‏ 2 Corinthians 13

Ҫыру вӗҫӗнчи асӑрхаттарусемпе саламсем

1Сирӗн патӑра виҫҫӗмӗш хут пыратӑп ӗнтӗ. «Икӗ е виҫӗ ҫын кӑтартса парсан, кирек епле айӑплав сӑмахӗ те чӑн шутланать», – тенӗ Ҫырнинче. 2Эпӗ сире иккӗмӗш хут пынӑ чухнех, малтанах асӑрхаттарнӑччӗ; халӗ каллех, хам сирӗнпе мар чухне, маларах ҫылӑхлӑ пурӑннисене те, ыттисене те тепре асӑрхаттарса ҫыратӑп. Пырсассӑн никама та каҫару пулмӗ. 3Христос хӑвӑрпа ман урлӑ калаҫнине ӗнентерме ыйтатӑр эсир. Сирӗншӗн Вӑл вӑй-хӑватне шеллемест, Унӑн вӑй-хӑвачӗ сирӗнте палӑрать. 4Ӑна халсӑр чухне пӑталанӑ пулин те, халӗ Вӑл Турӑ хӑвачӗпе чӗрӗ. Эпир те ҫавнашкалах, Унпа пӗрлех халсӑр; анчах та, Турӑ хӑвачӗпе, сирӗн хушшӑрта Унӑн чӗрӗлӗхӗпе палӑрӑпӑр.

5Хӑвӑртан хӑвӑр ыйтӑр: ҫирӗп ӗненетӗр-и? Хӑвӑра хӑвӑр тӗрӗслесе пӑхӑр. Е хӑвӑр ӑшӑрти Иисус Христоса та пӗлейместӗр? Пӗлейместӗр пулсан, тӗрӗслев витӗр тухаймарӑр пулать вара. 6Хамӑр пирки калас пулсан, эпир тӗрӗслев витӗр тухнине хӑвӑрах ӑнланса илессе шанатӑп. 7Сирӗн нимӗнле усал ӗҫ те тумалла ан пултӑрччӗ тесе Турра кӗлтӑватпӑр. Ҫакна эпир хамӑра тӗрӗслев витӗр тухнӑ пек кӑтартасшӑн тумастпӑр. Эпир тӗрӗслев витӗр тухайман пек туйӑнсан та, сирӗн ырринех тумалла пултӑрччӗ тетпӗр. 8Мӗншӗн тесен эпир чӑнлӑха хирӗҫ кайма пултараймастпӑр, чӑнлӑх майлӑ пулма ҫеҫ пултаратпӑр. 9Эпир хамӑр халсӑр чухне эсир вӑйлӑ пулнишӗн савӑнатпӑр. Сирӗн чун-чӗмпе аталанса ҫитмелле пултӑрччӗ тесе кӗлтӑватпӑр та ӗнтӗ. 10Сирӗн патӑра пырсан Хуҫамӑр панӑ ирӗкӗмпе сире ятламалла ан пултӑрччӗ манӑн. Ҫав ирӗкӗме аркатмашкӑн мар, пултармашкӑн панӑ, ҫавӑнпа хам пыриччен ҫырса яратӑп та ӗнтӗ.

11Эй, тӑвансем! Ҫыру вӗҫӗнче ҫакна калам: савӑнӑр, чун-чӗмпе пахаланӑр, пӗр-пӗрне хастарлатӑр, пӗр шухӑшлӑ пулса, килӗштерсе пурӑнӑр. Вара юратулӑхпа канӑҫлӑх Турри сирӗнпе пулӗ. 12Пӗр-пӗрне сӑваплӑн, тӑванла чуптуса саламлӑр. Сире мӗн пур ӗненекенсем салам яраҫҫӗ. 13Сирӗнте пурсӑрта та Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗ, Атте Турӑ юратулӑхӗ тата Святой Сывлӑш паракан тӑванлӑх пултӑр. Аминь. 14
Copyright information for ChvIBTNT