1 Corinthians 7
Арлӑ-арӑмлӑ пурӑнасси ҫинчен
1Арҫын хӗрарӑмпа ҫывӑрса курмасан аванрах тесе ҫырнӑччӗ эсир ман патӑма. Кунта ҫакна каламалла. 2Аскӑнлӑха путмалла ан пултӑр тесен, кашни арҫыннӑн арӑмӗ пултӑр, кашни хӗрарӑмӑн – упӑшки. 3Упӑшкин арӑмне юратса пурӑнмалла, ҫавӑн пекех арӑмӗ те упӑшкине юраттӑр. 4Арӑмӗ хӑйӗн ӳт-пӗвӗпе хуҫаланаймасть, унӑн хуҫи – упӑшки. Ҫавнашкалах упӑшки те хӑйӗн ӳт-пӗвӗпе хуҫаланаймасть, унӑн хуҫи – арӑмӗ. 5Пӗр-пӗринчен пӑрӑнса ан ҫӳрӗр. Пӑрӑнас пулсан та, пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлса, вӑхӑтлӑха, пӗтӗм чун хавалӗпе типӗ тытасчӗ ▼▼Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче «типӗ тытасчӗ» сӑмахсем ҫук.
, кӗлтӑвасчӗ тесе пӑрӑнӑр. Унтан каллех пӗрле пулӑр. Ахальлӗн, хӑвӑра тытса чарма йывӑррине курса, сире шуйттан илӗртсе улталӗ. 6Паллах, ҫакна эпӗ хушса мар, ирӗк парса калатӑп. 7Ку тӗлӗшӗнчен манӑн пур ҫынна та хам пек тӑвас килет, анчах та кашниех Турӑран тӗрлӗ пултарулӑх илет: пӗри – апла, тепри – капла. 8Мӑшӑрланманнисене, мӑшӑрсӑр юлнисене вара хам пек хӑраххӑн пурӑнни аванрах тетӗп. 9Чӑтаймаҫҫӗ пулсан, авланччӑр. Аскӑн шухӑшпа ҫунса ҫӳриччен авланни аванрах. 10Мӑшӑрланнисене вара эпӗ мар, Хуҫамӑр ҫапла хушать: арӑмӗн упӑшкинчен уйӑрӑлмалла мар. 11уйӑрӑлас пулсассӑн, урӑх качча каймалла мар е упӑшкипех килӗшӳ тупмалла. Упӑшкин те арӑмне пӑрахмалла мар. 12Ыттисем пирки вара ҫакна каламалла (куна Хуҫамӑр мар, эпӗ калатӑп): пӗр-пӗр ӗненекен тӑванӑн арӑмӗ ӗненмен ҫын пулсан, анчах та упӑшкипе пурӑнма килӗшет пулсан – упӑшкин ӑна пӑрахмалла мар. 13Ӗненекен арӑм та, упӑшки ӗненмен ҫын пулсан, анчах арӑмӗпе пурӑнма килӗшет пулсан, упӑшкине ан пӑрахтӑр. 14Мӗншӗн тесен ӗненмен упӑшка арӑмӗн ӗненӗвӗ урлӑ сӑвапланса тасалать; ӗненмен арӑм та упӑшкин ӗненӗвӗ урлӑ сӑвапланса тасалать, унсӑрӑн сирӗн ачӑрсем таса мар пулӗччӗҫ, капла – таса. 15Ӗненмен упӑшка е арӑм уйӑрӑласшӑн пулсан, уйӑрӑлтӑр. Кун пек чухне ӗненекен тӑванӑмӑра нимӗн те ҫыхса тӑмасть. Хуҫамӑр пире килӗштерсе пурӑнма чӗнсе илнӗ. 16Эй, арӑм! Кам пӗлет, тен, эсӗ упӑшкуна ҫӑлӑн? Эй, упӑшки! Кам пӗлет, тен, эсӗ арӑмна ҫӑлӑн? Хуҫамӑр палӑртнӑ пурӑнӑҫ
17Эпӗ мӗн пур ӗненекен ушкӑнсене ҫапла хушатӑп: кашнин Турӑ палӑртнӑ пек, хӑйне Хуҫамӑр мӗнле халлӗн чӗнсе илнӗ, ҫавнашкалах пурӑнмалла. 18Кам та кам хӑйне Турӑ чӗнсе иличчен ӳт кастарнӑ, ҫавӑ ӳт кастарнине ан пытартӑр; кам та кам ӳт кастарман, ан кастартӑр. 19Ӳт кастарни, ӳт кастарманни пекех, ниме те пӗлтермест. Чи кирли – Турӑ пил-хушӑвӗсене пӑхӑнса пурӑнасси. 20Чӗнсе илнӗ чух хӑвӑр кам пулнӑ, ҫаплипех юлӑр. 21Хӑвна чӗнсе илнӗ чухне эсӗ чура пулнӑ-и? Ан пӑшӑрхан. Ирӗклӗ пулмашкӑн май килсессӗн те, хӑшӗ лайӑхраххине суйласа ил. 22Мӗншӗн тесен Хуҫамӑр чӗнсе илнӗ чура вӑл – Хуҫамӑрӑн ирӗке кӑларнӑ ҫынни. Ҫавнашкалах, ирӗклӗ чух чӗнсе илни – Христос чури. 23Сире хаклӑ хакпа тӳлесе илнӗ, ҫын чури пулмашкӑн ан килӗшӗр. 24Эй, тӑвансем! Эппин, чӗнсе илнӗ чухне сирӗнтен кашни кам пулнӑ, Турӑ умӗнче ҫаплипех юлтӑр.Мӑшӑрланманнисем тата мӑшӑрсӑр юлнисем
25Мӑшӑрланманнисем пирки вара Хуҫамӑр мӗн хушса хӑварнӑ – пӗлместӗп. Мана Хуҫамӑр Хӑйӗншӗн шанчӑклӑ пулмашкӑн ырӑлӑх панӑ, ҫавӑнпа канаш паратӑп. 26Ман шутӑмпа, хальхи йывӑр саманара ҫынна мӑшӑрланмасӑр пурӑнни аванрах. 27Эсӗ арӑмлӑ-и? Эппин, уйӑрӑлма сӑлтав ан шыра. Арӑмсӑр юлнӑ-и? Эппин, урӑх арӑм ан шыра. 28Тепӗр тесен, авланни ҫылӑх мар. Хӗр качча кайни те ҫылӑх мар. Анчах та ку саманара арлӑ-арӑмлӑ пурӑнакансене йывӑр килет, эпӗ сире ҫав йывӑрлӑхран упрасшӑн. 29Эй, тӑвансем! Эпӗ сире ҫапла калатӑп: вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Малашне арӑмлисем арӑмсӑррисем пек пурӑнччӑр. 30Йӗрекеннисем – йӗменнисем пек, савӑнаканнисем – савӑнманнисем пек, туянаканнисем – туянманнисем пек пулччӑр. 31Ҫак тӗнчери пурӑнӑҫпа пурӑнакансем тӗнчере пурӑнман пек пулччӑр, мӗншӗн тесен ҫак тӗнче сӑнарӗ иртсе каять. 32Манӑн сире пурӑнӑҫ хуйхи-суйхинчен хӑтарса хӑварас килет. Авланман ҫын Хуҫамӑршӑн, Хуҫа Турра юрасшӑн тӑрӑшать. 33Авланни пурӑнӑҫшӑн, арӑмне юрасшӑн тӑрӑшать. Арӑмпа хӗр хушшинче те уйрӑмлӑх пур. 34Ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен те, чун-чӗм тӗлӗшӗнчен те сӑваплӑ пуласчӗ тесе, качча кайманни Хуҫамӑршӑн, Хуҫа Турра юрасшӑн тӑрӑшать. Качча кайни вара пурӑнӑҫшӑн, упӑшкине юрасшӑн тӑрӑшать. 35Ҫакна эпӗ сире ҫӑварлӑхласшӑн каламастӑп. Сирӗн пӗтӗмпех йӗркеллӗ пултӑр тесе, пӗтӗм тимлӗхпе Хуҫа Турра чун-чӗререн парӑнса тӑччӑр тесе – сире усӑллӑ пултӑр тесе калатӑп. 36Кам хӑйӗн качча кайма вӑхӑт ҫитнӗ хӗрӗ ватта юлни намӑс тесе шухӑшлать, ҫав хӑй тӑвас тенӗ пек тутӑр, ҫылӑха кӗмӗ. Ун пек хӗрсем качча кайччӑр. 37Ҫапах та кам иккӗленӳсӗр, камӑн хӑйӗн хӗрне качча пама нуша ҫук, анчах та хӑйӗн ирӗкӗпе хӗрне качча памасӑр упраса хӑварас тет, ҫавӑ аван тӑвать. 38Ҫавӑнпа та хӗрне качча паракан аван тӑвать, качча паманни вара тата аванрах тӑвать. 39Саккун арӑмне упӑшки чӗрӗ чухне унпа пӗр ҫыхӑра пулма хушать. Упӑшки вилсессӗн вара унӑн кама качча каяс килет, ҫавна кайма ирӗк пур. Анчах та ҫынни Хуҫамӑра ӗненекенскер пулмалла. 40Ҫапах та, качча каймасан, ҫав хӗрарӑм телейлӗрех пулать. Паллах, ку манӑн шухӑш, анчах манра та Турӑ Сывлӑшӗ пур пулӗ тетӗп.
Copyright information for
ChvIBTNT