2 Corinthians 11
Павел тата суя апостолсем
1Мухтанса ӑссӑрла тыткаланишӗн эсир мана кӑштах каҫарас пулсанччӗ! Тепӗр тесен, эсир мана каҫарнине пӗлетӗп. 2Эпӗ сире Турӑ кӗвӗҫӗвӗпе кӗвӗҫсе чунӑма ҫунтаратӑп, мӗншӗн тесен эпӗ сире пӗртен-пӗр ар валли – Христос валли – ҫураҫрӑм, сире Ун умне таса хӗр халлӗн тӑратасчӗ тетӗп. 3Анчах та ҫӗлен чееленсе Евӑна улталанӑ пек, эсир те, Христоса тӳрӗ кӑмӑлпа ӗненессине пӑрахса, ӑсӑра пӑсасран хӑратӑп. 4Мӗншӗн тесен кам та пулин сирӗн патӑра пырса эпир вӗрентнӗ Иисусран урӑхли ҫинчен вӗрентсен – эсир ҫав ҫынна пачах та хирӗҫлеместӗр. Эпир илтернӗ Сывлӑша мар, урӑхлине сӗнсен – эсир илетӗр. Эпир вӗрентнӗ Ырӑ Хыпара мар, урӑхлине пӗлтерсен, эсир йышӑнатӑр. 5Аслӑ текен апостолсенчен эпӗ хама кӑшт та кӗҫӗне хумастӑп. 6Сӑмах ӑсти мар пулин те, хама пӗлӳсӗр тееймӗп. Тепӗр тесен, ҫакна эпир сире тӗрлӗ лару-тӑрура тӗрлӗ майпа кӑтартса патӑмӑр. 7Эпӗ сире Туррӑн Ырӑ Хыпарне тӳлевсӗр-мӗнсӗр ӳкӗтлесе вӗрентрӗм. Сире асла кӑларас тесе хама мӗскӗнлетсе ҫылӑха кӗтӗм-ши вара? 8Сирӗншӗн тӑрӑшасчӗ тесе эпӗ ытти ӗненекен ушкӑнсем паракан пулӑшупа пурӑнтӑм, вӗсене тӑккаланмалла турӑм. Сирӗн патӑрта чухне ҫити-ҫитми пурӑнтӑм пулин те, эпӗ никама та йывӑрлӑх кӳмерӗм. 9Мӗншӗн тесен Македонирен килнӗ ӗненекен тӑванӑмсем манӑн ҫитменнине ҫитерсех тӑчӗҫ. Сире йывӑрлатас марччӗ тесе эпӗ пур тӗлӗшӗнчен те тӑрӑшрӑм, тӑрӑшӑп та. 10Ӑшӑмри Христос чӑнлӑхӗпе калатӑп: пӗтӗм Ахаия тӑрӑхӗнче ҫав мухтавӑма манран никам та туртса илеймӗ. 11Мӗншӗн ҫапла тӑватӑп-ха? Тен, сире юратманран? Ку апла маррине Турӑ пӗлет, ҫапах та халиччен мӗнле туса пурӑнтӑм, малашне те ҫаплах тӑвӑп. 12Хӑйсем мухтанакан ӗҫӗнче пирӗн пек пулмашкӑн сӑлтав шыракансене унашкал сӑлтав туса парас марччӗ. 13Ҫавнашкал ҫынсем – суя апостолсем, чеен ӗҫлесе вӗсем хӑйсене Христос апостолӗсем пек кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ. 14Кунтан тӗлӗнме кирлех те мар, мӗншӗн тесен шуйттан хӑй те ҫутӑ ангелӗ пек курӑнма тӑрӑшать. 15Ҫавӑнпа та шуйттан тарҫисем хӑйсене чӑнлӑх тарҫисем пек кӑтартма тӑрӑшнинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук. Вӗсем ӗҫне кура вӗҫне тупӗҫ.Апостол пулнӑшӑн Павел асап курни
16Ҫакна татах калам: кам та пулин мана ӑссӑр тесе ан шутлатӑрччӗ. Ун пек шухӑшлакан пур пулсан, мухтанкалатӑр ара тесе, мана ӑссӑр вырӑнне те пулин йышӑнсамӑр. 17Каласса калатӑп-ха, анчах ку сӑмахсем Хуҫа Турӑран мар. Ҫавнашкал мухтанма хӑйса эпӗ ӗнтӗ ӑссӑрла хӑтланатӑп. 18Нумайӑшӗ ку тӗнчере хӑйсен мӗн пуррипе мухтанаҫҫӗ пулсан, эпӗ те мухтанам. 19Мӗншӗн тесен эсир, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем, леш ӑссӑрсене чиперех тӳсетӗр. 20Хӑвӑра кам та пулин пусмӑрланине те, алӑри ҫӑкӑра туртса илнине те, ҫаратнине те, хӑвӑрпа мӑнкӑмӑллӑ тыткаланине те, ҫупкӑ ҫитернине те эсир чӑтатӑр. 21Намӑс пулин те, йышӑнмах тивет: ун пек хӑтланма эпир пултараймарӑмӑр. Ӑссӑрла калам: ҫынсем мӗнпе те пулин мухтанма хӑяҫҫӗ пулсан, эпӗ те хӑям. 22Вӗсем еврей-и? Эпӗ те. Вӗсем Израиль ҫыннисем-и? Эпӗ те. Авраам тӑхӑмӗсем-и? Эпӗ те. 23Вӗсем Христос тарҫисем-и? Ӑссӑрла калатӑп: эпӗ тарҫӑран та тарҫӑрах. Эпӗ вӗсенчен чылай нумайрах ӗҫлерӗм, пайтах патак ҫирӗм, тӗрмесенче нумайрах лартӑм, тӑтӑшах вилӗмпе куҫа-куҫӑн пултӑм. 24Иудейсем мана пилӗк хутчен чӗн пушӑпа вӑтӑр тӑхӑр хут ҫаптарчӗҫ. 25Виҫӗ хутчен мана патакпа хӗнерӗҫ. Пӗррехинче кӑшт кӑна чулпа пере-пере вӗлеретчӗҫ. Виҫӗ хутчен караппа путма тӑтӑм, талӑка яхӑн мана тинӗс хумӗсем лӑскарӗҫ. 26Эпӗ нумай ҫул ҫӳрерӗм, нумай хура-шур куртӑм: юхан шывсем ҫинче те, вӑрӑ-хурахсенчен те, хамӑр халӑх ҫыннисенчен те, ытти халӑх ҫыннисенчен те, хулара та, пуш хирте те, тинӗсре те, суя тӑвансенчен те. 27Кун-ҫулӑм халтан кайиччен ӗҫлесе, ҫывӑрнӑ-ҫывӑрман, ҫинӗ-ҫимен, ӗҫнӗ-ӗҫмен иртрӗ; выҫӑпа, сивӗпе, тумтирсӗр пӗрре мар аптӑрарӑм. 28Тем те пӗр курнисӗр-тӳснисӗр пуҫне, ман патӑмра тата куллен халӑх, манӑн мӗн пур ӗненекен ушкӑншӑн та тӑрӑшмалла. 29Халтан каяканпа пӗрле эпӗ халсӑр юлатӑп, ҫылӑха кӗрес ҫынсемшӗн эпӗ те чуна ҫунтаратӑп. 30Мухтанас тесен манӑн хамӑн халсӑрлӑхӑмпа мухтанмалла. 31Эпӗ суйманнине Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ Ашшӗ тата Турри пӗлет. 32Эпӗ Дамаск хулинче чухне Арета патшан унти пуҫлӑхӗ мана тытас тесе хула хапхи умне хурал тӑратрӗ. Мана лӑпӑ ҫине лартса хӳме ҫинчи чӳречерен вӗренпе антарса тартрӗҫ, ҫапла эпӗ унӑн аллинчен хӑтӑлса юлтӑм.
Copyright information for
ChvIBTNT