1 Timothy 2
Кӗлтума вӗрентни
1Чи малтанах эпӗ сана ҫакна каласшӑн: мӗн пур ҫынсемшӗн Турра кӗлтӑвӑр, тархаслӑр, йӑлӑнӑр, тав тӑвӑр. 2Хамӑрӑн лӑпкӑн та канӑҫлӑн, Турра хисеплесе, тасан пурӑнмалла пултӑрччӗ тесе, патшасемшӗн те, мӗн пур пуҫлӑхсемшӗн те кӗлтӑвӑр. 3Ҫапла туни Турӑшӑн, Ҫӑлаканӑмӑршӑн аван, юрӑхлӑ. 4Турӑ мӗн пур ҫын ҫӑлӑнтӑр, чӑнлӑха пӗлсе ҫиттӗр тет. 5Мӗншӗн тесен Турӑ пӗрре, этемпе Турӑ хушшинче Тӑраканни те – Иисус Христос ҫын – пӗрре. 6Мӗн пур ҫынсене ҫылӑхран тӳлесе илес тесе, Вӑл Хӑйӗн пурӑнӑҫне панӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫапла ҫирӗплетсе пӗлтернине 7ытти халӑхсем хушшине сармашкӑн мана ӳкӗтлевҫӗ тата апостол пулма суйланӑ. Эпӗ суймастӑп, Христос умӗнче чӑннине калатӑп! Мана Турра пӗлмен халӑхсене чӑнлӑхпа ӗненӳ ҫинчен каласа вӗрентме суйланӑ. 8Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ арҫынсен пур ял-хулара та кӗлтумалла тетӗп. Вӗсем ҫилленмесӗр, иккӗленмесӗр аллисене Турӑ патнелле таса шухӑшпа ҫӗклеччӗр тетӗп. 9Тата хӗрарӑмсем те тирпейлӗ тумтирпе ҫӳреччӗр, вӑтанма, таса шухӑшлӑ пулма пӗлччӗр. Ҫӳҫне-пуҫне капӑрлатас, ылтӑнпа тата ӗнчӗпе илемленес, чаплӑ тум тӑхӑнас вырӑнне 10ырӑ ӗҫ туса палӑрччӑр. Турра хисеплекен хӗрарӑмсен ҫапла пулмалла та. 11Ӳкӗтсене хӗрарӑм пӗр сӑмахсӑр, хирӗҫлемесӗр итлетӗр. 12Хӗрарӑм арҫынна ан вӗренттӗр, унпа ан хуҫалантӑр, чӗнмесӗр тӑтӑр. 13Ҫакна эпӗ акӑ мӗншӗн калатӑп: Турӑ малтан Адама пултарнӑ, кайран – Евӑна. 14Адам хӑй улталанман, хӗрарӑм, илӗртӗнсе, ҫылӑха кӗнӗ. 15Анчах та хӗрарӑм ача ҫуратса ӳстерсе ҫӑлӑнма пултарать. Паллах, ҫӑлӑнас тесессӗн унӑн ӗненсе, юратса, таса, виҫине пӗлсе пурӑнмалла.
Copyright information for
ChvIBTNT