1 Peter 4
Туррӑн ырӑлӑхӗпе лайӑх хуҫа пек усӑ курӑр
1Христос сирӗншӗн ӳт-пӗвӗпе епле асап курнӑ, эсир те ҫаплах, ҫав шухӑш-кӑмӑлпах ҫирӗпленӗр. Мӗншӗн тесен ӳт-пӗвӗпе асап куракан ҫылӑха кӗме пӑрахать. 2Ҫав шухӑш-кӑмӑлпа ҫирӗпленсе вара ҫӗр ҫинчи юлнӑ кун-ҫула ҫылӑхлӑ кӑмӑл хыҫҫӑн кайса мар, Турӑ ирӗкне пӑхӑнса пурӑнасчӗ тейӗр. 3Ӗнтӗ ҫитӗ, ахаль те эсир чӑн Турра пӗлмен халӑхсем пек кӑмӑл хыҫҫӑн кайса чылай вӑхӑт хушши путсӗрленсе, аскӑнланса арҫын арҫынпа е выльӑхпа асса, ясар шухӑшласа, ӗҫке ерсе, намӑссӑр ӗҫкӗ-ҫикӗсем ирттерсе, ирсӗр кӗлеткесене пуҫҫапса пурӑнтӑр. 4Халӗ вара вӗсем, эсир ӗлӗкхи пек вӗсемпе пӗрле ҫапла путсӗр пурӑнма килӗшменнинчен тӗлӗнсе, сирӗн ҫинчен усал сӑмах сараҫҫӗ. 5Ӗнтӗ Вӑл чӗррисене те, вилнисене те суд тума хатӗр, вӗсем Унӑн умӗнче явап тытӗҫ. 6Этемле ӳт-пӗвӗпе суд умне тӑма тивнӗ пулин те, Турӑлла чун-чӗмӗпе чӗрӗлӗхе кӗрейччӗр тесе, вилнисене Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ те ӗнтӗ. 7Ӗнтӗ йӑлтах вӗҫленес вӑхӑт ҫитсе пырать. Эппин, ӑслӑ-тӑнлӑ пулӑр, кӗлтуса сыхӑ тӑрӑр. 8Пуринчен те ытларах вара пӗр-пӗрне юратӑр, мӗншӗн тесен юратулӑх нумай-нумай ҫылӑха саплаштарать. 9Пӗр-пӗринпе ӳпкевсӗр-мӗнсӗр тараватлӑ пулӑр. 10Сирӗнтен кашнинех Турӑ пултарулӑх панӑ. Эппин, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшса, Туррӑн тӗрлӗ ырӑлӑхӗпе лайӑх хуҫа пек усӑ курӑр. 11Кама вӗрентме пӳрнӗ, ҫавӑ Турӑ сӑмахӗпе калаҫтӑр. Кама Турӑ ячӗшӗн ӗҫлеме пӳрнӗ, ҫавӑ Турӑ хӑвачӗпе ӗҫлетӗр. Ҫаксене йӑлтах Иисус Христос урлӑ Турра мухтава кӑларасчӗ тесе тӑвӑр. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ, хӑватлӑ. Аминь.Христианин пек асап тӳссе
12Эй, савнӑ тусӑмсем! Хӑвӑра асап вучӗ пӗҫертсессӗн, мӗскер пулса иртет тесе ан тӗлӗнӗр – эсир асап витӗр тухса тӗрӗсленетӗр. 13Кулянас вырӑнне, Христос асапӗсене тӳсмешкӗн эпир те хутшӑнатпӑр тесе хӗпӗртӗр. Вара Унӑн мухтавӗ чӑннипех палӑрнӑ кун эсир хӗпӗртемеллипех хӗпӗртӗр. 14Сире Христос ячӗшӗн хурлаҫҫӗ пулсан, эсир телейлӗ, эппин, сирӗнте мухтав Сывлӑшӗ, Святой Сывлӑш пур. Вӗсем Ӑна хурлаҫҫӗ, эсир – мухтава кӑларатӑр ▼▼Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче юлашки пуплев ҫук.
. 15Сирӗнтен пӗрин те вӗлерсе е вӑрласа, е усал туса, е ҫынӑнне хапсӑнса айӑпланмалла ан пултӑрччӗ ҫеҫ. 16Христианин пулнӑшӑн тӳсетӗр пулсан, ан вӑтанӑр. Вӑтанас вырӑнне, ҫапла шӑпа пӳрнишӗн Турра мухтӑр. 17Суд часах пуҫланмалла. Пирӗн, Турӑ халӑхӗн, суд умне чи малтан тӑмалла. Суд тума пирӗнтен пуҫлаҫҫӗ пулсан, Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӑхӑнманнисемпе мӗн пулӗ? 18Тӳрӗ пурӑнакан ҫын аран-аран ҫӑлӑнса юлаять пулсан, Турра хисеплеменнине, ҫылӑхлине мӗн кӗтет? 19Эппин, Турӑ ирӗкӗпе асап тӳсекенсем чунӗсене Хӑй сӑмахне тытакан Пултаракана шанса паччӑр, малашне те ырӑ тусах пурӑнччӑр.
Copyright information for
ChvIBTNT