2 Corinthians 3
Ҫӗнӗ Халалшӑн тӑрӑшакансем
1Сире хамӑрпа ҫӗнӗрен паллаштармалла-и? Хӑшӗ-пӗрисем сирӗн патӑра пынӑ чухне е сирӗн патӑртан кайнӑ чухне ятарласа хӑйсене ырланӑ ҫыру ҫыртараҫҫӗ. Пире вӑл кирлӗ-и? Паллах, кирлӗ мар. 2Пирӗн ҫыру – эсир. Ӑна чӗремӗрсенче ҫырнӑ, ӑна пурте пӗлеҫҫӗ, пурте вулаҫҫӗ. 3Эсир Христосӑн ҫырӑвӗ иккенне хӑвӑрах кӑтартса паратӑр. Эпир тӑрӑшнипе ӑна чернилпа мар, чӗрӗ Туррӑн Сывлӑшӗпе ҫырнӑ. Ӑна чул хӑма ҫине мар, этем чӗрисем ҫине ҫырнӑ. 4Пирӗн ҫак ҫирӗп шанчӑк Христос урлӑ Турӑран килет. 5Мӗн те пулин хамӑртан килет текен шухӑш пирӗн пуҫа та пырса кӗмест, мӗншӗн тесен пирӗн пултарулӑх – Турӑран. 6Турӑ пире Ҫӗнӗ Халалшӑн тӑрӑшма пултарулӑх панӑ. Ҫав Халалра вара чи кирли – ҫырнӑ сас палли мар, Сывлӑш. Мӗншӗн тесен саккунри чӗрӗ мар сас палли вилӗм кӳрет, Сывлӑш вара чӗрӗлӗхлӗ тӑвать. 7Чул хӑмасем ҫине ҫырнӑ чӗрӗлӗх парайман сас паллишӗн ӗҫлесе тӑни те мухтавлӑ пулнӑ. Ҫав сӳнес мухтав ҫути ҫиҫсе тӑнӑран Израиль ҫыннисем Моисей сӑн-пичӗ ҫине те пӑхма пултарайман. 8Саккуншӑн ӗҫлесе тӑни те ҫав тери мухтавлӑ пулсассӑн, Сывлӑш хавхалантарнипе тӑрӑшасси татах та мухтавлӑрах мар-и? 9Айӑплакан саккуншӑн ӗҫлесе тӑни чаплӑ пулсассӑн, тӳрре кӑларакан халашӑн тӑрӑшасси мӗн тери чаплӑрах! 10Ку тӗлӗшӗнчен вара кайранхи мухтав ҫути хупласа хунӑран малтанхи халӗ мухтав пек те туйӑнмасть. 11Мӗншӗн тесен сӳнес ҫутӑ мухтавлӑ пулсан, сӳнмен ҫутӑ мӗн тери мухтавлӑрах. 12Ҫавнашкал шанчӑк пуртан эпир уҫҫӑн та хӑюллӑн калаҫатпӑр. 13Эпир Моисей пек мар. Израиль ҫыннисем мухтав ҫути сӳннине ан асӑрхаччӑр тесе, вӑл сӑн-питне пӗркенчӗкпе хупласа ҫӳренӗ. 14Анчах та Израиль ҫыннисен ӑсӗ хытса ларнӑ. Авалхи Халала вуланӑ чухне вӗсем ҫав пӗркенчӗке уҫаймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл Христос урлӑ кӑна уҫӑлать. 15Моисей саккунне вуланӑ чухне паян кунчченех вӗсен чун-чӗрине пӗркенчӗк витсе тӑрать; 16анчах та Хуҫамӑр енне ҫавӑрӑнсан ҫав пӗркенчӗк илӗнет. 17Хуҫамӑр вӑл – Сывлӑш; Хуҫамӑрӑн Сывлӑшӗ ӑҫта, ирӗклӗх те ҫавӑнта. 18Пирӗн ҫине, уҫӑ сӑн-питлӗскерсем ҫине, Хуҫа Турӑ мухтавӗн ҫути тӗкӗр ҫине ӳкнӗ пек ӳкет. Хуҫа Туррӑмӑрӑн Сывлӑшӗ пулӑшнипе эпир Ун евӗрлӗ пулса, чаплӑланса пыратпӑр.
Copyright information for
ChvIBTNT