‏ 1 Corinthians 8

Чӳк апат-ҫимӗҫӗ

1Халӗ кӗлеткесене чӳклесе панӑ апат-ҫимӗҫ пирки калам. Ун пирки хамӑрӑн пӗлӳ пурри паллӑ ӗнтӗ, анчах та пӗлӳ пуҫа каҫӑрттарать, юратулӑх вара аталантарать. 2Кам мӗне те пулин пӗлсе ҫитрӗм тет, ҫавӑ кирлӗ таран нимӗн те пӗлмест. 3Турӑ вара Хӑйне юратакана пӗлет. 4Ӗнтӗ чӳклесе панӑ аш пирки. Тӗнчери пуҫҫапмалли кӗлеткесем ним тӗшне те тӑманнине, Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне урӑххи ҫуккине эпир пӗлетпӗр. 5Ҫӗр ҫинче те, тӳпере те турӑ текенскерсем (вӗсем тата хуҫасем пекех питӗ йышлӑ) пур теҫҫӗ пулсан, 6пирӗн вара пӗр Атте Турӑ. Пӗтӗмпех Вӑл пултарнӑ, пурӑнасса та эпир Уншӑн пурӑнатпӑр. Пирӗн пӗртен-пӗр Хуҫамӑр – Иисус Христос. Пӗтӗмпех Ун урлӑ пултарӑннӑ, эпир те Вӑл пуртан пурӑнатпӑр. 7Анчах та пурте ҫакнашкал пӗлӳллӗ мар. Хӑшӗ-пӗрисем халӗ те кӗлеткесене турӑ вырӑнне хурассинчен хӑпса ҫитмен-ха. Ҫавӑнпа та чӳк ҫимӗҫне ҫинӗ чухне ҫакӑ турра кӳнӗ ҫимӗҫ тесе шутлаҫҫӗ, халсӑр чунлӑскерсем, хӑйсене хӑйсем ирсӗрленнӗ пек туяҫҫӗ. 8Анчах та апат-ҫимӗҫ пире Турӑ патне кӑшт та ҫывхартмасть. Ҫисессӗн те пирӗн нимӗн те хутшӑнмасть, ҫимесессӗн те эпир нимӗн те ҫухатмастпӑр. 9Ҫапах та эсир чӳк ҫимӗҫне тиркеменни халсӑр чунлисемшӗн такӑнса ӳкмелли чул пуласран асӑрханӑр. 10Эсӗ, пӗлӳллӗскер, чӳк вырӑнӗнче ҫисе ларнине курсан, халсӑр чунлисенчен хӑшӗ-пӗрин чӳк ашне ҫисе пӑхасси килсе каймӗ-и? 11Ӗнтӗ эсӗ пӗлни халсӑр тӑванна пӗтермелли сӑлтав пулӗ. Христос ӑна ҫӑлас тесе вилнӗ вӗт-ха. 12Ӗненекен тӑванусене хирӗҫ ҫапла майпа ҫылӑх туса, вӗсен ахаль те халсӑр чунне амантса, эсир Христоса хирӗҫ те ҫылӑх тӑватӑр. 13Ҫавӑнпа та, ӗненекен тӑванӑма апат-ҫимӗҫ такӑнтарса ӳкерет пулсан, ӑна такӑнтарас мар тесе, пачах та аш ҫием мар.
Copyright information for ChvIBTNT