‏ 2 Corinthians 4

Тӑм савӑтри мул

1Турӑ пире Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе ҫакнашкал ӗҫ шанса панӑ, ҫавӑнпа эпир хуйха ӳкместпӗр. 2Унтан та ытларах, вӑрттӑн та намӑс ӗҫсенчен пӑрӑнса, эпир чееленместпӗр, Турӑ сӑмахне пӑсмастпӑр. Чӑнлӑха уҫҫӑн пӗлтерсе Турӑ умӗнче эпир ҫынсене хамӑрпа хамӑрах паллаштаратпӑр. 3Эпир пӗлтерекен Ырӑ Хыпар хупланчӑк пулсассӑн, вӑл пӗтмелли ҫул ҫинче тӑракансемшӗн кӑна ҫапла. 4Вӗсен, ӗненменнисен, ӑсне ҫак тӗнче турри суккӑрлатнӑ. Вӗсем Христос мухтавӗ ҫинчен калакан Ырӑ Хыпар ҫутине курмаҫҫӗ. Христос вара – курӑнман Туррӑн курӑннӑ сӑнарӗ. 5Эпир хамӑр ҫинчен вӗрентместпӗр, Иисус Христос вӑл пирӗн Хуҫамӑр пулни ҫинчен вӗрентетпӗр. Эпир Иисус ячӗшӗн сирӗн чура пултӑмӑр. 6Ҫутта тӗттӗмлӗхрен пулма хушнӑ Турӑ пире Хӑйӗн мухтавне пӗлтерсе ҫутта кӑлармашкӑн чӗремӗрсене ҫутатрӗ. Мухтав ҫути вара Иисус Христос сӑн-питӗнчен килет.

7Эпир ҫав мул упранакан тӑм савӑтсем ҫеҫ. Ҫапла ӗнтӗ, виҫесӗр вӑй-хӑват пирӗнтен мар, Турӑран килни уҫҫӑнах палӑрать. 8Ҫавӑнпа та пире темӗн чухлӗ таптасан та аркатаймаҫҫӗ. Тӳсме ҫук йывӑрлӑхра та эпир шанчӑка ҫухатмастпӑр. 9Пире хӗсӗрлеҫҫӗ, анчах Турӑ пӑрахмасть. Пире ураран ӳкереҫҫӗ, анчах пӗтереймеҫҫӗ. 10Хамӑр ӳт-пӳре Иисусӑн чӗрӗлӗхӗ палӑртӑр тесе, эпир яланах Иисус Хуҫамӑрӑн вилӗмлӗхӗпе ҫӳретпӗр. 11Эпир, вилӗмлӗ ӳт-пӳре Иисусӑн чӗрӗлӗхӗ палӑртӑр тесе, пурӑннӑ чухне Иисус ячӗшӗн тӑтӑшах вилӗмпе куҫа-куҫӑн тӑратпӑр. 12Ҫапла вара, пирӗн валли – вилесле асапсем, сирӗн валли – чӗрӗ пурӑнӑҫ. 13«Эпӗ ӗненетӗп, ҫавӑнпа калатӑп», – тенӗ Ҫырнинче. Эпир те ҫавнашкалах ҫирӗп ӗненетпӗр, ӗненнӗрен калатпӑр та. 14Мӗншӗн тесен ҫакна пӗлетпӗр: Иисус Хуҫамӑра чӗртсе тӑратнӑ Турӑ пире те, Иисуса чӗртнӗ пекех чӗртсе, сирӗнпе пӗрле Хӑй умне тӑратӗ. 15Ӗнтӗ нумайӑшӗ Туррӑн тулли ырӑлӑхне илсе Турра ытларах та ытларах тав туса мухтаччӑр тесе, эпир пурне те сирӗншӗн тӳсетпӗр.

Ӗненӳпе пурӑнасси

16Ҫавӑнпа та эпир хуйха ӳкместпӗр. Ӳт-пӳ ватӑлать пулин те, чун-чӗм кунран-кун ҫӗнелсех пырать. 17Вӑхӑтлӑх кӑшт асапланнӑшӑн эпир виҫесӗр пысӑк, ӗмӗрлӗх мухтав илетпӗр. 18Эпир курӑнаканни патне мар, курӑнманни патне ӑнтӑлатпӑр; мӗншӗн тесен курӑнаканни вӑхӑтлӑха, курӑнманни ӗмӗрлӗхе.
Copyright information for ChvIBTNT