Acts 19
Павел Ефесра пулни
1Аполлос Коринфра пурӑннӑ вӑхӑтра Павел сӑртлӑ-туллӑ тӑрӑхсенче ҫул ҫӳренӗ. Унтан вӑл Ефеса ҫитнӗ те хӑш-пӗр вӗренекенсемпе тӗл пулнӑ. 2«Ӗненме пуҫласассӑн эсир Святой Сывлӑш илтӗр-и?» – тенӗ вӑл вӗренекенсене. «Эпир Святой Сывлӑш пур тенине те илтмен», – тавӑрнӑ лешсем. 3«Апла пулсан эсир мӗнле ӗненӳпе тӗне кӗнӗ-ха?» – ыйтнӑ вара Павел. «Эпир Иоанн вӗрентнӗ пек шыва кӗтӗмӗр», – хуравланӑ вӗсем. 4«Иоанн ҫылӑхран ӳкӗнтерсе шыва кӗртнӗ. Вӑл халӑха хӑй хыҫҫӑн Килекене, Христос Иисуса ӗненме ӳкӗтленӗ», – тенӗ вара Павел. 5Ҫакна илтсен вӗсем Иисус Хуҫамӑр ячӗпе тӗне кӗнӗ. 6Павел вӗсем ҫине аллине хурсан, вӗсем ҫине Святой Сывлӑш аннӑ. Вара вӗсем хӑйсем малтан пӗлмен чӗлхесемпе тата пророкла калаҫа пуҫланӑ. 7Пурӗ вӗсем вун икӗ ҫынна яхӑн пулнӑ. 8Павел пӗр хӑрамасӑрах синагогӑра виҫӗ уйӑх ӳкӗтлесе вӗрентнӗ. Вӑл ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен питӗ ӗнентермелле кала-кала кӑтартнӑ. 9Анчах та хӑшӗ-пӗрисем ӗненмен. Вӗсем ҫиллисене ниҫта шӑнӑҫтараймасӑр Хуҫа Туррӑмӑрӑн ҫулне халӑх умӗнчех хурла пуҫланӑ. Ҫавӑнпа Павел вӗренекенӗсене хӑйпе пӗрле илсе унтан пӑрахса кайнӑ, Тиранн ятлӑ ҫыннӑн училищинче вӗсене куллен ӳкӗтлесе вӗрентнӗ. 10Ҫапла пӗр икӗ ҫул та иртнӗ. Ҫавӑнпа Асире пурӑнакансем пурте – иудейсем те, грексем те – Иисус Хуҫамӑр ҫинчен пӗлтернӗ ӳкӗте илтнӗ.Скева ывӑлӗсем
11Турӑ Павел урлӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем нумай тунӑ. 12Чирлисене Павелӑн ал шӑллийӗпе е саппунӗпе витсен, лешсем сывалнӑ. Вӗсен ӑшӗнчи усал сывлӑшсем те туха-туха тарнӑ. 13Ялтан яла ҫӳресе усал сывлӑш ернисене сыватакан иудейсен хӑш-пӗр тухатмӑшӗсем те Иисус Хуҫамӑр ятне асӑна пуҫланӑ: «Сире, усал сывлӑшсене, Павел ӳкӗтлесе вӗрентекен Иисус ячӗпе тухма хушатпӑр!» – тесе тухатнӑ вӗсем. 14Иудейсен Скева ятлӑ аслӑ священникӗн ҫичӗ ывӑлӗ ҫапла хӑтланса ҫӳренӗ. 15Анчах та усал сывлӑш вӗсене каланӑ: «Иисуса та пӗлетӗп, Павела та пӗлетӗп, эсир вара кам пулатӑр?» 16Унтан усал сывлӑш ернӗ ҫын тухатмӑшсем ҫине ҫав тери вӑйлӑн сиксе ӳкнӗ те вӗсене парӑнтарнӑ. Вара вӗсем, хӗнесе пӗтернӗскерсем, ҫав ҫуртран ҫарамасах тухса тарнӑ. 17Ефесра пурӑнакан иудейсемпе грексем ҫак ӗҫ ҫинчен пӗлсен хӑраса ӳкнӗ. Ҫавӑнтанпа пурте Иисус Хуҫамӑр ятне хисеплеме пуҫланӑ. 18Вара Хуҫамӑра ӗненекен нумай ҫын пыра-пыра хӑйсен ӗҫӗсем пирки пӗр пытармасӑр каласа кӑтартнӑ. 19Чылай тухатмӑш-юмӑҫ та, хӑйсен ӑрӑм кӗнекисене пӗр ҫӗре пухса, пӗтӗм халӑх умӗнче ҫунтарса янӑ. Унтан ҫунтарса янӑ кӗнекесен хакне шутласа пӑхнӑ, вӗсен хакӗ аллӑ пин кӗмӗл укҫана яхӑн пулнӑ. 20Ҫакнашкал хӑватлӑн сарӑлса, вӑй илсе пынӑ Хуҫамӑр сӑмахӗ.Ефесри пӑлхав
21Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Павел Македонипе Ахаия урлӑ Иерусалима кайма шут тытнӑ. «Иерусалимран вара манӑн Рима каймалла», – тенӗ вӑл. 22Унтан вӑл хӑйӗн икӗ пулӑшаканне, Тимофейпа Ераста, Македонине янӑ, хӑй вара вӑхӑтлӑха Асирех юлнӑ. 23Ҫав вӑхӑтра Хуҫамӑрӑн вӗрентӗвне хирӗҫ пысӑк пӑлхав пуҫланнӑ. 24Димитрий ятлӑ пӗр кӗмӗл ӑсти пулнӑ. Ҫавскер грексен Артемида туррине кӗлтумалли ҫуртӑн пӗчӗк ӗлкине кӗмӗлтен туса сутса пурӑннӑ, ҫак ӗҫпе ытти ӑстасем те нумай тупӑш илнӗ. 25Димитрий кӗмӗлҫӗсене тата ытти ӑстасене пухнӑ та ҫапла каланӑ: «Тусӑмсем! Эпир тулӑх пурӑнасси ҫак ал ӑсталӑхӗнчен килнине пурте пӗлетпӗр. 26Акӑ халӗ хӑвӑрах курса-илтсе тӑратӑр: Павел текенскер Ефес ҫыннисене кӑна мар, пӗтӗм Аси халӑхне тенӗ пекех, этем аллипе ӑсталанӑ япаласем турӑ мар тесе, хӑйӗн ӗненӗвӗ енне ҫавӑрчӗ. 27Пирӗншӗн кунашкал вӗрентӳ питӗ сиенлӗ. Хамӑр ал ӑсталӑхӗ хисепрен тухни тем мар-ха, аслӑ Артемида турра кӗлтумалли ҫурт та пӑрахӑҫа тухӗ. Пӗтӗм Аси, пӗтӗм тӗнче хисеплесе пуҫҫапакан Артемида туррӑн чапӗ пӗтсе ларӗ». 28Ҫакна илтсен ыттисем пурте питӗ ҫилленсе кайнӑ. «Ефесри Артемида аслӑ!» – тесе кӑшкӑра пуҫланӑ вӗсем. 29Часах пӗтӗм хула халӑхӗ пӑлханса кайнӑ. Ҫынсем Павелпа пӗрле Македонирен пынӑ Гаийпе Аристарха ярса тытнӑ. Вара пурте пӗр ҫын пек пулса вӗсене театр кӑтартмалли вырӑна сӗтӗрсе кайнӑ. 30Павел халӑх хушшине кӗресшӗн пулнӑ, анчах та вӗренекенӗсем ӑна чарнӑ. 31Ҫавӑн пекех Павелпа туслӑ хӑш-пӗр Аси пуҫлӑхӗсем те ӑна театр вырӑнне пырса ан курӑн тесе калама ҫынсем янӑ. 32Пухура ним йӗрки те пулман: пӗри пӗр тӗрлӗ, тепри тепӗр тӗрлӗ кӑшкӑрашнӑ. Пухӑннисенчен чылайӑшӗ вара хӑйсем кунта мӗншӗн пуҫтарӑннине те пӗлмен. 33Иудейсем сӗннипе халӑх хушшинчен Александр ятлӑ ҫынна чӗнсе кӑларнӑ. Вӑл, аллипе паллӑ кӑтартса, халӑха шӑпланма ыйтнӑ. 34Анчах та вӑл иудей пулнине пӗлсессӗнех пурте пӗр харӑс: «Ефесри Артемида аслӑ!» – тесе кӑшкӑрса янӑ. Ҫапла вӗсем пӗр-икӗ сехете яхӑн кӑшкӑрашнӑ. 35Унтан халӑх умне йӗрке хуралҫи тухнӑ та лӑплантарса каланӑ: «Эй, Ефес ҫыннисем! Ефес хули аслӑ Артемидӑшӑн тата Диопетшӑн епле тӑрӑшнине кам пӗлмест пулӗ? ▼▼Вӗсем тӳперен ӳкнӗ метеорита е чула Артемида евӗрлӗ тесе шутланӑ, ҫав чула Диопет тенӗ, ӑна та пуҫҫапнӑ.
36Эппин, кун пирки тавлашмалли те ҫук пулсан, сирӗн лӑпланмалла, хыпкаланса ӳкмелле мар. 37Эсир вара кунта ҫак ҫынсене вӑйпах сӗтӗрсе килтӗр. Вӗсем Артемидӑн кӗлӗ ҫуртне те ҫаратман, сирӗн туррӑра та хурламан. 38Енчен те Димитрийпе ытти ӑстасем кама та пулин явап тыттарас теҫҫӗ пулсан, пирӗн ҫав ӗҫсене тума суд та, Рим лартнӑ пуҫлӑхсем те пур: вӗсем пӗр-пӗрне кунта мар, ҫавсем умӗнче айӑплаччӑр. 39Сирӗн тата мӗнле те пулин урӑх ыйту таврашӗ пур пулсан, ӑна йӗркене пӑхӑнса пуҫтарнӑ халӑх пухӑвӗнче татса парӗҫ. 40Паянхи ӗҫ-пуҫшӑн пире хамӑра пӑлхав ҫӗкленӗ тесе айӑплама пултарасран пирӗн асӑрханмалла. Халӑх пухӑннине тӳрре кӑларма пирӗн нимӗнле сӑлтав та ҫук». Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн вӑл вара пухӑва салатнӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT