2 Corinthians 10
Павел хӑйӗн апостол ӗҫне хӳтӗлени
1Эпӗ, Павел, сирӗнпе куҫа-куҫӑн чухне йӑвашскер, сирӗнтен аякра чухне хаярскер, сире Христос йӑвашлӑхӗпе тата хӗрхенӳлӗхӗпе ӳкӗтлетӗп. 2Сирӗн патӑра пырсассӑн мана хаяр та ҫирӗп пулма сӑлтав ан парӑрах. Хӑш-пӗрисен шухӑшӗпе, эпир хамӑра ҫак тӗнче ҫыннисем пекех тыткалатпӑр имӗш; вӗсене вара ҫирӗплӗхӗме кӑтартас шухӑш пур манӑн. 3Мӗншӗн тесен эпир ҫак тӗнчерех пурӑнатпӑр пулин те, Ырӑ Хыпаршӑн ҫак тӗнчерисен мелӗсемпе ҫапӑҫмастпӑр. 4Пирӗн ҫар хатӗрӗ ку тӗнчери мар, Турӑ хӑвачӗпе вӑл крепоҫсене те аркатаять. Унпа эпир хамӑра хирӗҫле ӑслӑ пек шухӑшсене те, 5Турра пӗлессине хирӗҫлекен кирек епле мӑнкӑмӑллӑха та аркататпӑр; кирек епле шухӑш-ӗмӗте те Христос ирӗкне пӑхӑнтармашкӑн тыткӑна илетпӗр. 6Эсир Христоса пӗтӗм чун-чӗререн пӑхӑнсан вара эпир кирек епле итлеменлӗхшӗн те явап тыттарма хатӗр. 7Ҫынна тулашӗнчен пӑхса кӑна хаклатӑр-и? Кам хӑйне хӑй Христоспа пӗрлӗхлӗ тет, ҫав, хӑйӗнпе танлаштарса, пирӗн ҫинчен те хӑйӗн пекех Христоспа пӗрлӗхлӗ тесе шутлатӑр. 8Эпӗ хамӑра Хуҫамӑр панӑ ирӗкпе тата ытларах мухтанас пулсан та, намӑса юлмӑп; пире ҫав ирӗке чунӑрсене аркатма мар, ҫирӗплетме панӑ. 9Эпӗ сире ҫырусемпе кӑна хӑратнӑн ан туйӑнтӑр тата. 10«Ҫырӑвӗсенче вӑл хаяр та паттӑр, анчах та куҫа-куҫӑн калаҫнӑ чухне халсӑр, сӑмахӗ те унӑн ниме тӑмасть», – теҫҫӗ хӑшӗ-пӗрисем. 11Унашкаллисем ҫакна пӗлсе тӑччӑр: аякран эпир мӗн каласа ҫыратпӑр, куҫкӗрет ӗҫӗмӗрте те ҫавнашкалах. 12Хамӑра эпир хӑйсене мӑнна хуракансемпе танлаштарма е пӗр картлашка ҫине лартма хӑяймастпӑр. Вӗсем хӑйсене хӑйсем хакласа, хӑйсен виҫипе виҫсе, ӑссӑрла хӑтланаҫҫӗ. 13Эпир виҫесӗр мухтанмастпӑр. Мухтанмалли ӗҫӗмӗрӗн анине пире Турӑ чикӗлесе панӑ. Эсир те ҫав ана ҫинчех. 14Енчен те эпир сирӗн патӑра Христосӑн Ырӑ Хыпарне ҫитермен пулсан, пире чиккине пӗлмесӗр мухтанатӑр теме пулатчӗ, анчах та эпир Ырӑ Хыпар пӗлтерсе сирӗн пата та ҫитнӗ вӗт-ха. 15Чикӗ урлӑ каҫса ыттисен ӗҫӗпе мухтанас шухӑш вара пирӗн ҫук. Анчах та ӗненӗвӗр ҫирӗпленсе пынӑҫемӗн сирӗн хушшӑрти ӗҫӗмӗр сулмаклӑрах пуласса шанатпӑр. 16Вара эпир Ырӑ Хыпара ытти ҫӗр-шывсенче те ӳкӗтлесе вӗрентӗпӗр, паллах, унта ыттисем тунӑ ӗҫпе, янттипе, эпир мухтанмӑпӑр. 17Мухтанас текен Хуҫа Турӑпа мухтантӑр. 18Хӑйне хӑй ырлакан ҫын мухтавлӑ мар, Хуҫа Турӑ ырлакан ҫын мухтавлӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT