‏ 1 Timothy 5

Ӗненекенсем умӗнче хӑвна мӗнле тыткаламалла

1Ватӑ ҫынна ӳпкелешмесӗр, аҫу вырӑнне хурса, ҫамрӑксене шӑллу вырӑнне хурса ӳкӗтле. 2Карчӑксене аннӳ вырӑнне хурса, ҫамрӑк хӗрарӑмсене йӑмӑку вырӑнне хурса таса чунлӑн ӳкӗтле.

3Хӑр тӑлӑх тӑрса юлнӑ арӑмсене хисеплесе пулӑш. 4Енчен те тӑлӑх арӑмӑн ачисем е мӑнукӗсем пулсассӑн, вӗсем чи малтан кил-йышне хисеплеме вӗренччӗр. Ачи-пӑчисем ашшӗ-амӑшне ырӑпа тавӑрччӑр. Ҫапла туни Турра юрӑхлӑ. 5Чӑн-чӑн тӑлӑх арӑм, пӗччен юлсан та, Турра шанать, кунӗн-ҫӗрӗн Турра йӑлӑнса кӗлтӑвать. 6Киленсе кӑна пурӑнакан тӑлӑх арӑм вара чӗрӗллех вилнӗ пулать. 7Ҫаксене йӑлтах эсӗ вӗсене каласа ӑнлантар. Вара вӗсем тасан пурӑнӗҫ. 8Кам тӑванӗсемшӗн, уйрӑммӑнах кил-йышӗшӗн, тӑрӑшмасть, ҫав ӗненӳрен пӑрӑннӑ, унашкалли ӗненмен ҫынран та япӑхрах. 9Утмӑл ҫула ҫитнисене, пӗрре кӑна качча кайнисене чиркӳри тӑлӑх арӑмсен шутне кӗрт. 10Ҫав тӑлӑх арӑмсен ырӑ ӗҫӗсемпе палӑрмалла: ачисене пӑхса ӳстермелле, ӗненекен ҫул ҫӳренсемпе тарават пулмалла, ӗненекен тӑвансен урисене ҫуса ямалла, инкеке лекнисене пулӑшмалла, кирек епле ырӑ ӗҫе те тӑрӑшса тумалла. 11Ҫамрӑккисене вара чиркӳри тӑлӑх арӑмсен шутне ан кӗрт. Мӗншӗн тесен Христоса чунтан парӑнас вырӑнне вӗсем ӳт-пӳ хистени хыҫҫӑн каяҫҫӗ, качча тухас шухӑшпа пурӑнаҫҫӗ. 12Вӗсем ӗненӗве чунтан парӑнмашкӑн маларах панӑ сӑмахне тытмаҫҫӗ, ҫавӑнпа та айӑпа тивӗҫлӗ. 13Тата вӗсем ӗҫсӗр аптӑраса килрен киле ҫӳреме хӑнӑхаҫҫӗ. Вӗсем ӗҫсӗр аптӑраса ҫӳреҫҫӗ кӑна мар, элек сараҫҫӗ, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре хутшӑнса кӗрсе каяҫҫӗ, калама юраманнине калаҫҫӗ. 14Ҫапла вара, ҫамрӑк тӑлӑх арӑмсене манӑн качча кайма, ача-пӑча ҫуратма, кил-ҫурта пӑхса тӑма хушас килет. Ҫапла тусан вӗсем хамӑр тӑшмансене усал сӑмах сарма сӑлтав памӗччӗҫ. 15Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри, ӗненме пӑрахса, шуйттан хыҫҫӑн кайрӗ те ӗнтӗ. 16Ӗненекенсен кил-йышӗнче тӑлӑх арӑм пур пулсан, чиркӗве йывӑр ан пултӑр тесе, тӑлӑха хӑйсемех пулӑшчӑр. Вара чиркӳ хӑр тӑлӑх арӑмсене пулӑшма вӑй ҫитерӗ.

17Чиркӗве ертсе пыракан пресвитерсене
Пресвитер – малтанхи ӗненекен ушкӑнсенчи вӗрентсе ӳкӗтлекен тата ертсе пыракан.
, уйрӑммӑнах тӑрӑшса ӳкӗтлекеннисене, вӗрентекеннисене, ыттисенчен ытларах хисепле.
18Мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Авӑн ашакан вӑкӑрӑн ҫӑварне ан хупла» тата «Ӗҫлекен ҫын тӳлев илме тивӗҫлӗ» (Саккуна астутарни 25:4; Лука 10:7). 19Иккӗн е виҫҫӗн айӑп кӑтартмасӑр пресвитера айӑпланине ан йышӑн. 20Ҫылӑха кӗрекенсене, ыттисем хӑраччӑр тесе, пӗтӗм халӑх умӗнче питле. 21Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑр тата ҫӳлти престол патӗнчи ангелсем умӗнче маларах асӑрхаттарнине тытса пыма хушатӑп. Никама та мала ан хур, кӑмӑлу хыҫҫӑн ан кай. 22Алӑ хумалли йӑлана та васкаса ан ту, пӗлнӗ-пӗлмен ҫынна чиркӳре ӗҫлекен туса, унӑн ҫылӑхӗсене ан хутшӑн. Чун тасалӑхне упра. 23Шыв ӗҫсе кӑна ан пурӑн, малашне кӑштах хӗрлӗ эрех те ӗҫкеле. Вара вар-хырӑмна усӑ пулӗ, тӑтӑшах чирлемӗн.

24Хӑш-пӗр ҫынсем ҫылӑха кӗни уҫҫӑнах палӑрать, вӗсем айӑпланасси те халех курӑнать. Теприсен ҫылӑхӗсем вара каярахпа тин паллӑ пулаҫҫӗ. 25Ырӑ ӗҫсем те ҫавнашкалах палӑраҫҫӗ; енчен те вӗсем ырӑ мар пулсан, пытарӑнса юлаймӗҫ.
Copyright information for ChvIBTNT