‏ 2 Corinthians 12

Турӑ кӑтартнӑ курӑнусемпе уҫӑлусем

1Усӑллӑ мар пулин те, татах мухтанам-ха. Ӗнтӗ хама Хуҫа Турӑ кӑтартнӑ курӑнусемпе уҫӑлусем ҫинчен каласа парам. 2Эпӗ Христоса ӗненекен пӗр ҫынна паллатӑп. Вун тӑватӑ ҫул каялла ҫавна (те ӳт-пӗвне, те чунне – пӗлейместӗп, Турӑ кӑна пӗлет) пӗлӗтӗн виҫҫӗмӗш хутне ҫӗклесе кайнӑ. 3Тата ҫав ҫын ҫинчен ҫакна пӗлетӗп. Те ӳт-пӗвӗпе, те чунӗпе – пӗлейместӗп, Турӑ кӑна пӗлет, 4ӑна рая ҫӗклесе кайнӑ. Вӑл унта этем каласа кӑтартайми, калама та юраман сӑмахсем илтнӗ. 5Ҫавӑн пек ҫынпа мухтанма та пултаратӑп, хампа мухтанаймӑп, манӑн мухтанмалли те халсӑрлӑхӑм кӑна. 6Тепӗр тесен, мухтансан та ӑссӑр пек курӑнмӑп, мӗншӗн тесен чӑннине калӑп. Анчах та эпӗ шарламӑп – ахальлӗн кам та пулин ман пирки хӑй курнинчен те, эп каланинчен те ытларах шухӑшлӗ. 7Хама Турӑ нумай уҫса панипе мӑнкӑмӑлланса каясран вара чир-чӗр сӑнни ӳт-пӗвӗме витерчӗ. Мӑнкӑмӑлланса каясранах мана тертлентерме шуйттан ангелне ячӗҫ. 8Ӑна манран сиртӗр тесе эпӗ Хуҫа Турра виҫӗ хутчен тархасларӑм. 9Анчах та Хуҫамӑр мана ҫапла каларӗ: «Эпӗ сана ырӑлӑх патӑм, унпа сана ҫитет, мӗншӗн тесен Манӑн хӑватӑм халсӑрлӑхра туллин палӑрать». Ҫавӑнпа та, ӑшӑмри Христос хӑвачӗ яланах пултӑр тесе, эпӗ халсӑрлӑхӑмпа малтанхинчен те ытларах мухтанатӑп. 10Ӗнтӗ эпӗ халсӑр чухне, хама кӳрентернӗ чухне, нушаллӑ чухне, хама хӗсӗрленӗ чухне, Христосшӑн асап курнӑ чухне хӗпӗртетӗп. Мӗншӗн тесен халсӑр чухне эпӗ хӑватлӑ.

Павел Коринфри ӗненекен ушкӑншӑн пӑшӑрханни

11Ӗнтӗ эпӗ мухтанса ӑссӑрах тухатӑп. Эсир хӑвӑр мана ҫавӑн патне ҫитертӗр. Мана сирӗн ырламаллаччӗ, мӗншӗн тесен, ним тӗшне те тӑмастӑп пулин те, аслӑ текен апостолсенчен эпӗ нимӗнпе те кая мар. 12Хам апостол пулнине эпӗ сирӗн умӑрта вӑйлӑ чӑтӑмлӑхпа, тӗрлӗрен тӗлӗнмелле ӗҫсемпе, паллӑсемпе тата хӑватсемпе ҫирӗплетсе патӑм. 13Ытти ӗненекен ушкӑнсемпе танлаштарсан, ҫитменни сирӗн мӗн пулчӗ? Эпӗ сире йывӑрлӑх кӳмерӗм, ҫавӑ кӑна. Эппин, ҫав айӑпшӑн каҫарсамӑр мана. 14Ӗнтӗ эпӗ сирӗн патӑра виҫҫӗмӗш хут пымашкӑн хатӗр. Эпӗ сире йывӑрлӑх кӳмӗп, мана сирӗнтен янтти кирлӗ мар, эсир хӑвӑр кирлӗ. Ачисен ашшӗ-амӑшӗ валли тупра пухмалла мар, ашшӗ-амӑшӗн ачисем валли пухмалла. 15Эпӗ сире питӗ юрататӑп пулин те, эсир мана юратсах каймастӑр. Апла пулин те, сирӗншӗн савӑнсах тӑкакланӑп, сирӗн чунӑршӑн хама пуҫӗпех парӑп. 16Эпӗ сире тӑкаклантарман пулсан та, тен, чеескер, сиртен улталаса илнӗ тесе шутлатӑр? 17Сирӗн патӑра янӑ ҫынсем урлӑ эпӗ хамшӑн тӑрӑшса сирӗнтен мӗн те пулин илтӗм-и? 18Эпӗ Тита сирӗн патӑра кайма ӳкӗте кӗртрӗм, унпа пӗрле тӑвансенчен пӗрне ятӑм. Тит сирӗнтен мӗн те пулин илчӗ-и? Эпир унпа пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ мар-им вара? Пӗр ҫул-йӗрпех ҫӳреместпӗр-им вара?

19Эпир сирӗн умӑрта тӳрре тухма тӑрӑшатпӑр тесе шутламастӑр-и тата? Эпир, Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, мӗн каланине Турӑ умӗнче калатпӑр. Эй, савнӑ ҫыннӑмсем! Ҫакна эпир йӑлтах сирӗн ӗненӗвӗре ҫирӗплетес тесе тӑватпӑр. 20Эпӗ акӑ мӗншӗн шикленетӗп: сирӗн патӑра пырӑп та, эсир эпӗ ӗмӗтленнӗ пек пулмӑр, эпӗ те эсир ӗмӗтленнӗ пек пулмӑп. Сирӗн хушшӑрта харкашу, кӗвӗҫӳ, тарӑху, хирӗҫӳ, элек, сӑмах сарни, мӑнкӑмӑллӑх, йӗркесӗрлӗх пуррине манӑн курас марччӗ. 21Сирӗн патӑра пырсассӑн Туррӑм мана каллех мӗскӗнрен те мӗскӗне хӑварасран шикленетӗп. Ирсӗр ӗҫ туса, аскӑн та пӑсӑк пурӑнса ҫылӑха кӗнӗ хыҫҫӑн ӳкӗнмен нумай ҫыншӑн манӑн хӳхлесе йӗмелле ан пултӑрччӗ.
Copyright information for ChvIBTNT