1 Corinthians 3
Турӑшӑн пӗрле ӗҫлекенсем
1Эй, тӑвансем! Ӗнтӗ эпӗ сирӗнпе Сывлӑшшӑн пурӑнакансемпе калаҫнӑ пек мар, ӳтшӗн пурӑнакансемпе калаҫнӑ пек, Христос ӗненӗвӗнчи пӗчӗк ачасемпе калаҫнӑ пек калаҫрӑм. 2– 3Ӳтшӗн пурӑннӑран эсир хытӑ ҫимӗҫ ҫиейместӗрччӗ, халӗ те шӑл витерейместӗр, ҫавӑнпа эпӗ сире сӗтпе тӑрантартӑм. Сирӗн хушшӑрта кӗвӗҫӳ, харкашу, хирӗҫӳ пур пулсассӑн эсир ӳтшӗн пурӑнакансемех мар-и вара? Этем йӑли-йӗркипе пурӑнакансемех мар-и вара? 4Енчен те пӗри: «Эпӗ Павел майлӑ», тепри: «Эпӗ Аполлос майлӑ», – тет пулсан, эсир ӳтшӗн пурӑнакансем кӑна мар-и? 5Павел камах вара? Аполлос камах вара? Сире Турӑ патне илсе пынӑ тарҫӑсем кӑна. Ҫак ӗҫе кашниех Хуҫа Турӑ хӑйне панӑ пултарулӑхне кура тӑвать. 6Эпӗ акрӑм, Аполлос шӑварчӗ, анчах та ӳстерекенӗ – Турӑ. 7Ҫавӑнпа акакан та, шӑваракан та нимех те мар, пурте ӳстерекен Турӑран килет. 8Акакан та, шӑваракан та пӗр ӗҫех тӑваҫҫӗ, анчах та вӗсенчен кашниех ӗҫне кура сӑвап илӗ. 9Мӗншӗн тесен эпир – Турӑшӑн пӗрле ӗҫлекенсем, эсир – Туррӑн уй-хирӗ, Туррӑн ҫурчӗ. 10Хама панӑ Турӑ ырӑлӑхне пула эпӗ, ҫурт тӑвакан ӑста пек, никӗс хыврӑм, тепри ҫав никӗс ҫинче ҫурт хӑпартать. Эпӗ хам епле ӗҫлетӗп-ши тесе, харпӑр хӑй асӑрхантӑр. 11Мӗншӗн тесен хывнӑ никӗс вӑл – Иисус Христос. Унран урӑххине никам та хываймӗ. 12Ҫав никӗс ҫине кам мӗнрен ҫурт хӑпартни: ылтӑнран-и, кӗмӗлтен-и, хаклӑ йышши чулсенчен-и, йывӑҫран-и, хыт-хураран-и, улӑмран-и, – 13кашнин ӗҫӗ юлашки кун палӑрӗ. Ҫав кун вутланса килӗ, вара кашнин ӗҫӗ мӗн тӗшне тӑни вутпа тӗрӗсленӗ. 14Камӑн ӗҫӗ вут витӗр тухайӗ, ҫав сӑвапа тивӗҫ пулӗ. 15Камӑн ӗҫӗ вутра ҫунса кайӗ, ҫав инкек тӳсӗ. Ҫынни хӑй вара аран-аран, вутран хӑтӑлнӑ пек, хӑтӑлӗ. 16Хӑвӑр Турӑ ҫурчӗ пулнине, хӑвӑрта Турӑ Сывлӑшӗ пуррине пӗлместӗр-им эсир? 17Турӑ ҫуртне аркатакана хӑйне Турӑ аркатать, мӗншӗн тесен Турӑ ҫурчӗ таса; ҫав ҫурт вӑл – эсир. 18Хӑвӑра хӑвӑр ан улталӑр. Ҫак тӗнчере кам хӑйне ӑслӑ тесе шутлать, чӑннипех те ӑслӑ пулас тесессӗн ӑссӑр пултӑр. 19Мӗншӗн тесен ҫак тӗнче ӑслӑлӑхӗ Турӑ умӗнче – ӑссӑрлӑх. Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Турӑ ӑсчахсене хӑйсем карнӑ чеелӗх танатипех тытать». 20Тепӗр тӗлте тата ҫапла каланӑ: «Ӑсчахсен шухӑшӗсем усӑсӑррине Хуҫамӑр пӗлет». 21Ҫапла вара, этемпе никам та ан мухтантӑр, мӗншӗн тесен пурте сирӗн: 22Павел та, Аполлос та, Кифа та, тӗнче те, пурӑнӑҫ та, вилӗм те, хальхи те, пуласси те – пурте сирӗн. 23Эсир – Христосӑн, Христос вара – Туррӑн.
Copyright information for
ChvIBTNT