2 Timothy 1
Саламлани
1Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христос апостолӗ пулма тивӗҫнӗ, Христос Иисус урлӑ ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулма шанчӑк илнӗ Павелран – 2ӗненӳри савнӑ ывӑлӑма Тимофея. Атте Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑртан сана ырӑлӑх, тивлет, канӑҫлӑх пултӑр.Ырӑ Хыпара чунтан парӑнни
3Эпӗ Турӑшӑн мӑн асаттемӗрсем пекех таса чунпа ӗҫлесе тӑратӑп. Хамӑн кӗллӗмре эпӗ сана ҫине-ҫинех, ирӗн-каҫӑн асилетӗп, саншӑн Турра тав тӑватӑп. 4Эсӗ маншӑн куҫҫуль тӑкнине асилетӗп те – сана курассӑм килет. Курса чун-чӗререн савӑнӑттӑмччӗ. 5Эсӗ чунтан ӗненнине те асилетӗп. Лоида асаннӳ те, Евника аннӳ те ҫавнашкалах ӗненетчӗҫ. Ҫав ӗненӳ санра пуррине шанатӑп. 6Ҫавӑнпа та асту, Турӑ панӑ пултарулӑха сӳнме ан пар; ҫав пултарулӑха эпӗ сана алӑ хурсах парсаттӑм. 7Турӑ пире хӑрав сывлӑшне паман-ҫке-ха. Вӑл пире хӑватлӑ, юратуллӑ, таса ӑслӑ сывлӑш панӑ. 8Эппин Иисус Христос Хуҫамӑр ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн ан вӑтан. Манран та, Уншӑн тӗрмере лараканскертен, ан имен. Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗшӗн асап курасран ан хӑра, мӗншӗн тесен Турӑ пире вӑй парсах тӑрать. 9Турӑ пире ӗҫӗмӗрсене кура мар, Хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлӗпе, ырӑлӑхӗпе ҫӑлнӑ, Хӑйӗн халӑхӗ пулма чӗнсе илнӗ. Вӑл пире ҫав ырӑлӑха Иисус Христос урлӑ ӗмӗрсем пуҫланичченех пама пулнӑ. 10Анчах та пама пулни халӗ тин, Ҫӑлаканӑмӑр Иисус Христос килсессӗн, палӑрнӑ. Вӑл вилӗме тӗп тунӑ, Ырӑ Хыпар урлӑ тӗнчене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ илсе килнӗ. 11Ҫав Ырӑ Хыпара пӗлтермешкӗн мана ӳкӗтлевҫӗ тата апостол, ытти халӑхсен вӗрентӳҫи тунӑ. 12Асапӑм та манӑн ҫав сӑлтава пула, анчах та эпӗ вӑтанмастӑп. Мӗншӗн тесен эпӗ Кама ӗненнине пӗлетӗп, ҫав юлашки кун ҫитиччен Вӑл Хӑй мана шантарнине те вӑйра хӑварасса пӗлетӗп. 13Ху манран илтнӗ чӑн-чӑн вӗрентӗве тӗслӗх вырӑнне хурса Иисус Христос панӑ ӗненӳпе тата юратулӑхпа пурӑн. 14Хӑвна Турӑ шанса панӑ ыррине ӑшӑмӑрти Святой Сывлӑш пулӑшнипе упра. 15Асирисем пурте, ҫав шутрах Фигелпа Ермоген та, мана пӑрахнине эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ. 16Онисифор кил-йышне Хуҫамӑр ырӑлӑх патӑрах. Эпӗ тӗрмере ларнинчен вӑтанмасӑрах Онисифор мана хавхалантарсах тӑчӗ. 17Унтан та ытларах, хӑй Римра чухне вӑл мана шыраса тупма пултарчӗ. 18Ҫав юлашки кун ҫитсен Хуҫамӑр ӑна Хӑйӗн ырӑлӑхне курмалла тутӑрах. Ефесра вӑл мана мӗн тери пулӑшнине эсӗ хӑвах лайӑх пӗлетӗн.
Copyright information for
ChvIBTNT