1 Corinthians 9
Апостол тивӗҫӗсем
1Эпӗ апостол мар-им? Ирӗклӗ мар-им? Иисус Христоса, хамӑр Хуҫамӑра, хам куҫпа хам курман-им? Сире Христоспа пӗрлӗхлӗ тӑваканни эпӗ мар-им? 2Тен, ыттисем мана апостол вырӑнне хумаҫҫӗ, анчах та сирӗншӗн эпӗ – апостол. Сире эпӗ Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ турӑм, ҫакӑ эпӗ апостол пулнине ӗнентерет. 3Ҫакӑ манӑн хама айӑплакансенчен хӳтӗленни пултӑр. 4Е ӗненекенсен пире тӑрантармалла мар-им? 5Е пирӗн хамӑр ҫумра ӗненекен тӑванӑмӑр – арӑм – пулмалла мар-им? Ытти апостолсем те, Хуҫамӑрӑн пӗртӑванӗсем те, Кифа та авланнӑ-ҫке-ха! 6Е Варнавӑпа иксӗмӗрӗн кӑна хамӑра хамӑр тӑрантарса пурӑнмалла-и? 7Ҫар ҫынни хӑйне хӑй тӑрантарса пурӑнни пур-и? Иҫӗм ҫырли лартаканӗ ҫырлине ҫименни пур-и? Кӗтӳ кӗтекенӗ сӗт ӗҫменни пур-и? 8Ҫакна эпӗ этемле шухӑшласа кӑна калатӑп-и? Саккун та ҫавнах каламасть-и вара? 9Моисей саккунӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Авӑн ашакан вӑкӑрӑн ҫӑварне ан хупла». Ҫакна Турӑ вӑкӑрсемшӗн куляннипе каланӑ тетӗр-и? 10Е ҫак сӑмахсене пирӗншӗн кулянса каланӑ? Паллах, ҫакна йӑлтах пирӗншӗн каланӑ, мӗншӗн тесен хӑйӗн пайне илессе шанса суха тӑваканӑн сухаламалла, кӗлте ҫапаканӑн ҫапмалла. 11Эпир сирӗн ӑша чун-чӗм вӑрлӑхне акрӑмӑр, эппин сирӗнтен кӗлеткене усрамалӑх пухса илни ытлашши пулӗ-и? 12Ыттисем сирӗн патӑрта ҫавнашкал ирӗкпе усӑ кураҫҫӗ пулсан, пирӗн ирӗкӗмӗр тата ытларах мар-и? Анчах та эпир ҫав ирӗкпе нихӑҫан та усӑ курмарӑмӑр. Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерме нимӗн те ан чӑрмантартӑр тесе мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнатпӑр. 13Кӗлӗ ҫуртӗнче ӗҫлекенсем кӗлӗ ҫурчӗн шучӗпе пурӑннине пӗлместӗр-им? Парне вырӑнӗ умӗнче ӗҫлесе тӑракансен вара парнелӗхе кӳнин пӗр пайне илме ирӗк пуррине пӗлместӗр-им эсир? 14Ырӑ Хыпар пӗлтерекенсем ӳкӗтлесе-вӗрентсе хӑйсене пурӑнмалӑх ӗҫлесе илччӗр тесе Хуҫамӑр та хушса хӑварнӑ. 15Анчах та эпӗ ҫав ҫӑмӑллӑхсемпе пӗринпе те нихӑҫан та усӑ курмарӑм. Ҫырасса та ҫӑмӑллӑх ыйтса ҫырмастӑп. Мухтанмалли сӑлтавӑмсӑр тӑрса юличчен эпӗ вилме те хатӗр. 16Ырӑ Хыпар пӗлтерни вӑл – мухтанмалли япала мар, манӑн тивӗҫӗм. Пӗлтерместӗп пулсан – хуйхӑ пултӑр мана! 17Ҫак ӗҫе эпӗ хам ирӗкпе тӑватӑп пулсан, паллах, мана тӳлемелле. Енчен те хам ирӗкпе тумастӑп пулсан, шанса панӑ ӗҫӗм вара Турӑ умӗнчи тивӗҫӗм пулать. 18Мухтанмалли сӑлтавӑм, тӳлевӗм мӗн вара? Вӑл ак ҫакӑ: Христос ҫинчен эпӗ Ырӑ Хыпар тӳлевсӗрех саратӑп, ҫав ӗҫшӗн хама тивӗҫлине илместӗп. 19Ирӗклӗ ҫын пулсан та, тата ытларах ҫынна ҫӑласчӗ тесе, эпӗ пуриншӗн те чура пулса тӑтӑм. 20Иудейсене Христос майлӑ ҫавӑрас тесе эпӗ иудейсемпе иудей пек пултӑм, Моисей саккунне пӑхӑнакансене ҫӑлас тесе саккуна пӑхӑнакан пек пултӑм. 21Саккуншӑн юттисене ҫӑлас тесе вӗсемшӗн хам та саккуншӑн ют пек пултӑм. Ҫав хушӑрах Моисей саккунне Турӑ умӗнче юта хумарӑм, пурӑнасса вара Христос саккунӗпе пурӑнтӑм. 22Халсӑр чунлисене ҫавӑрас тесе халсӑррисем пек пултӑм. Май пур таран хӑшне те пулин ҫӑлса хӑварасчӗ тесе эпӗ пуриншӗн те вӗсем пек пултӑм. 23Ҫакна эпӗ Ырӑ Хыпаршӑн, унӑн ырӑлӑхне ыттисемпе пӗрле пайласчӗ тесе тӑватӑп. 24Ӑмӑртура пурте чупаҫҫӗ, анчах та пӗрне кӑна парне тивӗҫнине пӗлместӗр-им эсир? Ҫав парнене ҫӗнсе илес тесе эсир те тӑрӑшӑр. 25Ӑмӑртӑва хутшӑнмашкӑн пурте тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ, ӑна-кӑна питӗ уяса пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем шанакан-типекен пуҫ кӑшӑлӗ ҫӗнсе илесшӗн, эпир – шанманнине. 26Ҫавӑнпа та эпӗ тӗллевсӗр чупмастӑп; аллӑмсемпе сывлӑшра усӑсӑр сулкалашмастӑп, чӑнласах кӗрешетӗп. 27Ҫапах та эпӗ кӗлеткеме хама итлеттерсе пӑхӑнтаратӑп. Ҫакна эпӗ ыттисене Ырӑ Хыпаршӑн кӗрешме ӳкӗтле-ӳкӗтле хамӑн ҫав кӗрешӗве юрӑхсӑр пулас марччӗ тесе тӑватӑп.
Copyright information for
ChvIBTNT