2 Timothy 2
Иисус Христосӑн шанчӑклӑ салтакӗ
1Ҫапла вара, ывӑлӑм, Христос Иисусри ырӑлӑхпа тӗреклен. 2Эпӗ сана нумай ҫын умӗнче вӗрентсе каланӑччӗ. Эсӗ ҫавна шанчӑклӑ, ыттисене ӳкӗтлеме пултаракан ҫынсене вӗрент. 3Ӗнтӗ Иисус Христосӑн шанчӑклӑ салтакӗ пек пулса хӗн-хура тӳс. 4Нимӗнле ҫар ҫынни те пурӑнӑҫри вак-тӗвек ӗҫсемпе аппаланмасть. Ун пек вӑл пуҫлӑхне юраймӗ. 5Ӑмӑртӑва хутшӑнакан та, йӗркене пӑсса ӑмӑртсан, ҫӗнтерӳҫӗ пуҫ кӑшӑлне нихӑҫан та тивӗҫ пулаймӗ. 6Тертленсе тырӑ-пулӑ ӳстернӗ ҫӗр ӗҫченӗ те хӑйӗн пайне чи малтан илме тивӗҫ. 7Эпӗ мӗн калани пирки тӗплӗн шухӑшла. Хуҫамӑр сана йӑлтах ӑнланмалла тутӑрах. 8Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус Христос Хуҫамӑра, Давид йӑхӗнчен тухнӑскере, яланах асра тыт. Эпӗ пӗлтерекен Ырӑ Хыпар – Ун ҫинчен. 9Вӑрӑ-хураха сӑнчӑрланӑ пек, мана Ырӑ Хыпар пӗлтернӗшӗн сӑнчӑрларӗҫ. Анчах та Турӑ сӑмахне сӑнчӑрлаймӑн. 10Ҫавӑнпа, суйласа илнисем те Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса ҫӑлӑнӑҫ тата ӗмӗрлӗх мухтав илччӗр тесе, эпӗ вӗсемшӗн тем тӳсме те хатӗр. 11Ҫак сӑмахсем чӑн: эпир Унпа пӗрле вилнӗ пулсан, Унпа пӗрлех чӗрӗлӗхлӗ пулӑпӑр. 12Эпир тӳсетпӗр пулсан, Унпа пӗрлех патшара ларӑпӑр. Эпир Унран тунсан, Вӑл та пирӗнтен тунӗ. 13Эпир шанчӑклӑ пулмасан та, Вӑл яланах шанчӑклӑ, мӗншӗн тесен Вӑл Хӑйӗнчен Хӑй тунма пултараймасть.Ырӑ ята тивӗҫнӗ ӗҫчен
14Ҫынсене ҫакна асилтерсех тӑр: вӗсем хӗрӳ тавлашусене ан хутшӑнччӑр тесе Хуҫа Турӑ ячӗпе тархасла. Унашкал тавлашусем итлекенсене усӑ мар, сиен кӑна кӳреҫҫӗ. 15Турӑ умӗнче ырӑ ята тивӗҫмешкӗн тӑрӑш; пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫчен пек, чӑнлӑх сӑмахне тӗрӗс вӗрент. 16Юрӑхсӑр, пуш калаҫусенчен пӑрӑн, мӗншӗн тесен пуш сӑмах вӗҫтерекенсем сӳпӗлтете-сӳпӗлтете Турра хисеплеми пулсах пырӗҫ. 17Вӗсен сӑмахӗ рак чирӗ пек сарӑлӗ. Именейпе Филит та ҫавнашкалах 18чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ. Вӗсем, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси пулса иртнӗ ӗнтӗ тесе, хӑшӗ-пӗрисен ӗненӗвне пӑсаҫҫӗ. 19Анчах та Турӑ хывнӑ никӗс ҫирӗппипех; унта ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ Хӑйӗннисене пӗлет». Тата ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ ятне асӑнакан кирек кам та йӗркесӗрлӗхрен пӑрӑнтӑр». 20Пысӑк кил-ҫуртра вара ылтӑн-кӗмӗл савӑт кӑна мар, йывӑҫпа тӑм савӑт та пур. Пӗрисемпе чаплӑ лару-тӑрура усӑ кураҫҫӗ, теприсемпе – кулленхи пурӑнӑҫра. 21Ҫапла вара, йӗркесӗрлӗхрен тасатнӑ ҫын чаплӑ савӑт евӗр. Вӑл – Хуҫине юрӑхлӑ, сӑвапласа тасатнӑ, тӗрлӗрен ырӑ ӗҫре усӑ курмалли хатӗр. 22Яш ӗмӗрӗн ҫылӑхлӑ шухӑшӗсенчен тар. Хуҫа Турӑ ятне таса чун-чӗрепе асӑнакансемпе пӗрле эсӗ тӳрӗлӗх, ӗненӳ, юратулӑх, канӑҫлӑх патне ӑнтӑл. 23Ӑссӑр та айван тавлашусене ан хутшӑн: вӗсем хирӗҫӳ кӑларнине эсӗ хӑвах пӗлетӗн. 24Хуҫа Турӑ чурин хирӗҫмелле мар, пуринпе те сӑпайлӑ пулмалла, ӳкӗтлеме пӗлмелле, ҫилӗ тытмалла мар. 25– 26Хӑйне хирӗҫлекенсене те унӑн йӑвашшӑн ӳкӗте кӗртмелле. Шуйттан вӗсене хӑй танатине лектернӗ, хӑйне пӑхӑнтарнӑ. Ҫав танатаран хӑтарасчӗ тесе, чӑнлӑха пӗлмешкӗн Турӑ вӗсене ӳкӗнтерессе шанса вӗрентмелле.
Copyright information for
ChvIBTNT