1 Thessalonians 4
Турра юрӑхлӑ пурӑнӑҫ
1Тӑвансем! Юлашкинчен эпир сире Христос Иисус ячӗпе ҫакӑн пирки тархаслатпӑр. Эпир сире Турра юрӑхлӑ епле пурӑнмаллине вӗрентсеччӗ, ҫавна сирӗн тата лайӑхрах тытса пымалла пултӑрччӗ. 2Эсир хӑвӑра Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе эпир мӗнле пил-хушусем панине пӗлсе тӑратӑр. 3Сире сӑваплатакан Турӑ ирӗкӗ сире аскӑнлӑхран пӑрӑнма хушать. 4– 5Чӑн Турра пӗлмен халӑхсем пек, ҫылӑхлӑ кӑмӑл хыҫҫӑн ан кайӑр, сирӗнтен кашниех тӳрӗ те чыслӑ пултӑр. 6Сирӗнтен пӗри те, тӗрӗс мар ҫулпа кайса, хӑйшӗн кӑна тӑрӑшса, тӑванне ан улталатӑр. Ҫакнашкал хӑтланса пурӑнакансене Хуҫа Турӑ тавӑрать. Эпир сире ун пирки малтанах ҫирӗплетсе каланӑччӗ. 7Турӑ пире ирсӗр пулмашкӑн мар, сӑваплӑ пулмашкӑн чӗнсе илнӗ. 8Турӑ пире Хӑйӗн Святой Сывлӑшне панӑ. Эппин ҫак вӗрентӗве хирӗҫлекен вӑл этеме мар, Турра хирӗҫлет. 9Ӗненекен тӑвансене юратасси ҫинчен ҫырма кирлех мар пуль, мӗншӗн тесен Турӑ сире пӗр-пӗрне юратма вӗрентнине хӑвӑрах пӗлетӗр. 10Эсир пӗтӗм Македони тӑрӑхӗнчи ӗненекенсемпе ҫапла хутшӑнса пурӑнатӑр та. Эпир вара сире пӗр-пӗрне тата ытларах юратса пурӑнма тархаслатпӑр. 11– 12Ӗненменнисем хӑвӑра хисеплеччӗр тесен, ҫителӗклӗ пурӑнас тесен, эсир лӑпкӑн, хӑвӑр ӗҫӗрпе пурӑнӑр. Эпир сире хушнӑ пек, хӑвӑра мӗн кирлине хӑвӑр ӗҫлесе илӗр.Хуҫамӑр килесси
13Тӑвансем! Сирӗн ыттисем пек, шанчӑк ҫуккисем пек кулянмалла ан пултӑрччӗ тесе, эпӗ сире вилнисем ҫинчен те пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар. 14Мӗншӗн тесен эпир Иисус вилсе чӗрӗлнине ӗненетпӗр пулсан, Иисуса ӗненсе вилнисене те Турӑ Унпа пӗрле Хӑй патне илсе пырасса шанатпӑр. 15Ҫакна эпир сире Хуҫамӑрӑн сӑмахӗпе килӗшӳллӗн калатпӑр: эпир, чӗррисем, тата Хуҫамӑр тепре киличчен пурӑнас ҫынсем, вилнисенчен малта пулмӑпӑр. 16Мӗншӗн тесен Турӑ хушнипе архангел сасси тата Турӑ трубин сасси илтӗнсе кайсассӑн тӳперен Хуҫамӑр Хӑй анӗ. Вара Христоса ӗненсе вилнисем маларах чӗрӗлсе тӑрӗҫ. 17Унтан пире, чӗррисене, Хуҫамӑрпа тӳпере тӗл пулмашкӑн вӗсемпе пӗрле пӗлӗт ҫине илӗҫ. Ҫапла эпир яланлӑхах Хуҫамӑрпа пулӑпӑр. 18Ӗнтӗ ҫак сӑмахсене каласа пӗр-пӗрне хавхалантарӑр.
Copyright information for
ChvIBTNT