3 John
Саламлани
1Ватӑ ҫынран – савнӑ Гай патне. Эпӗ сана чӑнласах юрататӑп. 2Савнӑ тӑванӑм! Эпӗ санӑн сывлӑхушӑн кӗлтӑватӑп, чуну ырӑланса пынӑҫемӗн санӑн пурне те ӑнӑҫтарса пымалла пултӑрччӗ тетӗп. 3Ӗненекен тӑвансем эсӗ Турӑ чӑнлӑхне чунпа парӑнни ҫинчен килсе каласа кӑтартрӗҫ те, эпӗ питӗ савӑнтӑм. 4Ачамсем чӑнлӑхпа ҫӳреҫҫӗ тени мана пуринчен те ытла савӑнтарать.Пӗр-пӗрне пулӑшасси тата чӑрмавсем
5Савнӑ тӑванӑм! Эсӗ ӗненекен тӑвансемшӗн, уйрӑммӑнах ҫул ҫӳрекеннисемшӗн, тӑрӑшса чӑн-чӑн Христос ҫынни пек тӑватӑн. 6Вӗсем ӗненекенсем умӗнче сан юратулӑху ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерчӗҫ. Эсӗ вӗсене, Турра юрӑхлӑ пек, ҫул ҫине лайӑх пуҫтарса-хатӗрлесе яр. 7Мӗншӗн тесен вӗсем урӑх халӑх ҫыннисенчен нимӗн илмесӗрех Христос ҫинчен вӗрентме ҫула тухса кайнӑ. 8Ҫапла ӗнтӗ пирӗн, чӑнлӑхшӑн тӑрӑшакансене пулӑшас тесен, унашкаллисене хапӑл тӑвас пулать. 9Ӗненекен ушкӑнрисем патне эпӗ ҫыру ҫырса ятӑм, анчах та вӗсен пуҫлӑхӗ Диотреф, хуҫаланма юратаканскер, пире йышӑнмасть. 10Ҫавӑнпа та эпӗ, пырас пулсассӑн, вӑл мӗн хӑтланса пурӑнни ҫинчен аса илтерӗп. Вӑл пире усал сӑмахсем каласа хӑртать. Унпа та ҫырлахмасть-ха: вӑл ӗненекен тӑванӑмӑрсене хӑй те йышӑнмасть, йышӑнас текенсене те чарать. Кам ҫул ҫӳрекен тӑванӑмӑрсене хапӑл тӑвать, ҫавсене Диотреф чиркӳрен хӑваласа ярать. 11Савнӑ тӑванӑм! Усаллинчен мар, ырринчен тӗслӗх ил. Ырӑ тӑвакан ҫын вӑл Турӑран, усал тӑвакан вара Турра пӗлмест. 12Димитрий ҫинчен пурте лайӑхпа кӑна асӑнаҫҫӗ, чӑнлӑх хӑй ун ҫинчен каласа ҫирӗплетет. Ун ҫинчен эпир те шантарсах калатпӑр, эпир ҫирӗплетни чӑн пулнине эсир хӑвӑр та пӗлетӗр.Юлашкинчен калани
13Манӑн сирӗн патӑра ҫырса ямалли нумай, анчах та чернилпа, ҫыркӑчпа ҫырнипех ҫырлахас килмест. 14Сан патна ҫитсе куҫа-куҫӑн курса калаҫасса шанатӑп. 15Канӑҫлӑх пултӑр сана! Тусусем сана салам яраҫҫӗ, эсӗ те тусӑмӑрсене ятран салам кала. Аминь.
Copyright information for
ChvIBTNT