2 Thessalonians 1
Саламлани
1Павелпа Силуанран тата Тимофейран – Атте Туррӑмӑрпа тата Иисус Христос Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ Фессалоникӑри чиркӗве. 2Сире пурне те Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗпе канӑҫлӑхӗ пултӑр.Христос тепре килсен пулас суд
3Сирӗншӗн, тӑвансемӗр, пирӗн яланах Турра тав тумалла. Ҫапла туни тӗрӗс пулӗччӗ, мӗншӗн тесен сирӗн ӗненӗвӗр ҫирӗпленсех пырать, сирӗн хушшӑрта пӗр-пӗрне юратасси те вӑйлансах пырать. 4Ҫавӑнпа эпир Туррӑн чиркӗвӗсенче сирӗнпе мухтанатпӑр: эсир хӗсӗрлевпе хӗн-хура чӑтӑмлӑн та ӗненӳллӗн тӳссе ирттернӗшӗн сирӗнпе мухтанатпӑр. 5Эсир хӗн-хур тӳсни Туррӑн тӳрӗ сучӗ пулассине пӗлтерет; эсир хӑвӑра тивӗҫес Турӑ Патшалӑхӗшӗн тӳсетӗр. 6Мӗншӗн тесен Турӑ тӗрӗслӗхлӗ: сире хӗн-хур кӑтартакансене хуйхӑ-суйхӑ тавӑрса парӗ, 7сире вара, хӗн-хур тӳсекенсене, Иисус Хуҫамӑр Хӑйӗн хӑватлӑ ангелӗсемпе тӳперен килнӗ чухне Турӑ пирӗнпе танах канӑҫлӑх парӗ. 8Ун чухне Турра пӗлес теменнисене, Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Ырӑ Хыпарне пӑхӑнас теменнисене вутланакан ҫулӑмра тавӑру пулӗ. 9Вӗсене Христос Хуҫамӑртан тата Унӑн хӑватлӑ мухтавӗнчен яланлӑхах уйӑрса ӗмӗрлӗх вилӗмпе айӑпланмалла тӑвӗҫ. 10Ҫав юлашки кун Вӑл килӗ те мӗн пур ӗненекенӗсем Хӑйне савӑнса-тӗлӗнсе мухтанине курӗ. Эпир пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара ӗненнӗрен эсир те мухтакансем хушшинче пулӑр. 11Ҫавӑнпа та эпир яланах сирӗншӗн кӗлтӑватпӑр: Туррӑмӑр сире мӗншӗн суйласа илнӗ, ҫавна тивӗҫлӗ тутӑрччӗ; ырӑ тума та, ӗненӗве ӗҫпе ҫирӗплетме те вӑй патӑрччӗ тетпӗр. 12Ҫапла майпа, эсир тӑрӑшнине пула, Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗ мухтавлӑ пулӗ. Туррӑмӑрӑн тата Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗпе вара эсир те Ун урлӑ мухтава тухӑр.
Copyright information for
ChvIBTNT