1 Timothy 6
1Турӑ ятне тата Унӑн вӗрентӗвне хур тума парас мар тесен, пусмӑрта пурӑнакан чурасен хӑйсен хуҫисене хисеплемелле. 2Хӑш чурасен хуҫисем хӑйсем те Турра ӗненеҫҫӗ пулсан, вӗсем пирӗн ӗненекен тӑвансем-ха тесе, чурасен хӑйсен хуҫисене хисеплемесӗр тӑмалла мар. Пачах урӑхла, хуҫисем хӑйсен савнӑ ӗненекен тӑванӗсем, ырӑ тӑваканӗсем пулнине кура, чурасен хуҫисемшӗн тата лайӑхрах тӑрӑшса ӗҫлемелле. Ҫапла ӳкӗтлесе вӗрент.Суя вӗрентӳ тата чӑн-чӑн пуянлӑх
3Кам та кам урӑхла вӗрентет, Иисус Христос Хуҫамӑрӑн тӗрӗс сӑмахӗсемпе тата Турра хисеплемелли вӗрентӳпе килӗшмест, – 4ҫавӑ мӑнкӑмӑллӑ, вӑл нимӗн те пӗлмест. Анчах та, ҫиеле тухасшӑн, яланах тавлашать. Тавлашусем вара кӗвӗҫӳ, хирӗҫӳ, йывӑр сӑмах, киревсӗр шанманлӑх ҫуратаҫҫӗ. 5Усӑсӑр тавлашусем пӑсӑк ӑслӑ ҫынсем хушшинче сиксе тухаҫҫӗ. Вӗсем, чӑнлӑха ҫухатса, Турра хисеплени пуйтарать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Унашкаллисемпе ан ҫыхлан ▼▼Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче юлашки пуплев ҫук.
. 6Мӗн пуррипе ҫырлахма пӗлекен ҫынсемшӗн Турра хисеплени, чӑнах та, пысӑк пуянлӑх. 7Мӗншӗн тесен эпир ку тӗнчене пуш алӑпа килнӗ, каясса та, паллах, пуш алӑпах кайӑпӑр. 8Ҫимелли, тумланмалли пулсассӑн ҫырлахӑпӑр. 9Пуяс текенсем вара, шуйттан илӗртнипе улталанса, танатана ҫакланаҫҫӗ. Вара вӗсем тӗрлӗ ӑссӑр та сиенлӗ шухӑш-кӑмӑл хыҫҫӑн кайса шар кураҫҫӗ, пӗтеҫҫӗ. 10Мӗншӗн тесен пӗтӗм инкек-синкек сӑлтавӗ – укҫана юратни. Хӑшӗ-пӗри, укҫа хыҫҫӑн хӑваласа, ӗненӗвӗн тӗрӗс ҫулӗнчен пӑрӑнса кайрӗҫ те хӑйсене валли хӑйсемех нумай хуйхӑ тупрӗҫ. Ӗненӳшӗн чыслӑн кӗрешесси
11Эсӗ вара, Туррӑн ҫынни, унашкаллинчен пӑрӑнса ҫӳре; тӳрӗлӗх, Турра хисеплени, ӗненӳ, юратулӑх, чӑтӑмлӑх, йӑвашлӑх патне ӑнтӑл. 12Эсӗ ӗненӳшӗн чыслӑн кӗреш. Сана ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн суйласа илнӗ. Эсӗ ун ҫинчен нумай ҫын умӗнче аван ҫирӗплетсе пӗлтертӗн. Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗресчӗ тесе тӑрӑш. 13Пурне те пурӑнӑҫ паракан Турӑ ячӗпе тата Понтий Пилат умӗнче Хӑй ҫинчен чаплӑн каласа пӗлтернӗ Христос Иисус ячӗпе сана ҫапла хушса калатӑп: 14Иисус Христос Хуҫамӑр тепре киличченех хӑвна мӗн хушнине тасан та лайӑххӑн туса пурӑн. 15Палӑртнӑ вӑхӑт ҫитсессӗн пӗртен-пӗр, хӑватлӑ, ырӑлӑхлӑ патшасен Патши, хуҫасен Хуҫи тӗнчене Христоса ярӗ. 16Турӑ – пӗртен-пӗр вилӗмсӗрскер, ҫитме ҫук ҫутӑра пурӑнаканскер, этемсенчен пӗри те Ӑна курман, кураяс та ҫук. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ та хӑватлӑ! Аминь. 17Ку тӗнчере пуяннисене каласа ӳкӗтле: вӗсем хӑйсене ытлашши мӑнна ан хуччӑр, ултавлӑ пуянлӑхне мар, чӗрӗ Турра шанччӑр. Пире савӑнса пурӑнма мӗн кирлине Турӑ туллин парать. 18Пуянсене ырӑ ӗҫ тума ӳкӗтле, вӗсем ырӑ ӗҫӗсемпе пуян пулччӑр, укҫи-тенкине ан хӗрхенччӗр, яланах пулӑшма хатӗр пулччӑр. 19Ҫапла тусан вӗсем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн мул пухӗҫ. Ҫав мул вара – пуласлӑхӑн ҫирӗп никӗсӗ. 20Тимофей! Хӑвна шанса панине упра. Пуш сӑмахран тата пӗлӳ текен, анчах чӑнлӑха хирӗҫлекен суя сӑмахран пӑрӑн. 21Шел пулин те, хӑшӗ-пӗрисем, ҫавнашкал пӗлӳ хыҫҫӑн кайса, ӗненӳрен пӑрӑнчӗҫ. Сана Турӑ тивлечӗ пултӑр. Аминь.
Copyright information for
ChvIBTNT