‏ 2 Corinthians 7

1Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Акӑ мӗнле сӑмах парса шантарнӑ пире. Эппин хамӑра хамӑр ӳт-пӳпе чунӑн тӗрлӗ ирсӗрлӗхӗнчен тасатар, Турӑран хӑраса сӑваплӑх патне ӑнтӑлар.

Павел ӗненекен ушкӑн ӳкӗннишӗн савӑнни

2Чунӑрсене уҫса пире йышӑнсамӑрччӗ! Эпир никама та кӳрентермен, сиен туман, никам шучӗпе те пуйман. 3Эпӗ сире ӳпкелеместӗп. Маларах ҫапла каланӑччӗ ӗнтӗ: эсир пирӗн чун-чӗремӗрте, вилсен те, пурӑнсан та пӗрлех пуласчӗ. 4Эпӗ сире хытӑ шанатӑп, сирӗнпе нумай мухтанатӑп. Инкек-синкекре сире аса илетӗп те чунӑм хастарлӑхпа, виҫесӗр савӑкпа тулать.

5Македоние ҫитсессӗн эпир нимле канлӗх те тупаймарӑмӑр. Пире пур енчен те инкек-синкек кӗтсех тӑчӗ: йӗри-тавра – хирӗҫӳлӗх, ӑшра – шиклӗх. 6Анчах та йӑвашшисене хастарлӑх паракан Турӑ пирӗн патӑмӑра Тита ярса пире те ҫирӗплӗх пачӗ. 7Эпир Тит килнишӗн кӑна мар, вӑл сирӗн патӑртан хавхаланса килнишӗн савӑнтӑмӑр. Тит пире эсир тӑрӑшни, кулянни, маншӑн тем тума та хатӗр пулни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Вара эпӗ тата ытларах савӑнса кайрӑм. 8Хамӑн ҫырӑвӑмпа сире кулянтартӑм пулин те, ӳкӗнместӗп – маларах ӳкӗне те пуҫланӑччӗ, – мӗншӗн тесен ҫав ҫыру, вӑхӑтлӑха пулин те, сире кулянтарнине пӗлетӗп. 9Савӑнасса вара халӗ эпӗ сире кулянмалла пулса тухнишӗн мар, эсир куляннипе ӳкӗннишӗн савӑнатӑп. Эсир кулянни Турра юрӑхлӑ, эппин хамӑр ҫырупа эпир сире сиен тумарӑмӑр. 10Мӗншӗн тесен Турӑшӑн хуйхӑрни каялла тавӑрӑнми ӳкӗнтерсе ҫӑлӑнӑҫ кӳрет, ку тӗнчеришӗн хуйхӑрни вара вилӗм кӳрет. 11Пӑхӑр-ха, Турӑшӑн хуйхӑрни сире епле тимлекен, каҫару ыйтакан турӗ. Тата эсир ҫылӑха кӗнӗ ҫынна еплерех тарӑхатӑр, еплерех хӑраса пӑшӑрханатӑр, пирӗнпе тӗл пулма ӗмӗтленетӗр. Ҫылӑхлине айӑплас кӑмӑлӑр тата еплерех пысӑк! Эсир ҫав ӗҫре хӑвӑр таса пулнине пур тӗлӗшӗнчен те кӑтартса патӑр. 12Ҫапла вара, эпӗ сирӗн пата янӑ ҫырӑва хур тӑваканшӑн та, хур кураканшӑн та ҫырман, эпир Турӑ умӗнче сирӗншӗн мӗнле тӑрӑшни паллӑ пултӑр тесе ҫырнӑ. 13Эсир хавхалантарнишӗн эпир питӗ савӑнтӑмӑр, анчах та сирӗн патӑртан чунне лӑплантарса тавӑрӑннӑ Тит савӑнӑҫне курсан, эпир тата ытларах хӗпӗртерӗмӗр.

14Ҫапла ӗнтӗ сирӗн пирки Тит умӗнче мухта-мухта калаҫнӑшӑн мана намӑс пулмарӗ. Эпир сире яланах чӑннине каланӑ пекех, Тит умӗнче сире мухтани те чӑна тухрӗ. 15Халӗ вара Тит эсир мӗнле итленине, мӗнле хисеплесе-хӑраса хапӑл тунине аса илет те кӑмӑлӗпе тата ытларах сирӗн патӑра туртӑнать. 16Ӗнтӗ эсир пур тӗлӗшӗнчен те шанчӑклӑ пулнишӗн савӑнатӑп.
Copyright information for ChvIBTNT