‏ 2 Thessalonians 2

Турра хирӗҫ ҫын

1Тӑвансем! Иисус Христос Хуҫамӑр килесси пирки тата хамӑр Ӑна кӗтсе илесси пирки вара ҫакна йӑлӑнсах ыйтатпӑр: 2иккӗленме ан васкӑр. Христос килес кун ҫитрӗ те ӗнтӗ тесе пророкла калани те, сас-хура та, пирӗн ятпа тесе ҫырнӑ ҫыру та сире пӑтраштарса ан ятӑр. 3Никам та нимӗнле майпа та сире улталама ан пултарайтӑр. Мӗншӗн тесен ҫав юлашки кун ҫитиччен маларах Турра хирӗҫ пысӑк пӑлхав пулмалла, ҫылӑх ҫынни – пӗтеслӗх ывӑлӗ – килмелле. 4Ҫавскер мӗн пуррине йӑлтах хирӗҫлӗ. «Турӑ», «сӑваплӑх» тетпӗр эпир. Вӑл вара хӑйне вӗсенчен те ҫӳле хурӗ. Турӑ Ҫуртне вӑл Турӑ пек кӗрсе ларӗ те хӑйне Турӑ тесе пӗлтерӗ. 5Ҫапла пуласса эпӗ сирӗн патӑрта чухнех сире каласаттӑм. Астумастӑр-и? 6Хӑйӗн вӑхӑчӗ ҫитиччен Турра хирӗҫ ҫав ҫын мӗншӗн палӑрманнине эсир халӗ пӗлетӗр. 7Усалӑн ӗҫӗсем вӑрттӑн пуҫланнӑ та ӗнтӗ, анчах халӗ ӑна чарса тӑраканӗ пур. Ҫав чарса тӑракана сириччен нимех те пулмалла мар-ха. 8Чарса тӑраканнине сирсессӗн вара Турра хирӗҫ ҫын килӗ. Анчах та Иисус Хуҫамӑр ӑна Хӑйӗн ҫӑварӗнчи сывлӑшӗпех ҫапса антарӗ, Хӑй иккӗмӗш хут килнипе пӗтерӗ. 9Турра хирӗҫ ҫын килесси шуйттан тӑрӑшнипе пулӗ. Килессе вӑл шуйттанла вӑйпа, суя паллӑсемпе хӑватсем кӑтартса, 10тӗрлӗрен суя-ултавпа килӗ. Хӑйсене ҫӑлӑнӑҫ кӳрекен чӑнлӑха юратман пирки пӗтес ҫул ҫине тӑнисене вӑл хӑй майлӑ ҫавӑрӗ. 11Ҫавӑнпа Турӑ вӗсене ултав аллине парӗ, вӗсем ӗнтӗ суялӑха ӗненӗҫ. 12Чӑнлӑха ӗненес вырӑнне суялӑха юратакансене пурне те суд кунӗнче айӑплав пултӑр тесе Турӑ ҫапла тӑвӗ.

Сире ҫӑлса хӑвармашкӑн суйласа илнӗ

13Хуҫа Турӑ савакан тӑванӑмӑрсем! Пирӗн сирӗншӗн Турра тӑтӑшах тав тумалла. Мӗншӗн тесен Турӑ сире Святой Сывлӑшпа сӑваплатса, чӑнлӑха ӗнентерсе ҫӑлса хӑвармашкӑн чӑн малтанах суйласа илнӗ. 14Иисус Христос Хуҫамӑрӑн мухтавӗ сире те тивӗҫтӗр тесе, эпир вӗрентекен Ырӑ Хыпар урлӑ ҫӑлса хӑварма Турӑ сире чӗнсе илнӗ. 15Эппин, тӑванӑмӑрсем, тӗреклӗ тӑрӑр. Эпир сире сӑмах вӗҫҫӗн е ҫыру урлӑ панӑ вӗрентӗве ҫирӗп тытса пырӑр. 16Хӑйӗн ырӑлӑхне пула пире савса ӗмӗрлӗх хавхалану тата ырӑ шанчӑк панӑ Иисус Христос Хуҫамӑрпа Атте Туррӑмӑр 17сирӗн чун-чӗрӗре лӑплантартӑр, калас ырӑ сӑмахпа тӑвас ырӑ ӗҫ валли ҫирӗплӗх патӑр.
Copyright information for ChvIBTNT