‏ 1 Corinthians 2

Пӑталанӑ Христос ҫинчен пӗлтересси

1Ҫапла вара, тӑвансем, эпӗ сирӗн патӑра Турӑ пӗлтернине хыпарлама пырсассӑн хама ӑсла хурса тата япшар чӗлхеллӗн калаҫмарӑм. 2Мӗншӗн тесен эпӗ сире пӑталанӑ Иисус Христос ҫинчен кӑна каласа парас терӗм. 3Сирӗн патӑра пынӑ чухне эпӗ халсӑрччӗ, хӑраса чӗтреттӗм, питӗ пӑлханаттӑм. 4 5Сирӗн ӗненӗвӗр этем ӑслӑлӑхӗ ҫинче мар, Турӑ вӑй-хӑвачӗ ҫинче никӗслентӗр тесе эпӗ сире этем ӑсӗн витӗмлӗ сӑмахӗсемпе мар, Святой Сывлӑш хӑвачӗпе вӗрентрӗм, ӳкӗтлерӗм.

Турӑ Хӑйӗн Сывлӑшӗ урлӑ уҫса пани

6Ӑслӑлӑха вара эпир чун-чӗмпе аталанса ҫитнисене ӳкӗтлесе вӗрентетпӗр, анчах вӑл ҫак тӗнчен, ҫак тӗнчери пӗтес пуҫлӑхсен ӑслӑлӑхӗ мар. 7Эпир Туррӑн вӑрттӑн, халиччен пытарӑнса усраннӑ ӑслӑлӑхне ӳкӗтлесе вӗрентетпӗр. Пире мухтава кӑлармашкӑн ҫав ӑслӑлӑха Турӑ тӗнче пуҫланичченех хатӗрлесе хунӑ. 8Вӑл ӑслӑлӑха ҫак тӗнчери пуҫлӑхсенчен пӗри те пӗлеймен. Пӗлнӗ пулсассӑн вӗсем мухтав Хуҫине пӑталамӗччӗҫ. 9Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Хӑйне юратакансем валли Турӑ мӗн хатӗрлесе хунине пӗри те куҫпа курман, хӑлхапа илтмен, ӑспа та шухӑшласа илеймен». 10Пире вара ҫавна Турӑ Хӑйӗн Сывлӑшӗ урлӑ уҫса пачӗ, мӗншӗн тесен Сывлӑш пӗтӗмпех, ҫав шутрах Туррӑн тӗпсӗрлӗхне те, тишкерме пултарать. 11Ҫын шухӑшне этемсенчен кам пӗлме пултарӗ? Ҫав ҫын ӑшӗнчи чун-чӗм кӑна пӗлеет. Ҫавнашкалах Турӑ шухӑшне те Турӑ Сывлӑшӗ кӑна пӗлет. 12Анчах та эпир, Турӑ хамӑра мӗн панине пӗлес тесе, ҫак тӗнчен чунне мар, Турӑран килекен Сывлӑша илтӗмӗр. 13Турӑ Сывлӑшӗллӗ пулас текенсене Сывлӑш ҫинчен каланӑран ҫавсем ҫинчен йӑлтах эпир этем ӑслӑлӑхӗнчен килекен сӑмахсемпе мар, Святой Сывлӑшран килекен сӑмахсемпе хыпарлатпӑр. 14Хӑй чунне шанакан ҫын Турӑ Сывлӑшӗнчен килекен ҫав чӑнлӑха йышӑнаймасть, ӑна ӑссӑрлӑх тесе шухӑшлать. Ҫав чӑнлӑха вӑл ӑнланаймасть, мӗншӗн тесен ӑна Сывлӑш урлӑ кӑна хаклама пулать. 15Турӑ Сывлӑшӗллӗ ҫын йӑлтах хаклама пултарать, ҫыннине хӑйне никам та хаклаймасть. 16Хуҫа Турра канаш памашкӑн Унӑн ӑс-хакӑлне пӗлекенӗ пур-и? Пирӗнте вара – Христос ӑсӗ.
Copyright information for ChvIBTNT