1 Corinthians 15
Христос чӗрӗлни
1Эй, тӑвансем! Эпӗ сире хам пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара татах аса илтеретӗп. Эсир ӑна йышӑнтӑр, унпа тӗреклентӗр. 2Эпӗ вӗрентнине ҫирӗп тытса пырсан, ҫиелтен кӑна ӗненмен пулсан, эсир Ырӑ Хыпарпа ҫӑлӑнӑр. 3Мӗншӗн тесен эпӗ сире чӑн малтанах хам мӗн йышӑннине патӑм: Ҫырнинче каланӑ пекех, Христос пирӗн ҫылӑхсемшӗн вилнӗ. 4Ҫырнинче каланӑ пекех, Ӑна пытарнӑ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ. 5Малтан Вӑл Кифӑна курӑннӑ, кайран – Вун иккӗшне, 6тепринче тата пӗр вӑхӑтрах пилӗк ҫӗр ытла тӑванӑмӑра курӑннӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-хӑшӗ вилнӗ ӗнтӗ, анчах ытларахӑшӗ халӗ те пурӑнаҫҫӗ-ха. 7Унтан Вӑл Иакова курӑннӑ, каярахпа – ытти мӗн пур апостолсене. 8Юлашкинчен вара Вӑл мана, юрӑхсӑра, курӑнчӗ. 9Туррӑн чиркӗвне хӗсӗрленӗрен эпӗ хама апостолсенчен чи хисепсӗрри, апостол ятне те тивӗҫсӗрри тесе шутлатӑп. 10Анчах та Турӑ ырӑлӑхне пула эпӗ хальхи пек пулса тӑтӑм. Ӑшӑмри Унӑн ырӑлӑхӗ усӑсӑр пулмарӗ, эпӗ апостолсенчен пуринчен те ытларах вӑй хурса ӗҫлерӗм. Тепӗр тесен, вӑй хураканӗ эпӗ мар, ӑшӑмри Турӑ ырӑлӑхӗ. 11Эпир пурте Ырӑ Хыпара пӗрешкел вӗрентетпӗр, эсир пурте ҫавна ӗнентӗр.Вилнисем чӗрӗлесси
12Эпир сире Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ тесе вӗрентетпӗр пулсан, епле-ха сирӗнтен хӑшӗ-пӗри вилнисем чӗрӗлмеҫҫӗ теме хӑять? 13Вилнисем чӗрӗлмеҫҫӗ пулсан Христос та чӗрӗлмен пулать. 14Христос чӗрӗлсе тӑман пулсан вара эпир вӗрентни те, эсир ӗненни те кӑлӑхах. 15Вилнисем чӑнласах чӗрӗлмеҫҫӗ пулсан эпир сире Турӑ ҫинчен суйса пӗлтернӗ пек пулать. Мӗншӗн тесен эпир чӗрӗлсе тӑман Христоса Турӑ чӗртнӗ тесе ҫирӗплететпӗр. 16Вилнисем чӗрӗлмеҫҫӗ пулсан Христос та чӗрӗлмен пулать. 17Христос чӗрӗлмен пулсан эсир ӗненни кӑлӑхах: эсир ҫылӑхӑрсенчен тасалман пулать. 18Эппин Христоса ӗненсе вилнисем те яланлӑхах пӗтнӗ пулать. 19Христос пире хальхи пурӑнӑҫра кӑна шанчӑк парать пулсан эпир этемсенчен чи телейсӗррисем пулӑттӑмӑр. 20Анчах та Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, Вӑл – пирвайхи. 21Тӗнчене вилӗм этем урлӑ килнӗ пекех, чӗрӗлсе тӑрасси те этем урлах. 22Адамран пулнисем пурте вилӗмлӗ пекех, Христоса ӗненекенсем пурте чӗрӗлӗхлӗ. 23Анчах та кашнин хӑйӗн черечӗ: Христос вилнисенчен чи малтан чӗрӗлнӗ; Вӑл тепре килсен вара Хӑйӗннисене чӗртӗ. 24Мӗн пур пуҫлӑха, влаҫа, вӑй-хӑвата пӑрахӑҫласа, Христос Хӑйӗн Патшалӑхне Ашшӗне, Турра, парсан вара вӗҫӗ ҫитӗ. 25Мӗншӗн тесен Унӑн Хӑйӗн тӑшманӗсене ури айне тӑвичченех патша пулмалла. 26Пуринчен кайран вара Вӑл юлашки тӑшманне – вилӗме – пӗтерӗ. 27Мӗншӗн тесен Турӑ пурне те Унӑн умне ӳксе пӑхӑнмалла тунӑ. Пурне те Ӑна пӑхӑнтарнӑ тенӗ пулин те, паллӑ ӗнтӗ, пурне те Унӑн аллине панӑ Турӑ ку шута кӗмест. 28Пурне те Христоса пӑхӑнтарсан вара Ывӑлӗ те пурне те Хӑй аллине панӑ Турра пӑхӑнӗ, вара Турӑ пӗтӗмпех пурин ӑшӗнче те пулӗ. 29Апла мар пулсан, вилнисемшӗн тӗне кӗрекенсем мӗншӗн ҫапла тӑваҫҫӗ-ха? Вилнисем чӗрӗлмеҫҫӗ пулсан, вӗсемшӗн мӗн тӗне кӗмелли пур? 30Мӗншӗн эппин эпир те пӗрмаях хӗн-хур куратпӑр? 31Эпӗ Иисус Христос Хуҫамӑр умӗнче сирӗнпе мӑнаҫланатӑп. Ҫав мӑнаҫлӑхпа тупа туса калатӑп: эпӗ кашни кунах вилӗмпе куҫа-куҫӑн. 32Этемле шухӑшласа каласан, эпӗ Ефесра тискер кайӑксемпе ҫапӑҫнин мӗн усси? Вилнисем чӗрӗлмеҫҫӗ пулсан, атьӑр эппин ҫиер те ӗҫер, ыран ҫавах вилмелле! 33Ан улталанӑр: усал юлташсем ырӑ кӑмӑллӑ ҫынна та пӑсаҫҫӗ. 34Тӑна кӗрӗр, йӗркеллӗ, ҫылӑхсӑр пурӑнӑр. Сире намӑс пултӑр та, анчах ҫакна калатӑп: сирӗнтен хӑшӗ-пӗри Турра пӗлмест.Чӗрӗлнӗ ӳт-кӳлепе
35Хӑшӗ-пӗри ҫапла ыйтӗ: «Вилнисем епле чӗрӗлсе тӑрӗҫ? Вӗсем мӗнле ӳт-кӳлепеллӗ пулӗҫ?» 36Эй, ӑссӑрскер! Эсӗ мӗн акни хӑй пӗтмесӗр чӗрӗлӗх памасть. 37Тулӑ е урӑх тырӑ-пулӑ акнӑ чухне эсӗ ӳсен-тӑран кӳлепине мар, ҫара пӗрчӗ акатӑн. 38Кайран вара Турӑ ӑна Хӑй парас тенӗ пек кӳлепе парать, кашни вӑрлӑхӑн – хӑйӗн кӳлепи. 39Кӳлеписем вара тӗрлӗрен: этемӗн хӑйне май, выльӑх-чӗрлӗхӗн хӑйне май, пуллӑн хӑйне май, кайӑк-кӗшӗкӗн хӑйне май. 40Тӳпере те, ҫӗр ҫинче те кӳлепесем пур. Тӳперисен хӑйсен чапӗ, ҫӗр ҫинчисен – хӑйсен. 41Хӗвел хӑйне май чаплӑ, уйӑх хӑйне май чаплӑ, ҫӑлтӑрсем хӑйне май чаплӑ. Ҫӑлтӑрпала ҫӑлтӑр чапӗ те пӗр мар. 42Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси те ҫавнашкалах. Ҫӗрекен ӳт ҫӗре кӗрет, ҫӗрми пулса чӗрӗлсе тӑрать. 43Ҫӗр айне пытарни чапсӑр, чӗрӗлсе тӑраканни чаплӑ. Ҫӗр айне пытарни халсӑр, чӗрӗлсе тӑраканни хӑватлӑ. 44Чунлӑ пулни ҫӗре кӗрет, чун-чӗмлӗ пуласси чӗрӗлсе тӑрать. Чунлӑ ӳт-кӳлепе пур пулсассӑн, эппин чун-чӗмли те пур. 45Ҫырнинче ҫапла каланӑ та: «Малтанхи этем, Адам, чӗрӗ чунлӑ пулса тӑнӑ». Кайранхи Адам вара чӗрӗ тӑвакан чун-чӗмлӗ. 46Анчах та малтан чун-чӗмли мар, чунли пулать. Кайран тин чун-чӗмли пулать. 47Малтанхи этем – ҫӗртен, тусантан пулнӑ, кайранхи вара – тӳперен аннӑ Хуҫамӑр. 48Тусантан пулнӑ малтанхи этем мӗнле, ыттисем те ҫавнашкал. Тӳперен анни мӗнле, ыттисем те ҫавнашкал. 49Эпир тусантан пулнин сӑнарӗпе епле ҫӳренӗ, ҫавнашкалах тӳперен аннин сӑнарӗпе ҫӳрӗпӗр. 50Анчах та, тӑванӑмсем, сире акӑ мӗн калам: ӳтпе юн Турӑ Патшалӑхне кӗреймеҫҫӗ, ҫӗрекенни ҫӗрмен ҫӗре кӗреймест. 51– 52Тата сире ҫак вӑрттӑнлӑха пӗлтерем: эпир пуртех те вилместпӗр, анчах пурте улшӑнатпӑр. Улшӑнасса вара пурте пӗр самантрах, юлашки труба сасси илтӗнсенех улшӑнатпӑр. Труба кӑшкӑртсан вара вилнисем ҫӗрми чӗрӗлсе тӑрӗҫ, эпир улшӑнӑпӑр. 53Мӗншӗн тесен ҫӗрекен ӳт-пӗвӗн ҫӗрми пулса тӑмалла, вилӗмлӗ ӳт-пӗвӗн вилӗмсӗр пулса тӑмалла. 54Ҫӗрекен ӳт-пӳ ҫӗрми пулсан, вилӗмлӗ ӳт-пӳ вилӗмсӗр пулсан вара Ҫырнинче: «Вилӗме тӗппипех ҫӗнтернӗ», – тени пурнӑҫланӗ. 55«Эй, вилӗм! Ӑҫта санӑн сӑнну? Эй, тамӑк! Ӑҫта санӑн ҫӗнтерӗвӳ?» 56Вилӗм сӑнни – ҫылӑх, ҫылӑх вӑйӗ вара саккунранах килет. 57Иисус Христос Хуҫамӑр урлӑ пире ҫӗнтерӳ панӑшӑн тавах Турра! 58Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Ӗнтӗ ҫирӗп те иккӗленӳсӗр пулӑр. Хуҫамӑр ӗҫӗшӗн яланах пӗтӗм чуна парса тӑрӑшӑр, эсир тӑрӑшни Хуҫа Турӑ умӗнче усӑсӑр пулманнине пӗлсе тӑрӑр.
Copyright information for
ChvIBTNT