‏ 2 John

Ҫӑлӑнӑҫ

1Ватӑ ҫынран – хисеплӗ хӗрарӑмпа унӑн ачи-пӑчи патне. Эпӗ сире чӑнласах юрататӑп. Сире эпӗ кӑна мар, чӑнлӑхпа пурӑнакансем пурте юратаҫҫӗ. 2Эпир хамӑр ӑшӑмӑрсенчи чӑнлӑха пула юрататпӑр. Ҫав чӑнлӑх ӗмӗрех пирӗнте пулӗ. 3Сире, чӑнлӑхпа тата юратулӑхпа пурӑнакансене, Атте Турӑран тата Унӑн Ывӑлӗнчен Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑх, тивлет, канӑҫлӑх пултӑр.

Чӑнлӑх тата юратулӑх

4Санӑн хӑш-пӗр ачусем, Атте Турӑ хушнӑ пек, чӑнлӑх ҫулӗпе кайнине пӗлсен, эпӗ питӗ савӑнтӑм. 5Халӗ вара, хисеплӗ хӗрарӑм, санӑн патна темле ҫӗнӗ пил-хушу мар, хамӑр ӗненме пуҫласанах пӗлнӗ пил-хушӑва ҫырса яратӑп: пӗр-пӗрне юратӑр! 6Юратни вӑл – Турӑ пил-хушӑвӗсене тытса пурӑнни. Хӑвӑр ӗненме пуҫласан илтнӗ пекех, ку пил-хушу сире юратса пурӑнма хушать. 7Мӗншӗн тесен тӗнчере ултавҫӑсем нумайланчӗҫ. Вӗсем Иисус Христос ҫӗр ҫине ӳтленсе килнине йышӑнмаҫҫӗ. Ҫавнашкал ҫын вӑл – илӗртсе улталакан, антихрист. 8Хамӑр мӗншӗн тӑрӑшнине ҫухатас марччӗ тесе, тулли сӑвап илесчӗ тесе, хӑвӑра хӑвӑр асӑрханса пурӑнӑр. 9Христос вӗрентӗвне пӑсакан, ҫав вӗрентӳпе пурӑнман кашни ҫынах Турӑсӑр тӑрса юлать. Христос вӗрентӗвӗпе пурӑнаканӑн Ашшӗ те, Ывӑлӗ те пур. 10Кам та кам сирӗн патӑра ҫав вӗрентӗве мар, урӑххине вӗрентме пырать, ӑна килӗре те ан кӗртӗр, хапӑл ан тӑвӑр. 11Мӗншӗн тесен унашкал ҫынна хапӑл туни унӑн усал ӗҫне хутшӑнниех пулать.

Юлашкинчен калани

12Манӑн сирӗн патӑра ҫырса ямалли нумай, анчах та хут ҫине чернилпа ҫырнипех ҫырлахассӑм килмест. Сирӗн патӑра хам пырса ҫитессе, савӑнмалӑх куҫа-куҫӑн курса калаҫасса шанатӑп. 13Турӑ суйласа илнӗ пӗртӑванун ачисем сана салам калаҫҫӗ. Аминь.
Copyright information for ChvIBTNT