Acts 28
Мелит утравӗ ҫинче
1Тинӗс тыткӑнӗнчен хӑтӑлса тухсан эпир ку утрав Мелит ятлӑ иккенне пӗлтӗмӗр. 2Вырӑнти халӑх пире питӗ ӑшшӑн йышӑнчӗ. Ҫумӑр ҫуса тӑнӑран, сивӗ пулнӑран вӗсем кӑвайт хучӗҫ, пире пурне те хӑйсем патне чӗнчӗҫ. 3Ҫатрака пухса тултарнӑ Павел кӑвайт хурса ларатчӗ. Сасартӑк ҫунакан кӑвайт ӑшӗнчен, вӗри вута тӳсеймесӗр, ҫӗлен шуса тухрӗ те Павел аллинчен ҫакӑнса ларчӗ. 4Утрав ҫинче пурӑнакансем, Павел аллинчен ҫӗлен ҫакӑнса тӑнине курсан, пӗр-пӗринпе ҫапла калаҫа пуҫларӗҫ: «Ахӑртнех, ку этем ҫын вӗлернӗ пулӗ. Курӑр-ха, тинӗсре ҫӑлӑннӑскере Турӑ айӑплавӗ ҫитрӗ пуль». 5Анчах та Павел ҫӗлене силлесе вута ывӑтрӗ, хӑй вара нимӗн чухлӗ те сиенленмен иккен. 6Утрав ҫинчисем Павел шыҫӑнса каясса е сасартӑк ӳксе вилессе кӗтрӗҫ. Кӗтсен-кӗтсен, вӗсем Павела нимӗнле сиен те пулманнине курчӗҫ. Вара ҫак ют халӑх ҫыннисем, хӑйсен малтанхи шухӑшне улӑштарса, Павела турӑ вырӑнне хура пуҫларӗҫ. 7Ҫавӑнтан инҫех те мар утрав пуҫлӑхӗн, Публий ятлӑскерӗн, хуҫалӑхӗ пурччӗ. Вӑл пире хапӑлласа йышӑнчӗ, виҫӗ кун хушши мӗн пур кӑмӑлтан хӑна турӗ. 8Ашшӗ унӑн сив чирпе тата юнлӑ варвиттипе аптӑраса вырӑнпах выртатчӗ. Павел вара Публий ашшӗ выртакан пӳлӗме кӗчӗ те, кӗлтуса, ун ҫине аллине хурса, сыватрӗ. 9Ҫакӑн хыҫҫӑн утрав ҫинчи ытти чирлӗ ҫынсем те Павел патне пыра пуҫларӗҫ. Павел вӗсене те сыватрӗ. 10Кунта пире питӗ лайӑх пӑхса усрарӗҫ, ҫул ҫине мӗн кирлине те пӗтӗмпех парса ячӗҫ.Рима кайни
11Тепӗр виҫӗ уйӑхран эпир ҫак утрав ҫинчех хӗл каҫнӑ „Диоскуры“ятлӑ Александрия карапӗ ҫине ларса тинӗсе тухрӑмӑр. 12Унтан Сиракузӑна ҫитрӗмӗр те ҫав хулара виҫӗ кун пурӑнтӑмӑр. 13Унтан тухсан Ригие ишсе ҫитрӗмӗр. Тепӗр кунтанах кӑнтӑр ҫилӗ вӗрме пуҫларӗ, ҫавӑнпа эпир иккӗмӗш куннех Путеола ҫитсе ӳкрӗмӗр. 14Унта эпир ӗненекен тӑвансене тӗл пултӑмӑр, вӗсем пире хӑйсем патӗнче эрнелӗхе юлма ӳкӗте кӗртрӗҫ. Вара тин эпир Рима кайма тухрӑмӑр. 15Эпир пырасса пӗлнӗ Римри тӑвансем Аппий тӳремӗ текен тата Виҫӗ Хӑна ҫурчӗ текен вырӑнсенче пире кӗтсе илме тухса тӑнӑччӗ. Вӗсене курсан Павел Турра тав турӗ те хавхалансах кайрӗ. 16Рима ҫитсен ҫӗрпӳ тӗрме ҫыннисене ҫар пуҫӗн аллине пачӗ, Павела вара, хӑйне хураллакан салтакпа пӗрле, ыттисенчен уйрӑммӑн пурӑнма ирӗк пачӗ.Павел Римра вӗрентни
17Тепӗр виҫӗ кунран Павел Римра пурӑнакан иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисене чӗнтерчӗ. Пурте пухӑнса ҫитсессӗн вӗсене вӑл ҫапла каларӗ: «Эй, тӑван ҫыннӑмӑрсем! Эпӗ халӑхӑма хирӗҫле, мӑн асаттесен йӑлисене хирӗҫле нимӗнле усал ӗҫ те туман. Ҫапах мана Иерусалимра тытса сӑнчӑрларӗҫ те Рим ҫыннисен аллине пачӗҫ. 18Вӗлерме нимӗнле айӑп та тупайман пирки вӗсем мана суд тунӑ хыҫҫӑн ирӗке ярасшӑнччӗ. 19Анчах та иудейсем хирӗҫ тӑчӗҫ, ҫавӑнпа манӑн император судне ыйтма лекрӗ. Ҫакна эпӗ хамӑн халӑхӑма мӗншӗн те пулин айӑплас тӗллевпе тумарӑм. 20Чӗнтерессе те эпӗ сире ҫав сӑлтавпах чӗнтертӗм, сирӗнпе курса калаҫас терӗм. Мӗншӗн тесен мана хамӑр кӗтекен Израиль шанчӑкӗшӗн ҫак сӑнчӑрпа сӑнчӑрларӗҫ». 21Итлекенсем вара ӑна ҫапла каларӗҫ: «Эпир Иудейӑран сан ҫинчен ҫырнӑ нимӗнле ҫыру таврашӗ те илмен. Ӗненекен тӑвансенчен пӗри те килсе сан ҫинчен пире хыпарламан, усал сӑмах пӗлтермен. 22Ӗнтӗ пирӗн ҫак вӗрентӳ пирки эсӗ ху мӗн шухӑшланине пӗлес килет, мӗншӗн тесен вӑл вӗрентӳ пирки таҫта та тавлашнине эпир пӗлетпӗр». 23Вара вӗсем Павелпа хӑҫан тӗл пуласси пирки калаҫса татӑлнӑ. Палӑртнӑ кун ҫитсен ун патне хӑна ҫуртне вӗсем питӗ нумаййӑн пынӑ. Павел вӗсене иртен пуҫласа каҫченех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентнӗ. Хӑйӗн сӑмахӗсене вӑл Моисей саккунӗнче тата пророксен кӗнекисенче Иисус ҫинчен пӗлтернӗ вырӑнсемпе ҫирӗплетсе панӑ. 24Хӑшӗ-пӗрисене вӑл ӳкӗте кӗртнӗ, хӑшӗсем вара ӗненмен. 25Вӗсем пӗр-пӗринпе тавлашсах кайнӑ, Павелӑн ҫак сӑмахӗсене илтсен вара пӗрин хыҫҫӑн тепри туха-туха кайма тытӑннӑ. Павел ҫапла каланӑ пулнӑ: «Мӑн асаттемӗрсене Святой Сывлӑш Исаия пророк сӑмахӗсемпе питӗ аван каланӑ: 26„Ҫак халӑха ҫапла кайса кала: эсир хӑлхапа илтсен те ӑнланаймӑр, куҫӑрсемпе пӑхсан та кураймӑр. 27Мӗншӗн тесен ҫак ҫынсен чун-чӗри хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсем те хупӑ. Ӗнтӗ вӗсен куҫӗ курмасть, хӑлхи илтмест, чун-чӗри туймасть, ҫавӑнпа та вӗсем, Мана сываттарас тесе, Ман енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ“. 28Ҫапла ӗнтӗ пӗлсех тӑрӑр: Туррӑн ҫӑлӑнӑҫне урӑх халӑхсене панӑ, итлекенӗсем те вӗсемех пулӗҫ». 29Ҫакна илтсен иудейсем пӗр-пӗринпе тавлаша-тавлаша тухса кайнӑ ▼▼Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче ку сӑвӑ ҫук.
. Юлашкинчен калани
30Ҫапла Павел Римра тата икӗ ҫула яхӑн пулнӑ. Унта вӑл ҫав хӑна ҫуртӗнчех пурӑннӑ, хӑйӗн патне пыракансене пурне те хапӑл тунӑ. Павел Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен, Иисус Христос Хуҫамӑр ҫинчен хӑюллӑн та пӗр чӑрмавсӑр вӗрентнӗ.31
Copyright information for
ChvIBTNT