2 Corinthians 2
1Ҫапла вара, эпӗ сирӗн патӑра пырса татах кулянтарса ҫӳрес темерӗм. 2Сире кулянтарсан мана савӑнтараканӗ кам пулӗ? Эсирех, хам кулянтарнисемех, мар-и вара? 3Сирӗн патӑра пырсассӑн эсир мана савӑнтарасса кӗтетӗп. Ҫавӑнпа та, кулянмалла пулса ан тухтӑрччӗ тесе, ҫакна пыричченех ҫыртӑм та ӗнтӗ, мӗншӗн тесен манӑн савӑнӑҫӑм сирӗншӗн пуриншӗн те савӑнӑҫ. Эпӗ сирӗн пирки иккӗленместӗп. 4Ҫырасса та эпӗ сирӗн патӑра питӗ хуйхӑллӑ, суранлӑ чӗрепе, вӗри куҫҫуль юхтарса ҫыртӑм. Сире кулянтарас тесе мар, хам сире мӗн тери юратнине пӗлччӗр терӗм.Кӳрентерекенсене каҫарасси
5Мана кӳрентерекен те пулчӗ-ха, анчах вӑл мана кӑна мар, сире пурсӑра та пӑртак кӳрентерчӗ. Ӳстерсе калас мар тенӗрен пӑртак тетӗп-ха. 6Ҫавнашкал ҫыншӑн нумайӑшӗ питлени хӑех айӑплани пулӗ. 7Ӗнтӗ вӑл ытлашши хуйха ан ӳктӗр тесен, эсир ӑна каҫарни, лӑплантарни вырӑнлӑрах. 8Ҫавӑнпа та тархасласах ыйтатӑп: хӑвӑр ӑна малтанхиллех юратнине кӑтартса парӑр. 9Малтанхи ҫырӑвне те эпӗ сире тӗрӗслесе пӑхас тесе, сӑмахӑмран иртместӗр-ши тесе ҫырнӑччӗ. 10Эсир кама каҫаратӑр, эпӗ те ӑна каҫарӑп. Эпӗ те, кама та пулин каҫарсан, ӑна Христос умӗнче сирӗншӗн каҫаратӑп. 11Ҫапла туни пире шуйттан ҫиеле тухасран хӑтарать; унӑн киревсӗр шухӑшӗсем пирӗншӗн паллӑ.Павел канӑҫсӑрлӑхӗ тата лӑпланӑвӗ
12Эпӗ Троадӑна Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерме пырсассӑн, Хуҫамӑр мана лайӑх майсем уҫса пачӗ. 13Ҫапах та манӑн ӑшӑм вӑркарӗ, мӗншӗн тесен эпӗ унта Тит тӑванӑмӑра тупаймарӑм. Вара унтисемпе сывпуллашрӑм та Македоние тухса кайрӑм. 14Тавах Турра! Турӑ пире Христос урлӑ яланах ҫӗнтерӳллӗ тӑвать. Пирӗн урлӑ вара Хӑй ҫинчен пур ҫӗрте те техӗмлӗ те чаплӑ пӗлӳ сарать. 15Эпир Турӑшӑн – Христосӑн техӗмлӗхӗ. Ҫав ырӑ шӑршӑ ҫӑлӑнакансем хушшинче те, пӗтекенсем хушшинче те сарӑлать. 16Пӗрисемшӗн эпир вилӗм кӳрекен пӗтмелли шӑршӑ, теприсемшӗн – чӗрӗлӗх паракан пурӑнӑҫ шӑрши. Ҫак тивӗҫе кам хӑй ҫине илме пултарӗ? 17Нумайӑшӗ Турӑ сӑмахне пӑсса вӗрентеҫҫӗ, эпир апла вӗрентместпӗр. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, Турӑ сӑмахне Унӑн ҫыннисем пек таса чунпа пӗлтерсе, Турӑ умӗнче вӗрентетпӗр.
Copyright information for
ChvIBTNT