‏ 2 Corinthians 8

Кӑмӑллӑ пулӑшу

1Эй, тӑвансем! Халӗ эпир сире Македонири ӗненекен ушкӑнсене Турӑ панӑ ырӑлӑх ҫинчен пӗлтересшӗн. 2Нумай инкек-синкек тӳсеҫҫӗ пулин те, вӗсем савӑнмаллипех савӑнаҫҫӗ. Аран-аран, ҫити-ҫитми пурӑнаҫҫӗ пулин те, вӗсен тараватлӑхӗ ытлашшипех. 3Вӗсем вӑйӗсем ҫитнӗ таран ҫеҫ мар, пултарнинчен те ытларах пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакна куҫӑн курнӑран калатӑп. 4Вӗсем пире ӗненекенсене пулӑшас чыслӑ ӗҫе хутшӑнмашкӑн ирӗк пама тархасларӗҫ. 5Вӗсем эпир шаннӑ чухлӗ кӑна мар, унтан та ытларах турӗҫ, пӗтӗм чунне чӑн малтанах Хуҫа Турра, унтан Турӑ ирӗкӗпе пире пачӗҫ. 6Ҫавӑнпа та эпир Тита ҫав ырӑ пулӑшу ӗҫне сирӗн патӑрта епле аван пуҫланӑ, ҫаплах туса пӗтерме хушрӑмӑр. 7Ӗненни, ӑста калаҫни, пӗлни, пур енчен те тӑрӑшуллӑ пулни, пире юратни – ҫаксем пурте сирӗн туллиех. Эппин ҫак ырӑ ӗҫре те ҫавнашкалах вашават пулӑр.

8Ҫакна эпӗ сире хушса каламастӑп. Ыттисен тӑрӑшулӑхӗ ҫинчен каласа эпӗ сирӗн юратулӑхӑр чӑн е чӑн мар пулнине тӗрӗслесшӗн. 9Мӗншӗн тесен эсир Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑ кӑмӑлне пӗлетӗр. Вӑл, чап тӗлӗшӗнчен пуянскер, Хӑйне мӗскӗнлетсе сире мухтавпа пуйтарас тесе, сирӗншӗн мӗскӗне тухнӑ. 10Сире хамӑн шухӑшӑма пӗлтеретӗп: ҫак ырӑ ӗҫе вӗҫлени сирӗншӗн хӑвӑршӑнах усӑллӑ пулӗ. Эсир тин ҫеҫ пулӑшма пуҫланӑ ҫынсем мар-ҫке-ха, пӗлтӗртенпех ҫав шухӑш-ӗмӗтпе пурӑнатӑр. 11Ӗнтӗ хӑвӑр хытӑ ӗмӗтленнине пултарнӑ таран пурнӑҫласа, халӗ ҫав ӗҫе туса пӗтерӗр. 12Пулӑшма тӑрӑшни пулсассӑн, Турӑ ӑна камӑн мӗн ҫуккине кура мар, камӑн мӗн пуррине кура йышӑнӗ. 13Ку вӑл сирӗн пурӑнӑҫӑра йывӑрлатса ыттисене ҫӑмӑллӑх парассине пӗлтермест, сӑмах кунта хире-хирӗҫле пӗр танлӑх пирки пырать. 14Паян эсир, ытлашшине парса, вӗсен ҫитменнине ҫитеретӗр, сирӗн ҫитмен чухне вӗсем ытлашшине парӗҫ, вара пӗр танлӑх пулӗ. 15Ҫырнинче ун пирки ҫапла каланӑ: «Нумай пухнин ытлашши пулман, сахал пухнин ҫитменни пулман».

Титпа юлташӗсем

16Тита сирӗншӗн ҫав тери тӑрӑшмалла чун-чӗреллӗ тунӑшӑн Турра тавах. 17Чӑн та ӗнтӗ, эпӗ ӑна каланӑччӗ, анчах вӑл, питӗ тӑрӑшуллӑскер, сирӗн патӑра пыма хӑй кӑмӑл турӗ. 18Унпа пӗрле эпир тата тепӗр тӑвана яратпӑр. Ырӑ Хыпар вӗрентме ӑста пулнӑран ӑна пур ӗненекен ушкӑнсем те мухтаҫҫӗ. 19Тата ӗненекен ушкӑнсем те ӑна ҫак ыркӑмӑллӑх ӗҫӗнче пирӗн юлташ пулма суйларӗҫ. Ыркӑмӑллӑх ӗҫне эпир Хуҫа Турӑ мухтавӗшӗн тата эсир тӑрӑшнине кура тӑватпӑр. 20Хамӑра нумай укҫа-тенкӗ шанса панине пӗлсе, сӑмах илтесрен унпа тирпейлӗ усӑ курма тӑрӑшатпӑр, 21мӗншӗн тесен ырришӗн пирӗн Хуҫа Турӑ умӗнче кӑна мар, ҫынсем умӗнче те тӑрӑшмалла. 22Тата вӗсемпе пӗрле эпир хамӑрӑн тепӗр тӑвана та ятӑмӑр, унӑн тӑрӑшулӑхне тӗрлӗ лару-тӑрура пӗрре мар тӗрӗсленӗ. Вӑл сире халӗ питӗ шанать, ҫавӑнпа тата ытларах тӑрӑшать. 23Тит пирки ҫакна каламалла: вӑл манӑн пулӑшаканӑм тата сирӗн патӑрти ӗҫри юлташӑм. Ытти тӑванӑмӑрсем те Христоса мухтава кӑлараҫҫӗ, вӗсем – ӗненекен ушкӑнсем суйласа янӑскерсем. 24Ҫапла вара, вӗсене хӑвӑр юратнине тата эпир сирӗнпе тӗрӗсех мухтаннине ӗненекен ушкӑнсем умӗнче кӑтартса парӑр.
Copyright information for ChvIBTNT