‏ 1 Timothy 3

Чиркӳ пуҫлӑхӗсен мӗнле пулмалла

1Чӑннипех, кам чиркӳ пуҫлӑхӗ
Чиркӳ пуҫлӑхӗ – грекла епископ.
пуласшӑн, ҫав ырӑ ӗҫ тӑвасшӑн.
2Анчах та чиркӳ пуҫлӑхӗн никам тиркейми тӳрӗ пурӑнмалла: пӗрре кӑна авланмалла, хӑйне хӑй тытма пӗлмелле. Унӑн таса шухӑш-кӑмӑллӑ, йӗркеллӗ, тараватлӑ пулмалла, вӗрентме пӗлмелле. 3Чиркӳ пуҫлӑхӗн ӗҫкӗҫ, ҫын ҫине алӑ ҫӗклекен, чӑркӑш, хӑй уссишӗн тӑрӑшакан, мулшӑн ҫунакан пулмалла мар. Вӑл йӑваш та лӑпкӑ ҫын пултӑр. 4Вӑл лайӑх кил хуҫи, лайӑх ашшӗ пултӑр, ачисем ӑна хисеплеччӗр, итлеччӗр. 5Енчен те ҫын хӑйӗн кил-йышне, хуҫалӑхне йӗркеллӗ тытаймасть пулсан, епле-ха вӑл Турӑ Чиркӗвӗшӗн тӑрӑшайтӑр? 6Чиркӳ пуҫлӑхне анчахрах тӗне кӗнисене лартмалла мар, мӗншӗн тесен унашкалли мӑнкӑмӑлланса кайма пултарӗ. Вара, шуйттан пекех, суд айӑплавне тивӗҫ пулӗ. 7Тата чиркӳ пуҫлӑхӗ ҫинчен чиркӗве ҫӳременнисем те ырӑпа калаҫчӑр. Ун пирки япӑх калаҫсан унӑн шуйттан танатине лекмелле пулӗ.

Чиркӳри пулӑшуҫӑсен мӗнле пулмалла

8Ҫавнашкалах диаконсем
Диакон – малтанхи ӗненекен ушкӑнсенчи хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен.
те хисепе тивӗҫ ҫынсем пулмалла. Вӗсем икӗ питлӗ, ӗҫкӗҫ, хӑй уссишӗн тӑрӑшакан ҫынсем ан пулччӑр.
9Ӗненӳ вӑрттӑнлӑхне вӗсем таса чунӗсенче упраччӑр. 10Чиркӳри пулӑшуҫӑ пулас текенсене вара малтан тӗрӗслесе пӑхмалла, кӑлтӑк-сӑлтӑк тупӑнмасан тин чиркӳре ӗҫлесе тӑма ирӗк памалла. 11Чиркӳре пулӑшса тӑракан хӗрарӑмсен те хисепе тивӗҫ пулмалла. Вӗсем элекҫӗсем ан пулччӑр, хӑйсене хӑйсем тытма пӗлччӗр, пур енчен те шанчӑклӑ пулччӑр. 12Чиркӳри пулӑшуҫӑ та пӗрре кӑна авланнӑ ҫын пулмалла. Вӑл ачи-пӑчине те, хуҫалӑхне те лайӑх пӑхаканскер пултӑр. 13Мӗншӗн тесен ӗҫӗсене лайӑх туса пынӑ чиркӳри пулӑшуҫӑсем аслӑрах вырӑна кӗме тивӗҫеҫҫӗ, Христос Иисуса ӗненсе вӗсем хӑюлланаҫҫӗ.

Пирӗн ӗненӗвӗн вӑрттӑнлӑхӗ

14Ҫакна эпӗ сан патна часах ҫитсе курасса шанса ҫыратӑп. 15Эпӗ часах пыраймасан, хӑвна Турӑ ҫуртӗнче епле тыткаламаллине пӗлсе тӑтӑр тетӗп. Турӑ ҫурчӗ вӑл – чӗрӗ Туррӑн Чиркӗвӗ, чӑнлӑх никӗсӗпе тӗрекӗ. 16Паллах, эпир Турра хисепленин вӑрттӑнлӑхӗ пысӑкран та пысӑк: Турӑ ӳтленсе килнӗ, Вӑл Кам пулнине Сывлӑш ҫирӗплетнӗ, Ӑна ангелсем те курнӑ, Ун ҫинчен ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, тӗнче Ӑна ӗненсе йышӑннӑ, тӳпене Вӑл мухтавлӑхпа ҫӗкленнӗ.
Copyright information for ChvIBTNT