‏ 1 Timothy 4

Ӗненме пӑрахас вӑхӑтсем ҫинчен калани

1Юлашки вӑхӑтсенче хӑшӗ-пӗрисем ӗненме пӑрахасси ҫинчен Святой Сывлӑш татӑклӑн калать. Вӗсем аташтаракан сывлӑшсене итлӗҫ, шуйттанла вӗрентӳсем хыҫҫӑн кайӗҫ. 2Ҫавнашкал вӗрентӳсене икӗ питлӗ, ҫунса кӗлленнӗ чунлӑ суя вӗрентӳҫӗсем сарӗҫ. 3Вӗсем мӑшӑрланма, хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе ҫиме чарӗҫ. Анчах та ӗненекенсем, чӑнлӑха пӗлекенсем тав туса ҫиччӗр тесе пур апат-ҫимӗҫе те Турӑ пултарнӑ-ҫке-ха. 4Турӑ пултарни вара йӑлтах лайӑх, тав туса йышӑнсассӑн йӑлтах аван, 5мӗншӗн тесен вӑл Турӑ сӑмахӗпе тата кӗлӗ тунипе сӑвапланать.

Христосӑн лайӑх тарҫи

6Эсӗ ҫакна ӗненекен тӑвансене ӑнлантарса парсассӑн, Иисус Христосӑн лайӑх тарҫи пулатӑн. Лайӑх тарҫӑ вара ӗненӳ сӑмахӗсенчен тата хӑй йышӑннӑ ырӑ вӗрентӳрен вӑй-хӑват илет. 7Карчӑк-кӗрчӗкӗн юрӑхсӑр сӑмах-юмахне итлессинчен пӑрӑн, Турра хисеплессине аталантар. 8Мӗншӗн тесен ӳт-пӗве аталантарни пӗр енчен кӑна усӑллӑ, Турра хисеплессине аталантарни вара пур енчен те усӑллӑ. Вӑл пире хальхи пурӑнӑҫра та шанчӑк парать, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗме те шантарать. 9Сӑмахӑм тӗрӗс, ӑна пурте тӗппипех йышӑнма тивӗҫ. 10Мӗншӗн тесен эпир чӗрӗ Турра шаннӑран тӑрӑшатпӑр, хур кӑтартнине тӳсетпӗр. Чӗрӗ Турӑ вара – пур ҫынна та, уйрӑммӑнах ӗненекенсене, Ҫӑлакан.

11Ҫапла каласа ӳкӗтле, вӗрент. 12Сана ҫамрӑк тесе никам та ҫӳлтен ан пӑхтӑр. Ӗненекенсем санӑн сӑмахна, пурӑнӑҫна, юратулӑхна, чун-чӗмне, ӗненӗвне, тасалӑхна тӗслӗх вырӑнне хуччӑр. 13Эпӗ пыриччен эсӗ ҫынсене Ҫырнине вуласа пар, ӳкӗтле, вӗрент. 14Пророкла каланисемпе килӗшӳллӗн священниксем алӑ хунипе хӑвна панӑ пултарулӑхна сая ан яр. 15Пурин куҫӗ умӗнче те сан ҫитӗнӗвӳсем паллӑ пулччӑр тесен, яланах тивӗҫӳ ҫинчен шухӑшла, пӗтӗм чунна парса тӑрӑш. 16Хӑвна та, ху мӗне вӗрентнине те лайӑхрах пӗлме тӑрӑш. Ҫапла тусассӑн ҫеҫ эсӗ хӑвна та, хӑвна итлекенсене те ҫӑлма пултарӑн.
Copyright information for ChvIBTNT