‏ 2 Timothy 4

1Иисус, тепре килсессӗн, Унӑн Патшалӑхӗ ҫитсессӗн, чӗррисене те, вилнисене те суд тӑвӗ. Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тархасласа сана ҫакна калатӑп: 2Турӑ сӑмахне кирек хӑҫан та ҫине тӑрса вӗрент, кирлӗ чухне ҫынсене питле, чар, пӗтӗм чӑтӑмлӑхупа ӑс парса ӳкӗтле. 3Вӑхӑт ҫитсессӗн ҫынсем чӑн вӗрентнине итлес темӗҫ. Хӑйсен кӑмӑлне тивӗҫтермешкӗн вӗсем йӑпӑлтатакан, хитре калаҫакан вӗрентекенсене суйлӗҫ. 4Юмах юптарнине юратса, тӗрӗс сӑмахран пӑрӑнӗҫ. 5Эсӗ вара пур тӗлӗшӗнчен те тимлӗ пул, хӗн-хура тӳс, Ырӑ Хыпар сар, хӑвӑн тивӗҫе пурнӑҫла.

6Ӗнтӗ манӑн ку тӗнчерен каяс вӑхӑтсем ҫитрӗҫ, пурӑнӑҫӑма Турра кӳмешкӗн парне вырӑнӗ ҫине хучӗҫ. 7Паттӑррӑн кӗрешрӗм, пурӑнӑҫ ҫулне вӗҫлерӗм, ӗненӗве упраса хӑвартӑм. 8Халӗ ман валли ҫӗнтерӳҫӗн тӳрӗлӗх пуҫ кӑшӑлне хатӗрлеҫҫӗ. Ҫав юлашки кун ҫитсен тӳрӗ суд тӑвакан Хуҫамӑр мана ӑна тӑхӑнтартӗ. Пуҫ кӑшӑлне Вӑл мана кӑна мар, Хӑй тепре килессе савӑнса кӗтекенсене пурне те парӗ.

Уйрӑм хушусем

9Эсӗ ман пата хӑвӑртрах ҫитме тӑрӑш, 10мӗншӗн тесен Димас мана пӑрахрӗ. Ку тӗнчери пурӑнӑҫа ытларах килӗштерсе вӑл Фессалоникӑна кайрӗ. Крискент Галатине тухса кайрӗ, Тит – Далматине. Манпа пӗр Лука ҫеҫ юлчӗ. 11Мана пулӑшакан кирлӗ, ҫавӑнпа Марка хӑвпа пӗрле илсе кил. 12Тихика эпӗ Ефеса ятӑм. 13Эпӗ Троадӑра Карп патӗнче ҫиелти тумтирӗме хӑварнӑччӗ, килнӗ чухне ҫавна илсе кил. Тата унтан манӑн кӗнекесене, уйрӑмах тир ҫине ҫырнисене, илсе кил. 14Пӑхӑр ӑсти Александр мана нумай усал турӗ. Хуҫа Турӑ ӑна ӗҫӗсене кура тавӑрса патӑрах! 15Эсӗ те унран асӑрхан, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн вӗрентӗве питӗ хирӗҫчӗ.

16Эпӗ судра малтанхи хут хӳтӗленсе калаҫнӑ чухне мана хавхалантарма никам та пымарӗ, пурте мана пӑрахрӗҫ. Ҫавӑ вӗсен ҫылӑхӗ шутне ан кӗтӗрччӗ! 17Ырӑ Хыпара манӑн пӗлтерсе ҫитермелле пултӑр тесе, ытти халӑхсем пурте ҫавна илтме пултарччӑр тесе, мана Хуҫа Турӑ пӑрахмарӗ, вӑй пачӗ. Ҫапла вара эпӗ хама арӑслансене пӑрахса парасран хӑтӑлса юлтӑм. 18Хуҫа Турӑ мана усал-тӗселтен хӑтартӑр, Хӑйӗн Ҫӳлти Патшалӑхне тӗрӗс-тӗкел илсе кӗтӗр. Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр мухтав пултӑр! Аминь.

Ҫыру вӗҫӗнчи саламсем

19Прискиллӑпа Акилӑна тата Онисифор кил-йышне салам кала. 20Ераст Коринфрах юлчӗ, чирлӗ Трофима вара эпӗ Милитра хӑвартӑм. 21Хӗл лариччен килме тӑрӑш. Сана Еввул та, Пуд та, Лин та, Клавдия та, ытти ӗненекен тӑвансем те салам яраҫҫӗ. 22Иисус Христос Хуҫамӑр санӑн чун-чӗмӳпе пӗрле пултӑр! Сире пурне те Турӑ ырӑлӑхӗ пултӑр! Аминь.
Copyright information for ChvIBTNT