‏ Acts 26

Павел хӑйне Агриппа умӗнче хӳтӗлесе калани

1«Хӑвна хӳтӗлесе калама сана сӑмах паратпӑр», – тенӗ Павела Агриппа. Вара Павел аллине ҫӗкленӗ те хӑйне хӳтӗлесе ҫапла сӑмах каланӑ: 2«Эй, Агриппа патша! Иудейсен мӗн пур айӑплавӗнчен паян сан умӑнта хӳтӗленме май килнишӗн хама телейлӗ тесе шутлатӑп. 3Ҫитменнине тата эсӗ иудейсен йӑлисемпе тавлашуллӑ шухӑшӗсене пӗтӗмпех пӗлетӗн. Ҫавӑнпа та тархаслатӑп: ман сӑмахӑма чӑтӑмлӑн итлесе пӗтерсем. 4Иудейсем пурте ман пурӑнӑҫӑм ҫинчен аван пӗлеҫҫӗ. Мӗн ҫамрӑкранпах эпӗ тӑван халӑх хушшинче Иерусалимра пурӑнтӑм. 5Вӗсем мана тахҫантанпах пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа эпӗ фарисей пулнине, хамӑр йӑла-йӗркене питӗ ҫирӗп тытса пурӑннине, кӑмӑлӗсем пулсан, хӑйсемех кӑтартса пама пултарӗҫ. 6Турӑ мӑн асаттемӗрсене панӑ сӑмаха шаннишӗн паян акӑ манӑн суд умӗнче тӑма тивет. 7Пирӗн вун икӗ йӑхӑмӑр та, Турӑ сӑмахӗ пурнӑҫланасса шанса, кунӗн-ҫӗрӗн Турӑшӑн тӑрӑшать. Эй, Агриппа патша! Иудейсем мана ҫав шанчӑкшӑн айӑплаҫҫӗ те ӗнтӗ. 8Мӗнех? Нивушлӗ эсир Турӑ вилнисене чӗртсе тӑратма пултараймасть тесе шухӑшлатӑр? 9Чӑн та, Назорей Иисус вӗрентӗвне хирӗҫ тӑма манӑн хамӑн та нумай тӑрӑшмалла-ха тесе шухӑшлаттӑм. 10Иерусалимра эпӗ ҫав ӗҫе туса пурӑнтӑм та: аслӑ священниксем панӑ ирӗкпе усӑ курса нумай ӗненекене тӗрмене хуптартӑм, вӗсене вӗлернӗ чухне те эпӗ вӗлерекенсем майлӑ пултӑм. 11Эпӗ вӗсене синагогӑран синагогӑна ҫӳресе асаплантараттӑм, Иисуса хурлама ирӗксӗрлеттӗм. Ӗненекенсем ҫине ҫиллӗм тулса ҫитнипе эпӗ вӗсене ытти хуласене кайса та хӗсӗрлеттӗм.

Павел хӑйне курӑнни ҫинчен каласа пани

12Аслӑ священниксен ирӗкӗпе тата вӗсем хушнипе эпӗ Дамаска та ҫав тӗллевпех тухса кайрӑм. 13Эй, патша! Ҫул ҫинче чухне, кӑнтӑрлапа, мана тӳперен хӗвел ҫутинчен те ялтӑрарах ҫутӑ курӑнчӗ. Манӑн хамӑн та, пӗрле пыракансен те куҫ шарсах кайрӗ. 14Эпир пурте ҫӗре ӳкрӗмӗр. Вара мана еврейла калаҫакан сасӑ илтӗнчӗ. „Эй, Савл, Савл, – терӗ ҫав сасӑ, – эсӗ Мана мӗншӗн хӗсӗрлетӗн? Ҫӗнме ҫук вӑя хирӗҫ ан пыр, хӑвнах йывӑр пулӗ“. 15Эпӗ вара ыйтрӑм: „Кам пултӑн Эсӗ?“„Эпӗ – эсӗ хӗсӗрлекен Иисус, – тавӑрчӗ Вӑл. 16– Ӗнтӗ халӗ уру ҫине тӑрах; эсӗ халӗ ху мӗн курнине тата Эпӗ сана мӗн пӗлтерессине каласа кӑтартакан, ҫавӑншӑн ӗҫлесе тӑракан пулӑн. Ҫавӑнпа Эпӗ сана курӑнтӑм та. 17Эпӗ сана иудейсемпе урӑх халӑх ҫыннисем пӗтересрен упраса хӑварса, халӗ сана ҫавсем патнех яратӑп. 18Мана ӗненнипе вӗсен ҫылӑхӗсем каҫарӑнмалла пулччӑр тесе, сӑвапласа тасатнисемпе пӗр шӑпаллӑ пулччӑр тесе эсӗ вӗсен куҫӗсене уҫӑн. Вӗсене шуйттан аллинчен хӑтарса Турӑ аллине парӑн, тӗттӗмлӗхрен ҫутта илсе тухӑн“.

19Эй, Агриппа патша! Ҫавӑнпа эпӗ тӳперен курӑннине итлемесӗр тӑма пултараймарӑм. 20Эпӗ чӑн малтанах Дамаскпа Иерусалимра пултӑм. Унтан пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнчи ҫынсене тата ытти халӑхсене ӳкӗнсе Турӑ енне ҫавӑрӑнма, ӳкӗнӗҫе тивӗҫлӗ ӗҫсем тума вӗрентсе ҫӳрерӗм. 21Ҫавӑншӑн мана иудейсем Турӑ Ҫуртӗнчех ярса тытрӗҫ те вӗлересшӗн пулчӗҫ. 22 23Анчах та Турӑ пулӑшнипе эпӗ паян кунчченех тӗрӗс-тӗкел, пӗчӗккисенчен пуҫласа аслисем таранах ҫакна каласа ҫирӗплететӗп: Христосӑн асап тӳсмеллеччӗ, вилнисенчен чӑн малтан чӗрӗлсе тӑрса иудей халӑхне те, ытти халӑхсене те ҫӑлӑнӑҫ ҫути ҫинчен пӗлтермеллеччӗ. Ҫакӑн ҫинчен пророксемпе Моисеях каласа пӗлтернӗ, вӗсем каланинчен ытла эпӗ нимӗн те каламан».

24Павел хӑйне ҫапла хӳтӗленӗ чухне Фест ӑна пӳлсе кӑшкӑрса тӑкнӑ: «Павел! Эсӗ ӑсран тайӑлнӑ! Нумай пӗлни сана ухмаха ертет!» 25«Хисеплӗрен те хисеплӗ Фест, – тенӗ вара ӑна Павел, – эпӗ ухмаха ермен, тӗрӗс те чӑн сӑмахсем калатӑп. 26Патша та кун пирки пӗтӗмпех пӗлет, ҫавӑнпа та эпӗ хӑюллӑнах калаҫатӑп. Мӗн те пулин унран пытарса хӑварнӑ пулӗ тесе шутламастӑп, мӗншӗн тесен ку ӗҫ куҫ хыҫӗнче пулса иртмен. 27Эй, Агриппа патша! Эсӗ пророксене ӗненетӗн-и? Ӗненетӗн. Эсӗ ӗненнине пӗлетӗп». 28«Эсӗ мана ытла хӑвӑрт Христоса ӗнентересшӗн мар-и?» – тенӗ Агриппа. 29«Хӑвӑрт-и, вӑрах-и, – анчах та эсӗ кӑна мар, паян хама итлекенсем пурте манашкал пулччӑр тесе Турра кӗлтӑвӑттӑм, анчах та вӗсем манашкал сӑнчӑрта ан пулччӑрах».

30Ҫак сӑмахсене илтсен патша та, аслӑ пуҫлӑх та, Вереника та, вӗсемпе пӗрле ларакансем те ура ҫине тӑнӑ; 31унтан, аяккарах пӑрӑнса, пӗр-пӗринпе ҫапла калаҫа пуҫланӑ: «Ку ҫын вӗлерме е тӗрмене хупма тивӗҫлӗ нимӗнле усал ӗҫ те туман». 32«Император судне хӑй ыйтман пулсан ӑна ирӗке яма та пулатчӗ», – тенӗ Агриппа патша Феста. Ҫавӑнпа вара аслӑ пуҫлӑх ӑна император патне яма йышӑннӑ.
Copyright information for ChvIBTNT