‏ 1 Thessalonians 5

1Эй, тӑвансем! Юлашки вӑхӑтсем ҫинчен, самант хӑҫан ҫитесси ҫинчен ҫырмашкӑн кирлех те мар пулӗ тетӗп. 2Хуҫамӑрӑн кунӗ каҫхи вӑрӑ пек кӗтмен ҫӗртен килессе эсир хӑвӑрах аван пӗлетӗр. 3Ҫынсем «лӑпкӑ та хӑрушсӑр» тенӗ чухне кӗтмен ҫӗртен аркану килет, вӑл ача ҫуратас асап пек килет. Унран никам та тарса хӑтӑлаймӗ. 4Анчах та эсир, тӑвансем, тӗттӗмлӗхре мар. Ҫав юлашки кун сирӗншӗн вӑрӑ пек кӗтмен ҫӗртен килсе тухмӗ. 5Мӗншӗн тесен эсир пурте – ҫутӑ ачисем, кун ҫути ачисем. Эпир каҫ ачисем те, тӗттӗмлӗх ачисем те мар. 6Эппин ыттисем пек ҫывӑрса выртар мар, сыхӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ пулар. 7Мӗншӗн тесен, сыхлӑха ҫухатса, ҫывӑракан ҫӗрле ҫывӑрать, ӗҫсе ӳсӗрӗлекен те ҫӗрле ӗҫет. 8Эпир вара, кун ҫути ачисем пулнӑ май, ӗненӳпе юратулӑхӑн тимӗр тумне тата ҫӑлӑнас шанчӑкӑн шлемне тӑхӑнар, хамӑр ӑс-тӑна ҫухатар мар. 9Турӑ пире Хӑйӗн ҫиллине кӑтартма мар, Иисус Христос Хуҫамӑр урлӑ ҫӑлӑнӑҫ пама палӑртса хунӑ. 10Пире пурӑннӑ чухне те, вилсессӗн те Хӑйӗнпе пултарас тесе, Христос пирӗншӗн пурӑнӑҫне панӑ. 11Ҫапла вара, халӗ эсир пӗр-пӗрне мӗнле ӳкӗтлесе, ӑс парса пурӑнатӑр, малашне те ҫаплах пулӑр.

Ҫыру вӗҫӗнче ӳкӗтленисем, саламсем

12Эй, тӑвансем! Эпир сире хӑвӑр хушшӑрта ӗҫлекенсене – Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пултармашкӑн ертсе пыракансене тата вӗрентекенсене – сума сума ыйтатпӑр. 13Вӗсене ӗҫӗсемшӗн юратӑр, пысӑка хурса хисеплӗр. Пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр. 14Тӑвансем! Сире тархасласах калатпӑр: наянсене ӗҫлеме ӳкӗте кӗртӗр, хавшак чунлисене хавхалантарӑр, вӑйсӑррисемшӗн тӗрек пулӑр. Пуринпе те чӑтӑмлӑ пулӑр. 15Асӑрхӑр, усала хирӗҫ усалпа никам та ан тавӑртӑр. Пӗр-пӗрне те, ыттисене те – яланах ырӑ тума тӑрӑшӑр. 16Яланах савӑклӑ пулӑр. 17Тӑтӑшах кӗлтӑвӑр. 18Пуриншӗн те тав тӑвӑр, сире, Христоса ӗненекенсене, Турӑ ҫапла хушать. 19Турӑ Сывлӑшне сӳнме ан парӑр. 20Пророкла каланисене ним вырӑнне те хуманни ан пултӑр. 21Ку аван-и, аван мар-и тесе шухӑшлӑр та, аванни хыҫҫӑн кайӑр. 22Тӗрлӗ усалтан аякра тӑрӑр.

23Канӑҫлӑх Турри Хӑй сире туллин сӑвапласа тасаттӑр. Иисус Христос Хуҫамӑр тепре киличчен сирӗнте йӑлтах: чун-чӗм те, чун та, ӳт-пӳ те – тӗрӗс-тӗкел упранса юлтӑр. 24Ҫакна хӑвӑра Чӗнекен тӑвӗ, Вӑл Хӑйӗн сӑмахне тытать.

25Тӑвансемӗр! Пирӗншӗн кӗлтӑвӑр. 26Ӗненекен мӗн пур тӑванӑмӑрсене сӑваплӑн, тӑванла чуптуса саламлӑр. 27Хуҫа Турра асӑнса тархаслатӑп: ҫак ҫырӑва мӗн пур ӗненекен тӑвансене вуласа парӑр. 28Сире Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗ пултӑр. Аминь.
Copyright information for ChvIBTNT