‏ 2 Corinthians 9

Ӗненекенсене пулӑшасси

1Тепӗр тесен, эпӗ сирӗн патӑра ӗненекенсене пулӑшасси ҫинчен ҫырни кирлех те мар, 2мӗншӗн тесен эсир тӑрӑшнине пӗлетӗп. Ахаия ҫыннисем пулӑшу пама пӗлтӗртенпех хатӗр тесе эпӗ ӗнтӗ Македонири ӗненекенсем умӗнче мухтанса та илтӗм. Эсир хыпса ҫунни нумайӑшне хавхалантарчӗ. 3Анчах та эпӗ сире ку тӗлӗшӗнчен мухтани пустуй ан пултӑрччӗ тесе, каланӑ пекех, сире хатӗрлесе ҫитермешкӗн сирӗн патӑра тӑвансене ятӑм. 4Ахальлӗн, пирӗнпе пӗрле Македонири ӗненекенсенчен кам та пулин сирӗн патӑра пырсан, сирӗн пулӑшӑвӑр хатӗр маррине курсан, сире мухтаса ҫапла шаннӑшӑн пире намӑс пулӗ. Хӑвӑр намӑс курасси пирки шарламастӑп та. 5Ҫавӑнпа та тӑвансене сирӗн патӑра маларах ҫитсе хӑвӑр пухма шантарнӑ пулӑшӑва хатӗрлесе ҫитерме ӳкӗте кӗртес терӗм. Эсир пулӑшни хистесех илни пек мар, ырӑ сунса пани пек пултӑрччӗ терӗм.

6Ҫакна ан манӑр: вӑрлӑхне сахал акакан сахал вырса илӗ, нумай акакан вара нумай вырса илӗ. 7Кашниех хӗрхенмесӗр, хӑйӗн ирӗкӗпе, чунтан-кӑмӑлтан патӑр, мӗншӗн тесен Турӑ савӑнса паракана юратать. 8Турӑ хӑватлӑ: сирӗн яланах пур тӗлӗшӗнчен те ҫителӗклӗ пурӑнса, тӗрлӗрен ырӑ ӗҫсем тума май пултӑр тесе, Вӑл сире тӗрлӗ ырӑлӑхне туллиех парӗ. 9Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «вӑл салатса пӗтернӗ, кӗлмӗҫсене валеҫсе панӑ; унӑн тӗрӗслӗхӗ ӗмӗртен ӗмӗре пырать». 10Акаҫӑна акмашкӑн вӑрлӑх, ҫимешкӗн ҫӑкӑр Параканӗ сире акмашкӑн нумай вӑрлӑх парӗ, сирӗн ырӑ кӑмӑллӑхӑртан тулӑх тыр-пул ӳстерӗ. 11Яланах хӗрхенмесӗр пулӑшмашкӑн Турӑ сире пур тӗлӗшӗнчен те пуйтарӗ. Пирӗн урлӑ пулса иртекен ырӑ кӑмӑллӑхшӑн ҫынсем Турра тав тӑвӗҫ. 12Мӗншӗн тесен ҫак ӗҫ – ӗненекенсене пулӑшасси – вӗсен ҫитменнине ҫитерет кӑна мар, чылайӑшӗн чунӗнче Турра туллин тав тӑвас ӗмӗт ҫуратать. 13Вӗсем, сирӗн ӗҫӗн уссине курсан, эсир Христосӑн хӑвӑр йышӑннӑ Ырӑ Хыпарӗ хушнине тунӑшӑн, пурри-ҫуккине хӑйсемпе те, ытти ӗненекенсемпе те чунтан пайланӑшӑн Турра мухтӗҫ. 14Турӑ ырӑлӑхӗ сирӗнте туллиех пулнишӗн сире кӑмӑлласа, вӗсем сирӗншӗн кӗлтӑвӗҫ. 15Эппин, калама ҫук пысӑк ырӑлӑх панишӗн Турра тав!
Copyright information for ChvIBTNT