1 Corinthians 16
Чухӑн ӗненекенсене пулӑшасси
1Чухӑн ӗненекенсем валли пулӑшу пуҫтарнӑ чухне эпӗ Галатири ӗненекен ушкӑнсене хушнӑ пек тӑвӑр. 2Эпӗ сирӗн патӑра пырсан тин пуҫтармалла ан пултӑр тесен, сирӗнтен кашниех эрнен малтанхи кунӗнче хӑй пултарнӑ таран уйӑрса хурса упратӑр. 3Эпӗ вара, пырсассӑн, пухнӑ пулӑшӑва Иерусалима леҫме хӑвӑр суйласа илнӗ ҫынсене хут ҫырса парса ярӑп. 4Хамӑн та каймалла пулсассӑн вӗсем манпа пырӗҫ.Ҫул ҫӳреме палӑртса хуни
5Македони тӑрӑхӗсенче ҫӳресе ҫавӑрӑнсассӑн вара сирӗн патӑра ҫитӗп, мӗншӗн тесен эпӗ Македони урлӑ пыма шухӑшлатӑп. 6Пӗр вӑхӑт эпӗ сирӗн патӑрта пурӑнасшӑн, тен, хӗл каҫӑп та, кайран вара эсир мана каяс ҫӗре ӑсатса ярӑр. 7Хальхинче эпӗ сирӗнпе ҫула май кӑна курнӑҫасшӑн мар, Хуҫа Турӑ пулӑшсан, сирӗн патӑрта пӗр вӑхӑт пурӑнасса шанатӑп. 8Ефесра вара эпӗ Аллӑмӗш кун уявӗччен пулӑп. 9Турӑшӑн тӑрӑшса ӗҫлемешкӗн кунта лайӑх майсем уҫӑлчӗҫ, тӑшмансем те нумай. 10Тимофей сирӗн патӑра ҫитсессӗн унӑн нимрен те хӑраса пурӑнмалла ан пултӑрччӗ тесе тӑрӑшӑр. Хуҫамӑр ӗҫӗшӗн вӑл манашкалах ҫунать. 11Ҫавӑнпа та сирӗн хушшӑрта ун ҫине ҫӳлтен пӑхакан ан пултӑр. Ман патӑма тавӑрӑнмашкӑн ӑна эсир кӑмӑллӑн ҫула пуҫтарӑр. Эпӗ ӑна кунта ӗненекен тӑванӑмсемпе пӗрле кӗтетӗп. 12Аполлос тӑванӑмӑр пирки вара ҫакна каламалла: сирӗн патӑра ытти тӑвансемпе пӗрле пыма эпӗ ӑна питӗ тархасларӑм, анчах та вӑл халь пыма кӑмӑл тумарӗ. Майлӑрах вӑхӑт тупӑнсассӑн пырӗ.Ҫыру вӗҫӗнче ыйтни. Саламсем
13Сыхӑ тӑрӑр, ӗненӳре ҫирӗп пулӑр, паттӑр та вӑйлӑ пулӑр. 14Мӗн тунине йӑлтах юратса тӑвӑр. 15Эй, тӑвансем! Манӑн сирӗнтен акӑ мӗн пирки ыйтмалли пур. Эсир Стефан кил-йышне, вӗсем Ахаияри малтанхи ӗненекенсем пулнине пӗлетӗр. Вӗсем ӗненекенсемшӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ. 16Эсир ҫав малтанхи ӗненекенсемпе сӑпайлӑ пулӑр, Турӑшӑн тӑрӑшса ӗҫлекенсене тата пулӑшакансене пурне те хисеплӗр. 17Стефан, Фортунат тата Ахаик кунта килсе ҫитни мана савӑнтарчӗ, хам сирӗнпе пулманни те ытлах сисӗнмест. 18Вӗсем ман чунӑма та, сирӗн чунӑра та лӑплантарчӗҫ. Ун пек ҫынсене хисеплӗр. 19Аси тӑрӑхӗнчи ӗненекен ушкӑнсем сире салам яраҫҫӗ. Уйрӑммӑнах сире Акилӑпа Прискилла тата вӗсем патӗнче пухӑнакан ӗненекен ушкӑнрисем Хуҫа Турӑ ячӗпе салам калаҫҫӗ. 20Мӗн пур ӗненекен тӑвансенчен сире салам. Эсир те пӗр-пӗрне сӑваплӑн, тӑванла чуптуса саламлӑр. 21Куна хамӑн аллӑмпах ҫыратӑп: эпӗ, Павел, сире салам яратӑп. 22Иисус Христос Хуҫамӑра юратман ҫынсене вара ылхан пултӑр. Килсемччӗ, Хуҫамӑр! 23Сире Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗ пултӑр. 24Эпӗ сире, Христос Иисуса ӗненекенсене, пурне те юрататӑп. Аминь.
Copyright information for
ChvIBTNT