1 Corinthians 5
Аскӑнлӑха питлени
1Сирӗн хушшӑрта аскӑнланасси пур текен сӑмах тухрӗ. Унашкал аскӑнлӑха чӑн Турра пӗлмен халӑхсем хушшинче те кураймӑн: сирӗнтен пӗри амаҫурипе пурӑнать тет. 2Сирӗн ҫавнашкал хӑтланакана хӑвӑр ушкӑнтан хӑваласа ямалла. Эсир вара, кулянас вырӑнне, мӑнаҫланса ҫӳретӗр. 3Кӗлеткемпе сирӗнпе мар пулин те, чун-чӗмпе эпӗ сирӗнпе. Ҫавнашкал хӑтланакана, хам сирӗн хушшӑрта пулнӑ пекех, ҫапла айӑп хума шут тытрӑм. 4– 5Эсир Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе пуху пуҫтарӑр, чун-чӗмпе унта эпӗ те пулӑп. Иисус Христос Хуҫамӑрӑн кунӗ ҫитсессӗн ҫав ҫыннӑн чунӗ ҫӑлӑнтӑр тесен, эсир Иисус Христос Хуҫамӑрӑн хӑвачӗпе ҫав ҫынна, ӳт-пӗвне вилесле асаплантарма, шуйттан аллине парӑр. 6Мухтанмалли сирӗн нимех те ҫук. Сахал кӑвас тӗпӗ пӗтӗм чустана йӳҫӗтсе янине пӗлместӗр-им эсир? 7Эппин, ҫӗнӗ чуста пулас тесен, кивӗ кӑвас тӗпне хырса тӑкӑр. Эсир ҫӗнӗ, йӳҫӗтмен чуста, мӗншӗн тесен пирӗн пасха Путеккине, Христоса, пирӗншӗн парнелӗхе кӳнӗ. 8Ҫавӑнпа та пасхӑна кивӗ кӑвас тӗпӗпе – ҫылӑхпа тата усаллӑхпа – йӳҫӗтсе пӗҫернӗ ҫӑкӑрпа мар, тасалӑхпа чӑнлӑхӑн тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрӗпе уявлар! 9Аскӑн ҫынсемпе хутшӑнса ан пурӑнӑр тесе эпӗ сирӗн патӑра ҫырнӑччӗ ӗнтӗ. 10Паллах, ҫак тӗнчери мӗн пур аскӑн, ҫӑткӑн, хапсӑнчӑк, кӗлеткене пуҫҫапакан ҫынсемпе ан хутшӑнӑр теместӗп эпӗ. Унашкаллисемпе хутшӑнас мар тесен сирӗн ку тӗнчерен пуҫӗпех каймалла пулса тухать. 11Эпӗ сирӗн патӑра хӑйсене ӗненекен тӑванӑрсем пек кӑтартакан, анчах та аскӑн, ҫӑткӑн, кӗлеткесене пуҫҫапакан, сӑмахпа хӑртакан, ӗҫкӗҫ, хапсӑнчӑк ҫынсемпе хутшӑнса ан пурӑнӑр, пӗрле ӗҫсе ан ҫийӗр тесе ҫырнӑччӗ. 12Ӗненекен ушкӑнра маррисене айӑпласси ман ӗҫ-им? Хӑвӑр ушкӑнрисене вара хӑвӑрӑнах айӑпламалла мар-и? 13Ушкӑн тулашӗнчисене Турӑ айӑплӗ. Пӑсӑк ҫынна вара хӑвӑр хушшӑртан хӑваласа ярӑр.
Copyright information for
ChvIBTNT