӗрен пултарулӑх панӑ, анчах та Сывлӑш – пӗрре. 5Турӑшӑн та ҫынсем тӗрлӗрен тӑрӑшаҫҫӗ, анчах та Хуҫа Турӑ – пӗрре. 6Ҫынсен ӗҫӗсем те тӗрлӗрен, анчах пурин ӑшӗнче те пурне те туса тӑракан Турӑ – пӗрре. 7Сывлӑш кашни ҫыннах пӗрлехи ырлӑхшӑн тӑрӑшмашкӑн пултарулӑх панӑ. 8Пӗрне Сывлӑш урлӑ ӑслӑлӑх сӑмахне панӑ, тепӗрне ҫав Сывлӑшах пӗлӳлӗх сӑмахне панӑ. 9Пӗрне Сывлӑш урлӑ ӗненес пултарулӑх панӑ, тепӗрне ҫав Сывлӑшах сыватас пултарулӑх панӑ. 10Хӑшне хӑват кӑтартма, хӑшне пророкла калаҫма, хӑшне ырӑ тата усал сывлӑшсене уйӑрма, хӑшне тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма, хӑшне тӗрлӗ чӗлхепе каланине ӑнлантарма пултарулӑх панӑ. 11Ҫаксене йӑлтах пӗр Сывлӑш туса тӑрать; Вӑл, Хӑйне кирлӗ пек, кашни ҫыннах уйрӑм пултарулӑх парать.Эпир – пӗр ӳт-пӳ
12Пӗр ӳт-пӗвех нумай пайсенчен тӑрать, нумай пулин те, пурте пӗрле пӗр ӳт-пӳ тӑваҫҫӗ. Христос та ҫавнашкалах. 13Мӗншӗн тесен пӗр Сывлӑшпа тӗне кӗрсе эпир пурте – иудейсемпе грексем те, чурасемпе ирӗклисем те – пӗр ӳт-пӳ пултӑмӑр, пӗр Сывлӑшпа тултӑмӑр. 14Ӳт-пӳ вара пӗр пайран мар, нумай пайсенчен тӑрать. 15«Эпӗ алӑ мар, эппин ӳт-пӗвӗн те мар», – тесе каланӑшӑн ура ӳт-пӳ пайӗ пулма пӑрахать-и? 16«Эпӗ куҫ мар, эппин ӳт-пӗвӗн те мар», – тесе каланӑшӑн хӑлха ӳт-пӳ пайӗ пулма пӑрахать-и? 17Пӗтӗм кӗлетке курмалли пайран тӑрсассӑн, мӗнпе илтӗн? Пӗтӗм кӗлетке илтмелли пайран тӑрсассӑн, мӗнпе шӑршӑ пӗлӗн? 18Анчах та Турӑ ӳт-пӳ пайӗсене Хӑйне кирлӗ пек пӗр ӳт-пӗве чӑмӑртаса вырнаҫтарнӑ. 19Пурте ӳт-пӗвӗн пӗр пайӗ пулас пулсассӑн, ӳт-пӗвӗ хӑй ӑҫта пулӗччӗ? 20Капла вара ӳт-пӳ пайӗсем нумай, ӳт-пӗвӗ – пӗрре. 21«Эсӗ мана кирлӗ мар», – тесе куҫ алла калаймӗ. Пуҫ та урана: «Эсӗ мана кирлӗ мар», – тееймӗ. 22Пачах та урӑхла! Чи хавшак пек туйӑнакан ӳт-пӳ пайӗсем кирлӗрех те! 23Чаплӑ мар текен ӳт-пӳ пайӗсене вара эпир питӗ асӑрхаса упратпӑр. 24Илемсӗр, намӑс вырӑнсене тирпейлӗн хуплатпӑр, илемлине апла туни кирлӗ те мар. Анчах та Турӑ, тивӗҫсӗр текеннисемшӗн ытларах тӑрӑштарса, пӗтӗм ӳт-пӗве шайлаштарнӑ. 25Ҫакна Вӑл ӳт-пӳ пайӗсен пӗр-пӗрне уйӑрасси ан пултӑр, пур пайӗ те пӗр-пӗриншӗн пӗрешкел тӑрӑштӑр тесе тунӑ. 26Ҫавӑнпа та ӳт-пӗвӗн пӗр-пӗр пайӗ асаплансан ыттисем те асапланаҫҫӗ, пӗр-пӗр пайӗ хисеплӗ пулсан ыттисем те савӑнаҫҫӗ. 27Эсир вара – Христос ӳт-пӗвӗ, уйрӑмшарӑн – ӳт-пӳ пайӗсем. 28Ӗненекен ушкӑнра Турӑ хӑшне апостол тунӑ, хӑшне – пророк, тата тепӗрне – вӗрентекен. Турӑ хӑшне хӑват кӑтартма вӑй панӑ, хӑшне сыватас пултарулӑх панӑ. Ҫавнашкалах хӑшне пулӑшас пултарулӑх, хӑшне ертсе пырас пултарулӑх, тата теприсене тӗрлӗ чӗлхепе калаҫас пултарулӑх панӑ. 29Пурте апостол-и? Пурте пророк-и? Пурте вӗрентекен-и? Пурте хӑват кӑтартакан-и? 30Пурин те сыватас пултарулӑх пур-и? Пурте тӗрлӗ чӗлхесемпе калаҫаҫҫӗ-и? Тӗрлӗ чӗлхепе каланине пурте ӑнлантарса параяҫҫӗ-и? 31Ҫапах та пурте тата пысӑкрах пултарулӑх илесчӗ тесе тӑрӑшӑр, эпӗ вара сире тата лайӑхрах ҫул-йӗр кӑтартса парӑп.
Copyright information for
ChvIBTNT