2 Corinthians 1
Саламлани
1Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христосӑн апостолӗ пулма тивӗҫнӗ Павелран тата Тимофей тӑванӑмран – Коринфри Турӑ чиркӗвне тата пӗтӗм Ахаияри мӗн пур ӗненекенсене. 2Сире Атте Туррӑмӑртан тата Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр.Павел Турра тав туни
3Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри тата Ашшӗ мухтавлӑ пултӑр! Вӑл – хӗрхенӳлӗхӗн Ашшӗ, тем тӗрлӗ лӑплантару Турри. 4Вӑл пире тӗрлӗ хӗн-хурта лӑплантарать. Турӑ панӑ ҫав лӑплантарупа эпир те хӗн-хур куракансене лӑплантарма пултаратпӑр. 5Пурӑнӑҫӑмӑрта Христос тӳснӗ пек асапсем нумайланса пынӑҫемӗн эпир Христос урлӑ нумайрах та нумайрах лӑплантару илетпӗр. 6Хурлӑх курасса та эпир сире лӑплантарма, ҫӑлӑнӑҫ пама куратпӑр. Лӑплану илнӗрен вара эпир чӑтнине эсир те тӳсӗмлӗн чӑтаятӑр. 7Эпир сире ҫирӗп шанатпӑр. Лӑплану илессе те эпир сире лӑплантарма, ҫӑлӑнӑҫ пама илетпӗр. Эпир ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: хурлӑхра та, лӑпланура та эсир яланах пирӗнпе пӗрле. 8Эй, тӑвансем! Эпир Асире мӗнле хӗн-хур тӳснине сире пӗлтермесӗр хӑварас килмест. Ҫав чӑтма ҫук йывӑр асапа пула эпир хамӑр чӗрӗ юласса та шанма пӑрахнӑччӗ, 9пире вилмех пӳрнӗ пулӗ тенӗччӗ. Анчах та мӗн пулни йӑлтах хамӑра мар, вилнисене чӗртекен Турра шанмашкӑн пулса иртнӗ иккен. 10– 11Турӑ ун чухне пире, вилес патнех ҫитнӗскерсене, хӑтарчӗ; халӗ те хӑтарать. Эсир пирӗншӗн кӗлтусах тӑрсан, Турӑ пире малашне те хӑтарасса шанатпӑр. Вара, нумайӑшӗн кӗллине илтсе, пире хӗрхеннӗшӗн нумай-нумай ҫын Турра тав тӑвӗ.Павел Коринфа вӑхӑтра пырайманни
12Эпир вара таса чунпа ҫакна калатпӑр: ҫынсемпе, уйрӑммӑнах сирӗнпе, эпир пӗр чеелӗхсӗр, Турра юрӑхлӑ пек уҫӑ кӑмӑллӑ пултӑмӑр; этем ӑслӑлӑхӗпе мар, Турӑ ырӑлӑхӗпе пурӑнтӑмӑр. Ҫавӑншӑн эпир мухтанатпӑр. 13– 14Ҫырасса та эпир сирӗн пата вуласа ӑнланма ҫук япаласем ҫинчен ҫырмастпӑр. Иисус Христос Хуҫамӑрӑн кунӗнче эпир сирӗн урлӑ, эсир пирӗн урлӑ мухтава тухасса ӑнлана пуҫларӑр, ӗнтӗ тӗппипех ӑнланса илессе шанатӑп. 15Ҫакна ҫирӗп шанса, сире тепӗр хут чун-чӗм пархатарӗ парас тесе эпӗ сирӗн патӑра маларах пырасшӑнччӗ. 16Пӗрре эпӗ сирӗн патӑра Македоние кайнӑ чухне ҫула май кӗресшӗнччӗ, тепре – унтан тавӑрӑннӑ чухне. Эсир вара мана Иудейӑна ӑсатса ярӑттӑр. 17Ҫапла шухӑшласа эпӗ ҫӑмӑлттайла хӑтлантӑм-ши? Е мӗн те пулин тума шухӑшласан ҫак тӗнче ҫыннисем пек пӗрре апла, тепре капла калаҫатӑп-и? 18Эпир сире пӗрре апла, тепре капла темен. Турӑ епле шанчӑклӑ, пирӗн сӑмахӑмӑр та ҫапла шанчӑклӑ. 19Эпӗ те, Силуан та, Тимофей та – виҫсӗмӗр те – сирӗн патӑрта Турӑ Ывӑлӗ Иисус Христос ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентрӗмӗр. Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне ҫӗр ҫине килтерни «ҫапла» е «ҫук» тени мар, татӑклӑн «ҫапла» тени пулать. 20Турӑ шантарнисем Христосра пурте «ҫапла». Ҫавӑнпа та эпир Христос урлӑ Турра «аминь» тесе мухтатпӑр. 21Пире те, сире те Христоспа пӗрлӗхлӗ туса ҫирӗплетекенӗ, суйласа илекенӗ вара – Турӑ. 22Вӑл пире Хӑйӗн пичечӗпе палӑртнӑ, пулассине шантарса чӗремӗрсене Хӑйӗн Сывлӑшне хывнӑ. 23Турӑ умӗнче калатӑп: сире хӗрхеннӗрен эпӗ Коринфа халӗ те пырса ҫитейместӗп-ха. 24Эпир сирӗн ӗненӗвӗрпе пуҫ пуласшӑн мар – сире савӑнтармалӑх сирӗнпе пӗрле тӑрӑшасшӑн. Ӗненӳре вара эсир хӑвӑрах ҫирӗп.
Copyright information for
ChvIBTNT