‏ 1 John 5

Ӗненни – тӗнчене ҫӗнтерни

1Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни пулнине ӗненекен кашни ҫынах Турӑ ачи пулать. Ҫапла вара, Ҫӳлти Ашшӗне юратакан Унран Ҫуралнине те юратать. 2Эпир Турӑ ачисене юратни ҫакӑнтан палӑрать: эпир Турра юрататпӑр, Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыратпӑр. 3Турӑ пил-хушӑвӗсене тытса пыни Ӑна юратни пулать те. Унӑн пил-хушӑвӗсем вара йывӑрах та мар. 4Турӑран ҫуралнӑ кашни ҫын тӗнчене ҫӗнтерет. Тӗнчене ҫӗнтернӗ ҫав ҫӗнтерӳ хӑвачӗ – пирӗн ӗненӳ. 5Иисус вӑл Турӑ Ывӑлӗ тенине ӗненекен тӗнчене ҫӗнтермесен, урӑх кам ҫӗнтерейӗ?

Турӑ Ывӑлӗ ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерни

6Иисус Христос Вӑл пирӗн пата шывпа юн урлӑ, Сывлӑш пӗлтерсе ҫирӗплетнипе килнӗ. Вӑл шывпа тӗне кӗрсе кӑна мар, хӗрес ҫинче юн юхтарса килнӗ. Ҫавӑн ҫинчен Сывлӑш ҫирӗплетсе пӗлтерет, мӗншӗн тесен Сывлӑш вӑл чӑнлӑх. 7Ҫавӑн ҫинчен тӳпере виҫҫӗн ҫирӗплетсе калаҫҫӗ: Атте Турӑ, Сӑмах Турӑ тата Святой Сывлӑш. Ҫаксем виҫҫӗшӗ те – пӗр. 8Ҫавӑн ҫинчен ҫӗр ҫинче те виҫҫӗн ҫирӗплетсе калаҫҫӗ
Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче «Атте Турӑ, Сӑмах Турӑ тата Святой Сывлӑш. Ҫаксем виҫҫӗшӗ те – пӗр. Ҫавӑн ҫинчен ҫӗр ҫинче те виҫҫӗн ҫирӗплетсе калаҫҫӗ» сӑмахсем ҫук.
: Святой Сывлӑш парнисем, шыв тата юн. Ҫаксем виҫҫӗшӗ те пӗрешкелех каласа пӗлтереҫҫӗ.
9Енчен те эпир ҫынсем ҫирӗплетсе каланине йышӑнатпӑр пулсан, паллах, Турӑ ҫирӗплетсе калани чылай хӑватлӑрах. Мӗншӗн тесен ӑна Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен каланӑ. 10Турӑ Ывӑлне ӗненекенӗн вара ҫав ҫирӗплетсе калани ӑшра упранать. Турӑ ҫирӗплетсе пӗлтернине ӗненмен ҫын Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен каласа пӗлтернине ӗненмест. Ҫапла майпа вӑл Турра суеҫӗ вырӑнне хурать. 11Ҫирӗплетсе калани вара ҫакӑ: Турӑ пире ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх панӑ, ҫав чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗ – Ывӑлӗнче. 12Христоса Турӑ Ывӑлӗ тесе йышӑнаканӑн ҫав чӗрӗлӗх пур, Турӑ Ывӑлӗ тесе йышӑнман ҫыннӑн вара – ҫук.

Пире ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх панӑ

13Эпӗ сирӗн патӑра, Турӑ Ывӑлне ӗненекенсем патне, ҫакна ҫырса яратӑп: Турӑ Ывӑлне ӗненсен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пуласса пӗлсе тӑрӑр. 14Ҫавӑнпа та эпир Турӑ умӗнче хамӑра ҫирӗп кӑмӑллӑ тыткалатпӑр: эпир Унран, Хӑй вӗрентнӗ пек, кирек мӗн ыйтсассӑн та, Вӑл пире итлет. 15Кирек мӗн ыйтсассӑн та, Вӑл пире итлессе пӗлетпӗр пулсан, хамӑр Унран мӗн ыйтнине йӑлтах илессе те пӗлетпӗр.

16Кам ӗненекен тӑванӗ вилӗм кӳмен ҫылӑха кӗнине курать, ҫав тӑванӗшӗн кӗлтутӑр. Турӑ вара ӑна чӗрӗлӗх парӗ. Ҫакна эпӗ вилӗм кӳмен ҫылӑха кӗнисем пирки калатӑп. Анчах та вилӗм кӳрекен ҫылӑха кӗрекенсем те пур. Сирӗн вӗсемшӗн те кӗлтумалла теместӗп эпӗ. 17Кирек епле усал ӗҫ те ҫылӑх, анчах та вилӗм кӳмен ҫылӑх та пур.

18Пӗлетпӗр ӗнтӗ, Турӑ ачи пулма тивӗҫнӗ ҫын ҫылӑха кӗмест. Турӑ ачи хӑйне хӑй упраса пурӑнать, шуйттан ун ҫумне ҫулӑхаймасть. 19Эпир хамӑр Турӑ ачисем пулнине, пӗтӗм тӗнче усаллӑх ӑшӗнче пулнине пӗлетпӗр. 20Эпир тата ҫакна та пӗлетпӗр: Турӑ Ывӑлӗ килчӗ те, чӑн Турра пӗлччӗр тесе, Унӑн чӑн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулччӑр тесе, пире ҫутӑ та, ӑс-хакӑл та пачӗ. Вӑл – чӑн Турӑ, Вӑл – ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх. 21Эй, ачамсем! Кӗлеткесене пуҫҫапасран асӑрханса пурӑнӑр. Аминь.
Copyright information for ChvIBTNT