‏ 1 Thessalonians 3

1Ҫавӑнпа та, уйӑрӑлӑва текех чӑтаймасӑр, Афинӑрах юлас терӗмӗр. 2Тимофей тӑванӑмӑра вара, Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерсе Турӑшӑн вӑй хуракан ӗҫри юлташӑмӑра, сире хавхалантарса ӗненӗвӗре ҫирӗплетме ятӑмӑр. 3Ҫак хӗсӗрленӗ тапхӑрта сирӗнтен пӗри те ӗненӳ пирки ан иккӗлентӗр терӗмӗр. Вӑл асапа пире тӳсме пӳрнине хӑвӑрах пӗлетӗр. 4Астӑватӑр-и, хамӑра кӗтекен асапсем пирки эпир сире хӑвӑр патӑрта чухне малтанах асӑрхаттарнӑччӗ. Калани чӑна килнине халӗ хӑвӑрах куратӑр. 5Шуйттан сире илӗртсе улталасран, хамӑр тӑрӑшса ӗҫлени харама каясран эпӗ шиклентӗм. Ҫавӑнпа та, ырана хӑвармасӑр, сирӗн ӗненӗвӗр мӗнешкел ҫирӗппине пӗлмешкӗн Тимофея ятӑм.

6Халӗ ӗнтӗ Тимофей сирӗн патӑртан лайӑх хыпарпа тавӑрӑнчӗ. Сирӗн ӗненесси те, юратасси те иксӗлмен иккен. Эсир пире ырӑпа кӑна асӑнни ҫинчен те, эпир сире курасшӑн пулнӑ пекех эсир те пире курасшӑн иккенне те Тимофей каласа кӑтартрӗ. 7Вара эпир хамӑра хӗсӗрленине, йывӑр килнине пӑхмасӑрах, сирӗншӗн, тӑвансем, савӑнтӑмӑр; сирӗн ӗненӗвӗре курса лӑплантӑмӑр. 8Эсир Хуҫа Турра ҫирӗп ӗненнине пӗлсессӗн пирӗн чун хавалӗ ҫӗкленчӗ. 9Сирӗншӗн тата пире Туррӑмӑр умӗнче эсир кӳнӗ савӑнӑҫшӑн Турра тав туса та ҫитереес ҫук. 10Сирӗнпе курнӑҫасчӗ тесе, ӗненӳре мӗн ҫитменнине ҫитересчӗ тесе, кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшса кӗлтӑватпӑр.

11Атте Туррӑмӑр тата Иисус Христос Хуҫамӑр пирӗн ҫул-йӗре сирӗн пата ҫавӑртӑрах. 12Эпир сире юратнӑ пекех, Хуҫа Турӑ сире пӗр-пӗрне те, ыттисене пурне те юратнӑҫемӗн юратмалла тутӑрччӗ. 13Ҫав юратулӑхпа Вӑл сире, Иисус Христос Хуҫамӑр Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисемпе пуринпе те тепре киличчен, ҫирӗплӗх патӑрччӗ; сирӗн Атте Турӑ умне таса сӑваплӑхпа тӑмалла пултӑрччӗ. Аминь.
Copyright information for ChvIBTNT