1 Corinthians 4
Апостол ӗҫӗ ҫинчен
1Ҫапла вара, ӗненекенсен пурин те пире Христос тарҫисем, Турӑ вӑрттӑнлӑхӗн управҫисем вырӑнне хумалла. 2Управҫӑ пулма шаннисен вара пурин те шанчӑклӑ пулмалла. 3Эсир е ыттисем ман пирки мӗн шухӑшлани мана ытлах пӑшӑрхантармасть, эпӗ хама хам та хак памастӑп. 4Чунӑм тасах пулин те, ҫакӑ мана тӳрре кӑларӗ тесе шухӑшламастӑп. Мана суд тӑваканӗ – Хуҫа Турӑ. 5Ҫавӑнпа та вӑхӑчӗ ҫитиччен, Хуҫамӑр тепре киличчен никама та айӑпласа ан калаҫӑр. Вӑл килӗ те тӗттӗмре палӑрманнине ҫутта кӑларӗ, вӑрттӑн шухӑшсене те палӑрмалла тӑвӗ. Ҫавӑн чухне вара кашниех Турӑран хӑйне тивӗҫ мухтавне илӗ. 6Эй, тӑвансем! Сире ырӑ сунса, мӗн каланине эпӗ Аполлоспа иксӗмӗр ҫинчен тӗслӗх вырӑнне каларӑм. Ҫырса янинчен ытла нимӗн те ан шухӑшласа кӑларччӑр, пӗри теприне мала ан хуччӑр терӗм. 7Эсӗ ыттисенчен лайӑхрах тесе кам каланӑ? Турӑ панисӗр пуҫне санӑн мӗн пур? Енчен те Турӑ панӑ пулсан, мӗншӗн эсӗ илмен пек мухтанатӑн? 8Эпир чун-чӗм апачӗ ҫисе тӑрантӑмӑр, пирӗн йӑлтах ҫителӗклӗ тетӗр эсир, хӑвӑра Ҫӳлти Патшалӑха кӗме тивӗҫлисем пек тыткалатӑр, пирӗнсӗрех чи ҫӳлти шая ҫӗкленнӗ. Ах, эсир чӑнахах унта кӗме тивӗҫ пулсанччӗ! Вара эпир те сирӗнпех пулӑттӑмӑр! 9Ман шухӑшпа, пире Турӑ мӗскӗнрен те мӗскӗн, вилме пӳрнӗ чурасенни пек шӑпа панӑ, мӗншӗн тесен эпир тӗнче кулли пултӑмӑр, ангелсемпе ҫынсем те пирӗнтен кулаҫҫӗ. 10Эппин эпир Христоса пула ӑссӑр, эсир вара Христоса пулах ӑслӑ. Эпир халсӑр, эсир вӑйлӑ. Эсир хисеплӗ, эпир чыссӑр. 11Эпир паян кунчченех ҫинӗ-ҫимен, ӗҫнӗ-ӗҫмен, тумланнӑ-тумланман ҫӳретпӗр, пире хӗнеҫҫӗ, кил-ҫуртӑмӑр та ҫук. 12Мӗн пуррине те хамӑр алӑпа ӗҫлесе илкелетпӗр. Пире ятлаҫҫӗ, эпир ырӑ сунатпӑр; пире хӗсӗрлеҫҫӗ, эпир чӑтатпӑр. 13Пире хурлаҫҫӗ, эпир хамӑра хурлакансемшӗн кӗлтӑватпӑр. Эпир ҫак тӗнчешӗн ҫӳп-ҫап кӑна, пурте халичченех таптакан тусан кӑна. 14Ҫакна сире намӑслантарас тесе мар, савнӑ ачамсене ӳкӗтленӗ пек ӳкӗтлесе ҫыратӑп. 15Христос ӗненӗвӗнчи вӗрентӳҫӗсем сирӗн пинӗпех пулин те, аҫӑрсем сахал. Эпӗ вара, сире Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, Христос ӗненӗвӗнчи аҫӑр пулса тӑтӑм. 16Ҫавӑнпа та сире тархаслатӑп: эпӗ Христос евӗрлӗ пулма тӑрӑшнӑ пекех, эсир те ман пек пулма тӑрӑшӑр. 17Ҫав сӑлтавпах эпӗ сирӗн патӑра Тимофея ятӑм. Вӑл – ӗненӳри савнӑ ывӑлӑм, Хуҫа Турӑ умӗнче шанчӑклӑскер. Эпӗ Христос ҫулӗпе епле ҫӳретӗп, пур ҫӗрте те, пур чиркӳсенче те ҫапла вӗрентетӗп. Ун ҫинчен Тимофей сире аса илтерӗ. 18Эпӗ сирӗн патӑра пырайман пирки сирӗнтен хӑшӗ-пӗри мӑнаҫлансах кайнӑ. 19Анчах та, Турӑ пулӑшсассӑн, эпӗ часах сирӗн патӑра ҫитсе курӑп-ха. Ун чухне вара мӑнаҫлисен хитре сӑмахне мар, ӗненӳ хӑватне тӗплӗнрех пӗлӗп. 20Мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ хитре сӑмахра мар, ӗненӳ хӑватӗнче. 21Ӗнтӗ пынӑ чухне манӑн туяпа пырас-и? Е юратуллӑ йӑваш чунӑмпа? Хӑшне кӑмӑллатӑр?
Copyright information for
ChvIBTNT