‏ 1 Corinthians 14

Чӗлхесем тата пророкла калаҫасси

1Юратулӑх патне ӑнтӑлӑр. Турӑ Сывлӑшӗн парнисене, уйрӑммӑнах пророкла калаҫас пултарулӑха, илме тӑрӑшӑр. 2Пӗлмен чӗлхепе калаҫакан вара ҫынсемпе мар, Турӑпа калаҫать. Ӑна никам та ӑнланмасть, мӗншӗн тесен вӑрттӑнлӑха вӑл Турӑ Сывлӑшӗн витӗмӗпе пӗлтерет. 3Пророкла калаҫакан вара ҫынсене ӳкӗтлесе, хавхалантарса, лӑплантарса калаҫать. 4Пӗлмен чӗлхепе калаҫакан хӑйне хӑй ҫирӗплетет, пророкла калаҫакан вара ӗненекен ушкӑна ҫирӗплетет. 5Манӑн сире пурне те ҫапла пултарас килет: тӗрлӗ чӗлхесемпе калаҫни аван, пророкла калаҫма пӗлни тата аванрах. Пророкла калаҫакан тӗрлӗ чӗлхесемпе калаҫакантан ҫӳлерех тӑрать. Чӑн та, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан, чиркӗве ҫирӗплетес тесе, хӑй сӑмахӗсене ӑнлантарса парсассӑн пророкла калаҫаканпа танлашма пултарать.

6Эй, тӑванӑмсем! Калӑпӑр, эпӗ сирӗн патӑра пырсан пӗлмен чӗлхесемпе калаҫӑп. Ҫав хушӑрах эпӗ сире Турӑ вӑрттӑнлӑхне уҫса памасан, пӗлӳ памасан, пророкла калаҫмасан, вӗрентмесен сире мӗн усси пулӗ? 7Тӗслӗх вырӑнне кӗвӗ каламалли чунсӑр хатӗрсене – шӑхличе е кӗслене – илер. Шӑхличпе кӗсле уҫӑмсӑр сасӑсем кӑлараҫҫӗ пулсан, вӗсемпе мӗнле ҫемӗ каланине епле пӗлеес? 8Уҫӑмлӑ мар труба сассипе кам ҫапӑҫӑва хатӗрленӗ? 9Ҫавнашкалах эсир калакан сӑмахсем ӑнланмалла мар пулсан, мӗн каланине ҫынсем епле пӗлччӗр? Ку вӑл ҫиле калани кӑна пулать. 10Тӗнчере мӗн чухлӗ сӑмах! Пӗлтерӗшсӗрри вара пӗри те ҫук. 11Анчах та эпӗ хампа калаҫаканӑн сӑмахӗсем мӗне пӗлтернине ӑнланмастӑп пулсан, эпӗ уншӑн ют халӑх ҫынни пулатӑп. Вӑл та маншӑн ҫавнашкалах. 12Эсир те, Турӑ Сывлӑшӗн парнисене илме ӑнтӑлса, чиркӗве ҫирӗплетмешкӗн вӗсене ытлӑн-ҫитлӗн илме тӑрӑшӑр. 13Ҫавӑнпа та пӗлмен чӗлхепе калаҫакан ҫын ӑнлантарса пама пултарулӑх илесчӗ тесе кӗлтутӑр. 14Мӗншӗн тесен пӗлмен чӗлхепе кӗлтунӑ чухне чунӑм кӗлтӑвать пулин те, ӑсӑм кӗлтума хутшӑнмасть. 15Апла мӗн тӑвам-ха? Турра чунӑмпа кӗлтӑвам, ӑсӑмпа та кӗлтӑвам. Турра чунӑмпа мухтаса юрлам, ӑсӑмпа та мухтаса юрлам. 16Енчен те эсӗ Турра чунтан мухтаса тав тӑватӑн пулсан та, сана итлесе тӑракан ахаль ҫын: «чӑнах та, ҫапла» тееймӗ. Эсӗ мӗн каланине вӑл ӑнланмасть-ҫке-ха. 17Ҫапла вара, эсӗ Турра тем тери мухтаса кӗлтусан та, ҫакӑ ыттисене усса пымасть. 18Тавах Туррӑма! Пӗлмен чӗлхесемпе калаҫма эпӗ сирӗнтен пуринчен те ытларах пултаратӑп. 19Анчах та эпӗ, ыттисене ӑс парас тесе, вӗсем пӗлмен чӗлхепе чиркӳре пин-пин сӑмах каличчен ӑнланмалла пилӗк сӑмах калам.

20Эй, тӑвансем! Ача ӑслӗ ан пулӑр. Усалли тӗлӗшӗнчен ача пек пулӑр, анчах та ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен ҫитӗнсе ҫитнисем пек пулӑр. 21Саккунра ҫапла ҫырнӑ: «„Ҫак халӑхпа ют чӗлхепе, урӑх халӑх ҫыннисен чӗлхи-ҫӑварӗпе калаҫӑп, ун чухне те вӗсем Мана итлемӗҫ“, – тет Хуҫа Турӑ». 22Ҫапла вара, тӗрлӗ чӗлхесемпе калаҫни – ӗненекенсем валли мар, ӗненменнисем валли Турӑ янӑ паллӑ. Пророкла калаҫни вара – ӗненменнисем валли мар, ӗненекенсем валли Турӑ янӑ паллӑ. 23Пӗтӗм чиркӳ пӗрле пуҫтарӑнса пӗлмен чӗлхесемпе калаҫнӑ чухне унта ахаль ҫынсем е ӗненменнисем пырса кӗрес пулсан мӗн калӗҫ? «Кусем ӑсран тайӑлнӑ», – темӗҫ-и? 24Енчен те пурте пророкла калаҫас пулсан вара унта ахаль ҫын е ӗненменни пырса кӗрсен хӑйне питлесе, айӑпласа каланине илтӗ. 25Ҫапла майпа унӑн вӑрттӑн шухӑш-кӑмӑлӗ палӑрӗ, вӑл Турра чӗркуҫленсе пуҫҫапӗ те: «Турӑ чӑнласах та сирӗнпе», – тейӗ.

Мӗн туни йӑлтах йӗркеллӗ пултӑр

26Ҫапла вара, тӑвансем, мӗн тумалла-ха? Акӑ эсир чиркӳ пухӑвне пуҫтарӑнатӑр. Пӗри псалом ӑсти, тепри ӳкӗт ӑсти, тата тепри тӗрлӗ чӗлхе ӑсти. Хӑшӗн Турӑ вӑрттӑнлӑхне уҫма, теприн ӑнлантарса пама пултарулӑх пур. Пурте вӗсем чиркӗве ҫирӗплетмешкӗн усӑллӑ пулччӑр. 27Хӑшӗ-пӗри пӗлмен чӗлхепе калаҫать пулсассӑн, иккӗн, е чи нумаййи – виҫҫӗн, черетпе калаҫчӑр, пӗри ӑнлантарса патӑр. 28Ӑнлантаракан ҫук пулсан, вӗсем чиркӳре шӑпӑрт тӑччӑр, хӑйсен ӑшӗнче Турӑпа калаҫчӑр. 29Ҫавнашкалах пророкла калаҫакансем те иккӗн е виҫҫӗн калаҫчӑр, ыттисем вара мӗн илтнине сӳтсе явччӑр. 30Ларакансенчен пӗрне Турӑ вӑрттӑнлӑхӗ уҫӑлса кайсассӑн, малтан калаҫаканӗ чарӑнтӑр. 31Пурте вӗренме, хастарланма пултарччӑр тесен эсир черетпе пророкла калаҫма пултаратӑр вӗт-ха. 32Хӑйсене хавхалану кӳрекен сывлӑшсене пророксем итлеттерме пултараҫҫӗ. 33Мӗншӗн тесен Турӑ вӑл – хирӗҫӳлӗх Турри мар, канӑҫлӑх Турри.

Ӗненекенсем пуҫтарӑнакан ытти чиркӳсенчи пекех
34сирӗн хӗрарӑмсем те чиркӳре чӗнмесӗр тӑччӑр. Вӗсен калаҫмалла мар, саккун хушнӑ пек, пӑхӑнмалла. 35Мӗн те пулин пӗлес тесен ун ҫинчен вӗсем упӑшкисенчен килте ыйтчӑр. Хӗрарӑм чиркӳре калаҫни килӗшӳллӗ мар. 36Тӑвансем! Турӑ сӑмахӗ сирӗнтен тухнӑ-им? Е сирӗн патӑра кӑна ҫитнӗ-им? 37Хӑйне пророк вырӑнне е Турӑ Сывлӑшӗллӗ ҫын вырӑнне хуракан эпӗ сирӗн патӑра ҫырни Хуҫамӑрӑн пил-хушӑвӗ пулнине ӑнлантӑр. 38Ӑнланайманни вара ӑнланманнипех юлтӑр. 39Ҫапла вара, тӑвансемӗр, пророкла калаҫасчӗ тесе тӑрӑшӑр, тӗрлӗрен пӗлмен чӗлхесемпе калаҫма та ан чарӑр. 40Анчах мӗн туни йӑлтах килӗшӳллӗ те йӗркеллӗ пултӑр.
Copyright information for ChvIBTNT