1 Peter 2
Чӗрӗ чул тата сӑваплӑ халӑх
1Ҫапла вара, тӗрлӗ ҫилӗрен, тӗрлӗ чеелӗхпе икӗпитлӗхрен, кӗвӗҫӳрен, ҫынна хурласран хӑтӑлӑр та, 2ҫӑлӑнӑҫ илмешкӗн ӳссе ҫитеесчӗ тесе, кӑкӑр ачисем пек, чун-чӗмӗн таса сӗчӗ патне туртӑнӑр. 3Ӗнтӗ эсир астивсе пӑхрӑр, Хуҫамӑр ыррине куртӑр. 4Эсир Ун патне, чӗрӗ чул патне, ҫывхаратӑр. Ҫынсем ӑна пӑрахӑҫланӑ, анчах та Турӑшӑн вӑл паха пулнӑ, Турӑ ӑна суйласа илнӗ. 5Эсир те чӗрӗ чул евӗрлӗ. Чун-чӗм ҫуртне купаланӑ чухне Турра хӑвӑрпа усӑ курма парӑр. Иисус Христос урлӑ Турра юрӑхлӑ чун-чӗм парнисем кӳмешкӗн ҫав ҫуртра сирӗн сӑваплӑ священниксем пулмалла. 6Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Акӑ, суйласа илнӗ, хаклӑ, никӗсри тӗп чула Эпӗ Сионра хуратӑп; Ӑна ӗненекен намӑса юлмӗ». 7Ҫапла вара, сирӗншӗн, ӗненекенсемшӗн, Вӑл питӗ хаклӑскер. Ӗненменнисемшӗн – ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул кӑна. Анчах та Вӑл никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ. Вӑл – такӑнтаракан чул, такӑнтарса ӳкерекен чул. 8Турӑ сӑмахне ӗненменнисене унран такӑнма пӳрнӗ. 9Эсир вара – суйласа илнӗ халӑх, Патша священникӗсем, сӑваплӑ халӑх, Туррӑн ҫыннисем. Сирӗн тивӗҫӗр – хӑвӑра тӗттӗмрен Хӑйӗн чаплӑ ҫутине Чӗнсе илекенӗн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен хыпарласси. 10Тахҫан эсир те халӑхах пулман, халӗ – Туррӑн халӑхӗ. Тахҫан сире каҫарман, халӗ – каҫарнӑ.Турӑ чурисем пек пурӑнӑр
11Савнӑ тусӑмсем! Эсир ҫак тӗнчере юттисем, ҫул ҫӳревҫӗсем. Эпӗ сире чунӑрсемпе кӗрешекен ӳт-пӳ хистенинчен пӑрӑнма тархаслатӑп. 12Ытти халӑхсем хушшинче ырӑ туса пурӑнӑр, вӗсемшӗн тӗслӗх пулӑр. Вара вӗсем, халӗ сире усал тӑвакансем тесе хурлаҫҫӗ пулин те, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Турӑ килнӗ кун Ӑна мухтаччӑр. 13Ҫӗр ҫинчи пуҫлӑхсене Хуҫа Турӑшӑн пӑхӑнӑр: патшана – патшалӑхра чи асли пулнишӗн, 14вӑл лартнӑ пуҫлӑхсене – усал тӑвакансене айӑпласа, ырӑ тӑвакансене хисепе кӑларнишӗн. 15Мӗншӗн тесен Турӑ ирӗкӗ ҫапла: пирӗн, ырӑ туса, пӗлмесӗр калаҫакан ӑссӑр ҫынсен ҫӑварне хупламалла. 16Ирӗклӗ ҫынсем пулин те, ирӗклӗхпе витӗнсе усал тӑвакансем пек мар, Турӑ чурисем пек пурӑнӑр. 17Пурне те сума сӑвӑр, ӗненекен тӑванӑрсене юратӑр, Турӑран хӑрӑр, патшана хисеплӗр.Христос асапӗсен тӗслӗхӗ
18Эй, тарҫӑсем! Хуҫӑрсене хӑраса сума сӑвӑр. Ырӑ та хӗрхенӳллӗ хуҫасене кӑна мар, хаяррисене те сума сӑвӑр. 19Айӑпсӑрах хӗн-хур куракан хӑйӗн асапне Турӑ ҫинчен шухӑшласа тӳсӗмлӗн чӑтни Турра юрӑхлӑ. 20Айӑпа кӗнишӗн хӗненине чӑтӑмлӑн тӳсетӗр пулсан, сире мӗн мухтамалли пур? Анчах та ырӑ тунишӗн нуша куратӑр, тӳсетӗр пулсан – ҫакӑ Турра юрӑхлӑ. 21Сире ҫавӑншӑн чӗнсе илнӗ те, мӗншӗн тесен Христос пирӗншӗн асап тӳснӗ. Хӑй хыҫҫӑн пыракансем пулччӑр тесе Вӑл пире тӗслӗх кӑтартнӑ. 22Вӑл нимӗнле ҫылӑх та туман, Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнче нимӗнле ултав та пулман. 23Хӑйне сӑмахпа хур тӑвакансене Вӑл хур туман, асап кӑтартакансене асаппа хӑратман, тавӑрассине Тӳрӗ суд Тӑвакан аллине панӑ. 24Пире ҫылӑхсенчен хӑтарас, тӳрӗ пурӑнтарас тесе, Вӑл пирӗн ҫылӑхсене Хӑйӗн ӳчӗпе хӗрес ҫине ҫӗкленӗ. Эсир Унӑн суранӗсемпе сывалнӑ. 25Мӗншӗн тесен эсир ҫӗтсе кайнӑ, кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем евӗрччӗ, халӗ вара чунӑрсен Кӗтӳҫи тата Сыхлавҫи патне тавӑрӑнтӑр.
Copyright information for
ChvIBTNT