‏ 2 Peter 1

Саламлани

1Иисус Христос чуринчен тата апостолӗнчен Симон Петртан – Туррӑмӑрпа Ҫӑлаканӑмӑр Иисус Христос тӳрӗлӗхне пула хамӑрпа танах паха ӗненӳ илнисене: 2Турра тата Христос Иисус Хуҫамӑра пӗлсе пынӑҫемӗн сире ырӑлӑхпа канӑҫлӑх ытларах та ытларах пултӑр.

Христианин пулма чӗнсе тата суйласа илни

3Хамӑра мухтавӗпе тата ырӑлӑхӗпе Чӗнсе илекене пӗлнӗҫемӗн пӗлсе пынӑ пирки Турра хисеплесе пурӑнмашкӑн мӗн кирлине йӑлтах пире Унӑн турӑлӑх хӑвачӗ панӑ. 4Хӑйӗн мухтавӗпех, ырӑлӑхӗпех Турӑ пире Хӑй евӗрлӗ пултарма чаплӑ та паха сӑмах парса шантарнӑ. Ҫав шантарнине тивӗҫмешкӗн вара пирӗн ку тӗнчере хуҫаланакан ӳт-пӳ астарнинчен пӑрӑнмалла. 5 6 7Ҫакна тивӗҫмешкӗн пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса ӗненӳре ырӑлӑхлӑ пулӑр, ырӑлӑхра пӗлӳллӗ пулӑр, пӗлӳре чараклӑ пулӑр, чараклӑхра чӑтӑмлӑ пулӑр, чӑтӑмлӑ пулса Турра хисеплӗр, Турра хисеплесе тӑванӑрсемпе туслӑ пулӑр, туслӑ пулса юратуллӑ пулӑр. 8Сирӗн ҫак пахалӑхсем пур пулсан, вӗсене аталантарса пыратӑр пулсан, сирӗн Иисус Христос Хуҫамӑра пӗлесси ӑнӑҫлӑ та усӑллӑ пулӗ. 9Камӑн ҫак пахалӑхсем ҫук, вӑл нимӗн те курмасть, суккӑр; вӑл хӑйӗн ӗлӗкхи ҫылӑхӗсене каҫарнине те астумасть. 10Ҫавӑнпа та, тӑвансем, хӑвӑра Турӑ чӗнсе, суйласа илнине ҫирӗплетмешкӗн тимлӗрех тӑрӑшӑр: вара эсир нихӑҫан та такӑнмӑр. 11Вара Иисус Христос Хуҫамӑрӑн, Ҫӑлаканӑмӑрӑн ӗмӗрлӗх Патшалӑхне кӗмелли алӑк сирӗншӗн яриех уҫӑлӗ.

12Эсир ҫакна пӗлсе тӑратӑр, хӑвӑра пӗлтернӗ чӑнлӑха ҫирӗп ӗненетӗр. Апла пулин те, эпӗ сире ун ҫинчен астутарсах тӑмашкӑн пӑрахмӑп. 13Чунӑм кӗлеткемре чухне сире ҫине-ҫинех аса илтерсе ыйхӑран вӑратни тӗрӗсех пулӗ тетӗп. 14Мӗншӗн тесен чунӑм часах кӗлеткемрен уйӑрӑлса каясса эпӗ пӗлетӗп – ҫакна мана Иисус Христос Хуҫамӑр уҫса пачӗ. 15Эппин, эпӗ сирӗнтен уйӑрӑлса кайсассӑн та ҫак сӑмахсем асӑртах упранччӑр тесе тӑрӑшӑп.

Христос мухтавӗ тата пророксен сӑмахӗсем

16Эпир сире Иисус Христос Хуҫамӑрӑн хӑвачӗ ҫинчен, Вӑл килни ҫинчен юмах юптарса мар, Унӑн аслӑлӑхне хамӑр куҫпа хамӑр курнӑран каласа патӑмӑр. 17Мӗншӗн тесен Вӑл чап-мухтавне Атте Турӑран илчӗ. Ҫавӑн чухне Ӑна ҫӳлти мухтавлӑхран: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра», – текен сасӑ илтӗнчӗ. 18Тӳперен анакан ҫав сасса эпир Унпа пӗрле сӑваплӑ ту ҫинче пулнӑ чухне илтрӗмӗр. 19Ҫакӑ пире пророксен сӑмахӗ чӑн пулнине тата хытӑрах ӗнентерет. Эсир те пророксен сӑмахне ҫутаткӑҫ вырӑнне хурса аван тӑватӑр. Вӑл тул ҫутӑлса киличчен, чун-чӗрӗрсенче ирхи шуҫӑм ҫӑлтӑрӗ тухиччен ҫутатать. 20Анчах та ҫакна малтанах пӗлсе тӑрӑр: Ҫырнинчи пророкла сӑмахсене никам та хӑй тӗллӗн ӑнлантарса параймӗ. 21Мӗншӗн тесен пророкла сӑмах нихӑҫан та ҫын хӑй калас тенипе каланмасть. Туррӑн сӑваплӑ ҫыннисем ӑна Святой Сывлӑш хавхалантарнипе пӗлтереҫҫӗ.
Copyright information for ChvIBTNT