‏ 1 John 2

Христос – пирӗн Хута кӗрекен

1Эй, ачамсем! Эпӗ ҫакна эсир ҫылӑха кӗресрен ҫыратӑп. Кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн вара Атте Турӑ умӗнче пирӗн Хута кӗрекен пур. Вӑл – тӳрӗлӗхлӗ Иисус Христос. 2Вӑл – пирӗн ҫылӑхсемшӗн Турра кӳнӗ парнелӗх. Вӑл Хӑйӗн пурӑнӑҫне пирӗн ҫылӑхсемшӗн кӑна мар, пӗтӗм тӗнче ҫылӑхӗсемшӗн панӑ. 3Эпир Ӑна пӗлсе ҫитни Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пынинчен курӑнать. 4«Эпӗ Ӑна пӗлетӗп», – теекен, анчах хӑй Унӑн пил-хушӑвӗсене пӑхӑнса пурӑнман ҫын – суеҫӗ, унра Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗ ҫук. 5Кам Унӑн сӑмахне пӑхӑнса пурӑнать, ҫав ҫынра Турӑ юратулӑхӗ чӑннипех те пулса ҫитнӗ. Хамӑр Унпа килӗшӳллӗ пулнине ҫавӑнтан пӗлетпӗр те. 6Хӑйне Турӑпа пӗрлӗхлӗ теекенӗн Иисус пурӑннӑ пек пурӑнмалла.

Ҫӗнӗ пил-хушу

7Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Сирӗн патӑра ҫӗнӗ пил-хушу ҫырса ямастӑп. Вӑл авалхи пил-хушӑвах, ӑна сире ӗненме пуҫласассӑнах панӑ. Ҫав авалхи пил-хушу сӑмахне эпир ӗненме пуҫласассӑнах илтнӗ. 8Апла пулин те, эпӗ ҫырни – ҫӗнӗ пил-хушу. Ҫав сӑмахсен чӑнлӑхӗ Христосра тата сирӗнте палӑрчӗ, мӗншӗн тесен тӗттӗмлӗх иртсе пырать, чӑн ҫутӑ ҫутата пуҫларӗ. 9Кам хӑйне ҫутӑлӑхра ҫӳретӗп тет, анчах ӗненекен тӑванне юратмасть, ҫав тӗттӗмлӗхрен тухман-ха. 10Ӗненекен тӑванне юратакан ҫутӑлӑхра ҫӳрет, унра ҫылӑха кӗресси ҫук. 11Ӗненекен тӑванне курайман ҫын вара тӗттӗмлӗх ӑшӗнче, тӗттӗмре ҫӳрет. Куҫӗ тӗттӗмпе суккӑрланнӑран вӑл хӑй ӑҫта кайнине те пӗлмест. 12Эй, ачасем! Сирӗн ҫылӑхӑрсем Христос ячӗпе каҫарӑннӑран сирӗн патӑра ҫыратӑп. 13Эй, ашшӗсем! Эсир чӑн малтан Пуррине пӗлнӗрен сирӗн патӑра ҫыратӑп. Эй, ҫамрӑксем! Эсир шуйттана ҫӗнтернӗрен сирӗн патӑра ҫыратӑп. Эй, ар ҫулне ҫитменнисем! Эсир Атте Турра пӗлнӗрен сирӗн патӑра ҫыртӑм. 14Эй, ашшӗсем! Эсир Пуҫламӑшсӑррине пӗлнӗрен сирӗн патӑра ҫыртӑм. Эй, ҫамрӑксем! Эсир ӗненӳре ҫирӗп пулнӑран, сирӗнте Турӑ сӑмахӗ пулнӑран, эсир шуйттана ҫӗнтерме пултарнӑран сирӗн патӑра ҫыртӑм.

15Тӗнчене те, тӗнчере мӗн пуррине те ан юратӑр. Тӗнчене юратакан Атте Турра юратмасть. 16Мӗншӗн тесен тӗнчере мӗн пурри йӑлтах: ӳт-пӳ хистени те, куҫ илӗртни те, пурӑнан пурӑнӑҫри мӑнкӑмӑллӑх та – Атте Турӑран мар, ку тӗнчерен. 17Тӗнче те пӗтет, тӗнче илӗртӗвӗсем те пӗтеҫҫӗ, Турӑ ирӗкне пурнӑҫлакан вара ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнать.

Антихрист ҫинчен

18Эй, ачамсем! Юлашки вӑхӑт ҫывхарать. Антихрист килесси ҫинчен эсир илтнӗ. Юлашки вӑхӑт ҫывхарнине эпир халӗ антихристсем нумайланса кайнинчен пӗлетпӗр. 19Вӗсем хамӑр хушшӑмӑртанах тухрӗҫ, анчах вӗсем нихӑҫан та пирӗннисем пулман: вӗсем пирӗннисем пулсассӑн, пирӗнпех юлӗччӗҫ. Анчах вӗсем пирӗн йышран тухрӗҫ, ҫапла майпа вӗсем пуртех те пирӗннисем марри палӑрчӗ. 20Тепӗр тесен, Хӑйӗн Сывлӑшне Паракан сире суйласа илнӗ, чӑнлӑха эсир хӑвӑрах пӗлетӗр. 21Эпӗ сирӗн патӑра эсир чӑнлӑха пӗлменрен ҫырмастӑп. Эсир чӑнлӑха та, чӑнлӑх суя ҫуратманнине те пӗлетӗр. 22Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни пулнине йышӑнман ҫын та суеҫӗ пулмасан, тата кам суеҫӗ пулӗ? Ҫавнашкал ҫын – антихрист. Вӑл Атте Турра та, Ывӑлне те йышӑнмасть. 23Ывӑлне йышӑнман ҫыннӑн Ашшӗ те ҫук. Ывӑлне ӗненекенӗн вара Ашшӗ пур. 24Ҫапла вара, эсир ӗненме пуҫласанах мӗн илтнӗ, ҫавӑ сирӗнтех юлтӑр. Илтни сирӗнте юлсассӑн вара эсир Ывӑлӗпе те, Ашшӗпе те хутшӑнса пурӑнӑр. 25Вӑл пире ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ пама шантарнӑ.

26Сире илӗртсе улталас текенсем пур пирки эпӗ ҫакна ҫыртӑм та. 27Тепӗр тесен, сире Вӑл Хӑй ҫу сӗрсе суйласа илнӗ. Ҫавӑ сирӗнтех юлӗ. Сире кам та пулин вӗрентни кирлӗ мар. Ҫу сӗрсе суйласа илни вара суя мар, чӑн. Ҫав чӑнни хӑех сире пурин ҫинчен те вӗрентет. Эппин вӑл сире мӗне вӗрентнине тытса пурӑнӑр.

Турӑ ачисем

28Ҫапла вара, ачамсем, Турӑ Суйласа илни килсессӗн, Ун умӗнче ҫирӗп кӑмӑллӑн та намӑсланмасӑр тӑрас тесен, Унӑн вӗрентӗвӗпе пурӑнӑр. 29Вӑл тӳрӗ пулнине эсир пӗлетӗр пулсан ҫакна та пӗлсе тӑрӑр: кашни тӗрӗс тӑваканах Унран ҫуралнӑ; Турӑ ачи пулать.
Copyright information for ChvIBTNT