2 Corinthians 5
1Эпир пӗлетпӗр: ҫӗр ҫинчи пирӗн пӳрт, ҫак хӳшӗ, аркансассӑн, тӳпере пирӗн алӑпа туман, Турӑ хатӗрленӗ ӗмӗрлӗх кил-ҫурт пур. 2Ҫавӑнпа та ҫӗр ҫинчи хӳшӗре пурӑннӑ чухне эпир тӳпери кил-ҫуртӑмӑра кӗресшӗн, тӳпе тумтирне тӑхӑнасшӑн тертленсе ахлататпӑр. 3Анчах та тумланнӑ ҫинчех пирӗн ҫарамас юлас марччӗ. 4Эпир ҫав ӳт-пӳлӗх хӳшши пусса тӑнипе тертленсе ахлататпӑр. Эпир ӳт-пӳлӗхе хывса пӑрахасчӗ теместпӗр, ун ҫийӗнчен тӳпе тумтирне тӑхӑнасчӗ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вилӗмлине хуплатӑрччӗ тетпӗр. 5Турӑ пире шӑпах та ҫавӑншӑн хатӗрленӗ, сӑмахне тытма шантарса Хӑйӗн Сывлӑшне панӑ. 6Ӗнтӗ эпир яланах хастар кӑмӑллӑ. Ӳт-пӳлӗх хӳшшинче пурӑннӑ чухне Хуҫамӑртан аякра пулнине пӗлетпӗр – 7эпир хамӑр куҫ мӗне курнипе мар, чунӑмӑр мӗне ӗненнипе пурӑнатпӑр – 8ҫавӑнпа та эпир, хастар кӑмӑллӑ пулса, ӳт-пӳрен тухса Хуҫамӑр патне куҫни аванрахчӗ тесе ӗмӗтленсе пурӑнатпӑр. 9Ҫавӑнпа эпир ӳт-пӳлӗх хӳшшинче пурӑннӑ чухне те, унтан тухсан та Ӑна юрӑхлӑ пулаясчӗ тесе тимлӗн тӑрӑшатпӑр. 10Мӗншӗн тесен пирӗн пурин те Христос сучӗ умне тӑмалла, ӳт-пӳлӗх хӳшшинче пурӑннӑ чухне мӗн тунине кура – ырӑ е усал тунине кура – тивӗҫлине илмелле.Ҫынсене Турӑпа ҫураҫтарас ӗҫ
11Ҫапла вара, Хуҫа Турӑ сумлӑхӗнчен хӑрамаллине пӗлсе, эпир ҫынсене ӳкӗтлетпӗр. Турӑ пире пӗлсе тӑрать, эсир те пире пӗлетӗр пуль тесе шанатӑп. 12Ҫакна эпир хамӑра каллех ырлаттарасшӑн каламастпӑр. Хӑшӗ-пӗрисем чунрипе мухтанас вырӑнне тулашӗнчипе мухтанаҫҫӗ. Ун пеккисене тавӑрса каламашкӑн эпир сире хамӑрпа мухтанма сӑлтав паратпӑр. 13Эпир ӑсран тухнӑ пек тӑрӑшни – Турӑшӑн, ӑслӑ-тӑнлӑ тӑрӑшни – сирӗншӗн. 14Мӗншӗн тесен пире Христос юратулӑхӗ ертсе пырать. Эпир ҫапла шухӑшлатпӑр: пӗри пуриншӗн те вилнӗ пулсассӑн, эппин пурте вилнӗ. 15Чӗррисем хӑйсемшӗн мар, хӑйсемшӗн вилсе чӗрӗлнишӗн пурӑнччӑр тесе, Христос пуриншӗн те вилнӗ. 16Ҫавӑнпа эпир текех никама та этемле шухӑшласа хакламастпӑр. Маларах эпир Христос пирки ҫавнашкал этемле шухӑшланӑ пулсан, халӗ ӗнтӗ ун пек шухӑшламастпӑр. 17Ҫапла вара, кам Христоспа пӗрлӗхлӗ, Турӑ ҫавна ҫӗнӗрен пултарнӑ. Авалхи иртсе кайнӑ, халӗ йӑлтах ҫӗнни. 18Ҫакӑ пӗтӗмпех Турӑран, Вӑл пире Христос урлӑ Хӑйӗнпе ҫураҫтарнӑ, ҫынсене Хӑйӗнпе ҫураҫтарас ӗҫе пире шанса панӑ. 19Мӗншӗн тесен Турӑ, ҫынсен ҫылӑхӗсене шута хумасӑрах, Христос урлӑ Хӑйпе тӗнчене ҫураҫтарнӑ, ҫураҫтару сӑмахне вӗрентме пире шанса панӑ. 20Ҫапла ӗнтӗ эпир Христос ячӗпе вӗрентме янӑскерсем пулатпӑр. Эпир ӳкӗтлеместпӗр, пирӗн урлӑ Турӑ Хӑй ӳкӗтлет, ӗнтӗ Христос ячӗпе тархаслатпӑр: Турӑпа ҫураҫӑр. 21Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса Турӑ умӗнче тӳрре тухчӑр тесе, пирӗн ҫылӑхсемшӗн Вӑл ҫылӑха кӗрсе курманскере парнелӗхе кӳнӗ.
Copyright information for
ChvIBTNT