2 Corinthians 6
1Эпир вара, Турӑ ӗҫне тӑвакансем пулса, сире ҫапла йӑлӑнатпӑр: Турӑ ырӑлӑхне илни сирӗншӗн усӑсӑр ан пултӑр. 2«Майлӑ вӑхӑтра Эпӗ сана илтрӗм, ҫӑлӑнӑҫ кунӗнче сана пулӑшрӑм», – тесе каланӑ-ҫке Турӑ. Акӑ ӗнтӗ ҫав майлӑ вӑхӑт ҫитрӗ, акӑ ӗнтӗ ҫав ҫӑлӑнӑҫ кунӗ килчӗ. 3Хамӑр ӗҫе ан хурлаччӑр тесе эпир никама та, нимӗнле те такӑнтармастпӑр. 4Пур тӗлӗшӗнчен те хамӑра Турӑ ӗҫне тӑвакансем пек тыткалатпӑр, пурне те пысӑк чӑтӑмлӑхпа тӳсетпӗр: хура-шурне те, хӗсӗрленине те, 5хӗненине те, тӗрмене хупнине те, хӳтернине те, йывӑр ӗҫе те, ҫӗр ҫывӑрманнине те, хырӑм выҫҫине те. 6Хамӑр ӗҫе эпир таса, ӑслӑ-тӑнлӑ, пысӑк чунлӑ, ырӑ, Святой Сывлӑш тивлечӗллӗ, чӑн-чӑн юратуллӑ, 7чӑнлӑх сӑмахӗллӗ, Турӑ вӑй-хӑвачӗллӗ пулнипе ҫирӗплететпӗр. Икӗ аллӑмӑрта та – тӳрӗлӗх хӗҫӗ. 8Чыслӑхпала чыссӑрлӑх, ырӑ ятпа усал ят пирӗн хыҫҫӑнах ҫӳреҫҫӗ. Пирӗнте суялӑх ҫук пулин те, пире суеҫӗ теҫҫӗ. 9Эпир паллӑ ҫынсем мар, анчах пире пурте пӗлеҫҫӗ. Пирӗн ҫинчен вилнӗ сӑмах та кӑлараҫҫӗ, акӑ, хӑвӑрах куратӑр, эпир чӗрӗ. Пире вӗлермеллех айӑплаҫҫӗ, анчах та эпир вилместпӗр. 10Пире кӳрентереҫҫӗ, анчах та эпир яланах савӑнӑҫлӑ. Пире чухӑн теҫҫӗ, анчах та эпир нумайӑшне пӗтми мул паратпӑр. Пирӗн, ҫук ҫынсен, пурте пур. 11Эй, Коринф ҫыннисем! Сирӗншӗн пирӗн чӗлхе-ҫӑвар уҫӑ, чун-чӗремӗр аслӑ. 12Эсир пирӗн чун-чӗремӗрте, анчах сирӗн чун-чӗрӗрте пирӗншӗн вырӑн сахал. 13Ачамсене каланӑ пек калатӑп: хире-хирӗҫле пултӑр тесен эсир те чун-чӗрӗре уҫӑр.Чӗрӗ Туррӑн ҫурчӗ
14Ӗненменнисемпе пӗрле пӗр лава ан кӳлӗнӗр, вӗсем сире юлташ мар. Тӳрӗлӗхӗн йӗркесӗрлӗхпе мӗн хутшӑнмалли пур? Ҫутӑпала тӗттӗмӗн мӗн пӗрлӗхӗ пур? 15Христоспала Велиар ▼▼Велиар – шуйттанӑн, усал сывлӑшсен пуҫлӑхӗн, ячӗ.
епле килӗштерччӗр? Е ӗненекенпе ӗненмен ҫын хушшинче мӗн пӗрлӗхӗ пур? 16Туррӑн ҫурчӗпеле пуҫҫапмалли кӗлеткесем епле пӗрле пулччӑр? Эсир вара – чӗрӗ Туррӑн ҫурчӗ. Турӑ ҫапла каланӑ: «Эпӗ вӗсен ӑшӗнче, вӗсен хушшинче пурӑнӑп; вара вӗсен Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ». 17«Ҫавӑнпа та вӗсем хушшинчен тухса кайӑр, уйӑрӑлӑр, – тет Хуҫа Турӑ. – Таса маррине ан сӗртӗнӗр, вара Эпӗ сире хапӑл туса йышӑнӑп». 18«Эпӗ вара сирӗн Аҫӑр пулӑп, эсир Манӑн ывӑлӑмсем, хӗрӗмсем пулӑр, тет Пурне те тытса тӑракан Хуҫамӑр».
Copyright information for
ChvIBTNT