‏ 2 Peter 3

Христос тепре килесси

1Савнӑ тӑвансем! Ӗнтӗ сирӗн патӑра иккӗмӗш ҫыру ҫыратӑп. Шухӑшӑрсем таса пулччӑр тесе хамӑн ҫырусенче эпӗ сире ҫакӑн пирки аса илтерсех тӑратӑп: 2сӑваплӑ пророксем авалах каланӑ сӑмахсене тата апостолсем хӑвӑра вӗрентнӗ Хуҫамӑрӑн тата Ҫӑлаканӑмӑрӑн пил-хушӑвӗсене асра тытӑр. 3Пуринчен те ытларах вара ҫакна пӗлсе тӑрӑр: юлашки кунсенче ҫылӑхлӑ кӑмӑлӗсене мала хуракан сӗмсӗр хурлавҫӑсем тупӑнӗҫ. 4«Христос тепре килме шантарнӑ. Ӑҫта-ха Вӑл? Мӑн асаттесем вилме пуҫланӑранпах, тӗнче пуҫланнӑранпах нимӗн те улшӑнмасть, йӑлтах ҫаплипех юлать», – тейӗҫ вӗсем. 5Ҫапла шухӑшлакансем Турӑ сӑмахӗ чӑн малтан тӳпене те, ҫӗре те шывран тунине, шывпа пултарнине пӗлмеҫҫӗ, 6пӗтессе те ун чухнехи тӗнче шыва путса пӗтнӗ. 7Туррӑн сӑмахӗпех тытӑнса тӑракан хальхи тӳпепе ҫӗр вара вут валли упранать. Турра хисеплемен ҫынсем суд кунӗнче вутра пӗтӗҫ.

8Эй, савнӑ тӑвансем! Ҫакна ҫеҫ нихӑҫан та ан манӑр: Хуҫа Турӑшӑн пӗр кун та пин ҫул пек, пин ҫул та пӗр кун пек анчах. 9Хӑшӗ-пӗрисем ҫапла калаҫҫӗ: Хуҫамӑр Хӑй сӑмах панине пурнӑҫлама васкамасть. Ку васкаманни мар, пире хӗрхенсе чӑтни. Вӑл никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр тесе кӗтет. 10Хуҫамӑрӑн кунӗ ҫӗрлехи вӑрӑ пек килсе ҫитӗ. Ҫав кун тӳпе кӗр-кӗрлесе пӗтсе ларӗ, ҫут ҫанталӑкри тӗп пайрӑмсем хыпса илсе арканӗҫ, ҫӗр тата ҫӗр ҫинче этем туни пӗтӗмпех ҫунса кайӗ. 11Енчен те пӗтӗмпех ҫапла пӗтмелле пулсан хӑвӑрӑн епле сӑваплӑ, Турра хисеплесе пурӑнмалли ҫинчен шухӑшлӑр. 12Туррӑн кунӗ килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтӗр. Ҫав кун вут хыпса илнӗ тӳпе арканӗ, ҫут ҫанталӑкӑн тӗп пайрӑмӗсем ирӗлсе кайӗҫ. 13Анчах та Турӑ шантарнӑ тӑрӑх эпир ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗре кӗтетпӗр, унта тӳрӗлӗх пулӗ.

14Ҫапла вара, савнӑ тӑвансем, ҫакна кӗтсе, Турӑ умне ирсӗрленмесӗр те ҫитменлӗхсӗр, ҫураҫуллӑн тӑрасчӗ тесе тӑрӑшӑр. 15Тата ҫакна астӑвӑр: Хуҫамӑр хӗрхенсе чӑтни пире ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пырать. Турӑ панӑ ӑс-хакӑлпа ун пирки сирӗн патӑра савнӑ Павел тӑванӑмӑр ҫырнӑччӗ ӗнтӗ. 16Ытти мӗн пур ҫырӑвӗсенче те вӑл ҫавӑн ҫинченех калать. Унӑн ҫырӑвӗсенче ӑнланма йывӑр вырӑнсем те пур. Ҫавӑнпа та пӗли-пӗлми калаҫакан, ҫирӗп ӗненмен ҫынсем Павел ҫырӑвӗсене, Ҫырнинчи ытти вырӑнсем пекех, пӑсса ӑнлантараҫҫӗ. Уншӑн вӗсен пӗтмелле пулӗ. 17Ҫапла вара, савнӑ тӑвансем, ҫаксем ҫинчен сире малтанах систернӗ. Эппин, йӗркесӗр ҫынсен суйи хыҫҫӑн каясран, хӑвӑра вӗрентнинчен пӑрӑнасран асӑрханӑр. 18Унтан та ытларах, Турӑ панӑ ырӑлӑхпа аталансах пырӑр, Иисус Христос Хуҫамӑра, хамӑра Ҫӑлаканӑмӑра, пӗлнӗҫемӗн пӗлсех пырӑр. Ӑна халӗ те, ӗмӗрлӗх кунра та мухтав! Аминь.
Copyright information for ChvIBTNT